Комментари хушас

7 Авăн, 2018

«Мĕн кирлине ыйтăр, ан вăтанăр»

Çапла каланă Андриян Николаев ентешĕсене

Андриян Николаев кам пулнине кирек хăш чăваш та калама пултарать: Тăван çĕршывăн виççĕмĕш космонавчĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиацин генерал-майорĕ, орбитăра скафандрсăр ĕçленĕ пĕрремĕш космонавт.

Чăваш турри

Космонавт летчикăн мемориал комплексĕн тĕп управçи Зоя Антонова шухăшĕпе, Андриян Григорьевич — чăвашсен турри. Зоя Антонова ентешĕмĕрпе тĕнче уçлăхне вĕçсе кайнăранпах курнăçса тăнă, унăн музейĕнче вун-вун çул ĕçлесе ăна лайăх пĕлсе çитнĕ. Çавна май Андриян Николаевăн 89-мĕш çуралнă кунĕ умĕн унпа тĕл пулса калаçрăмăр.
Кунта эпĕ те темиçе хут пулнă. Ун чухне, вăл е ку мероприятие çутатма тивнĕрен, кашнинчех халăх питĕ йышлăччĕ. Экспонатсемпе тĕплĕн паллашма май пулман. Акă хальхинче музейре васкамасăр утса çÿрерĕм. Космонавтăн ачалăхĕпе, шкул пурнăçĕпе, çамрăклăхĕпе, космосри ĕçĕ-хĕлĕпе, çемье кун-çулĕпе сăн ÿкерчĕксем, çырусем, тĕнче уçлăхĕнче пулса курнă япаласем, ытти хатĕр ĕненмелле каласа кăтартаççĕ. 1938-1939 вĕренÿ çулĕнчи класс журналĕ те кунтах. Арифметика предмечĕпе унăн хушамачĕ тĕлĕнче «5», «4» паллăсем кăна. Çав вĕренÿ çулĕнчех панă Мухтав грамоти арçын ача ытти предметпа та лайăх вĕреннине çирĕп ĕнентерет. Кунтах амăшĕпе, çывăх тăванĕсемпе ÿкерĕннĕ сăнсем. Малалла утатăп, чăваш каччи тăван халăхне тĕнчене пĕлтернине курса ĕненетĕп: темиçе çĕршывăн хаçачĕсенче — пирĕн Андриян сăнĕ. Космонавтсен апатне курнă-и? Тюбикре — купăста яшки, сĕткен, кунтах — печени, сухари…
Çак чаплă автомашинăпа вара виççĕмĕш космонавтăмăра вĕçев хыççăн Шупашкарта кĕтсе илнĕ, хула урамĕсемпе ярăнтарнă. Çырусем, çырусем… Вĕсем, халăх депутачĕ патне янăскерсем, пулăшу ыйтса çырнисем, тав сăмахĕпе хавхаланса шăрçаланисем…

Пĕрремĕш тĕлпулуран — юлашкичченех

Акă Зоя Степановна та çитрĕ. Хамăн шухăш çăмхине унпа малалла тăсрăм.
— Калăр-ха, тархасшăн: Андриян Григорьевича пуçласа хăçан курнă эсир?
— Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра. Ун чухне вăл космосран таврăнсан тăван республикăна пĕрремĕш хут килнĕччĕ. Студентсене лекцирен ячĕç. Урамăн икĕ енĕпех — халăх, унăн вĕçĕ çук тейĕн. Унтанпа 56 çул иртнĕ пулсан та çак саманта паянхи пекех ас тăватăп. Çынсем ентешĕмĕре курас тесе пĕр-пĕрне чышкаланипе эпĕ машина умнех тухса тăтăм темелле, çавăнпа унăн хаваслă, кăмăллă сăнне, йăл куллине çывăхранах асăрхарăм.
Иккĕмĕш хут та унпа Шупашкарта курнăçнăччĕ. Политпросвещени çуртĕнче тĕлпулу иртнĕччĕ, анчах унта пире, студентсене, кĕртмерĕç. Апла пулин те эпир пăрахса каймарăмăр, вăл вĕçлениччен тăтăмăр, хăнасем, Андриян Григорьевич тăхăнса тухса кайнине курса юлтăмăр. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.