Комментари хушас

30 Çу, 2014

Коррупцие чиновнике пуç çапма тивни никĕслет

«Коррупципе çыхăннă лару-тăру ерипен лайăхланса пыни сисĕнет, çакна граждансен, бизнес-тытăмсен хушшинче йĕркеленĕ ыйтăмсен кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Апла тăк тĕрĕс еннелле утатпăр», - çапларах пуçларĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ĕнерхи ларăвне. Анчах ку çивĕч ыйтусем çуккине пĕлтермест.

Михаил Васильевич хăй вăхăтĕнче «Финн айлăмĕн», «Атăлçи платинумĕн», ыттисен строительствипе çыхăннă ĕç-пуçа пула çĕр-çĕр çын улталаннине аса илтерчĕ, ун чухне шар курнисен сиенне никам та саплаштарман, «юлашки çулсенче çĕр-çĕр миллион тенкĕ саплаштартăмăр». Çапах, калăпăр, ЖКХ сферинче паян та пăтăрмахлă тĕслĕх пайтах. М.Игнатьев Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи çивĕч ыйтусене çĕклерĕ. «Çынсен çав ыйтусем тĕлĕшпе пĕччен юлмалла мар. Влаçсен вĕсене тÿрĕ кăмăллă мар управляющи компанисен пăхăнăвĕнчен тухмашкăн ÿкĕте кĕртмелле», - терĕ вăл.

Çĕнĕ Шупашкар тенĕрен - «Новэк» УК директорне Ющенкăна ăшă энергийĕшĕн çынсенчен пухнă вун-вун миллион тенке ресурссемпе тивĕçтерекен компание куçарса паманшăн, тăкакласа пĕтернĕшĕн суд ирĕклĕхсĕр хăвармалли приговор кăларнă. Çав вăхăтрах, Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, асăннă УКн директорсен канашĕн председательне Сергей Миронова «эпĕ темиçе хут та çирĕппĕн асăрхаттарнине пăхмасăр Çĕмĕрлери ЖКХ рынокне те кĕртсе янă». Çийĕнчен пĕлтĕрхи раштавра Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕ «Новэка» 356 м2 лаптăклă пÿлĕме аукцион ирттермесĕрех чăн хакĕнчен чылай йÿнĕрехпе сутнă. «Мĕншĕн ăна, мĕншĕн аукционсăрах?» - ыйтусем çуралчĕç ЧР Пуçлăхĕн.

Пуçламăшĕ те çивĕччине кура малалли калаçу екки те çавнашкалах пулчĕ. Пурлăх министрĕ Анатолий Кузьмин патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕпе усă курнă чухнехи коррупци палăрăмĕсемпе паллаштарчĕ. Министерство çине-çинех тĕрĕслевсем йĕркелет те - саккуна пăснă нумай тĕслĕхе тупса палăртать. Çав шутра - пурлăх управлăхне, унпа тухăçлă усă курассине тивĕçтермен тĕслĕхсем. Çитменлĕхсем тупса палăртнисен шутĕнче министр Вăрнарти ял хуçалăх техникумне, Патăрьел райхаçатне, Шупашкарти педколледжа асăнчĕ. Муниципалитетсенче хăйсен харпăрлăхне тĕплĕ шута илменни те час-часах тĕл пулать. Çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе йĕркесĕрлĕх нумай. Чăн та, ырă туртăм пур: çĕр лаптăкĕсене арендăна панинчен, сутнинчен илнĕ укçа виçи ÿсни куç кĕрет.

Республика прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Григорьев асăннă сферăра йĕрке тумашкăн саккун-норма никĕсĕ пуррине палăртрĕ. Эппин, яваплă çынсенчен нумай килет. Ахальтен мар ĕнтĕ прокуратура патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курнă чухне йĕркене пăснин 400 ытла тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Уголовлă ĕçсем те пур. Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов Шупашкар районĕнчи Сарапакасси ял тăрăхĕн, Сĕнтĕрвăрри райадминистрацийĕн экс-пуçлăхĕсем, ыттисем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене асăнчĕ.

ЧР Общество палатин ертÿçин Леонид Шиминăн шухăшĕпе - патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе усă курас тĕллевлĕ çынсемпе чиновниксен хутшăнăвне май пур таран чакарма тăрăшмалла. Хальлĕхе вара пурлăх правине регистрацилессипе, çавнашкал ытти ĕçпе çыхăннă ыйтусене муниципалитетсенче 6-8 уйăх таран татса параççĕ. Тем тĕрлĕ хут пухмалла, тĕрлĕ чиновникпа курнăçмалла... Кун пек чух ыйтăва татса памашкăн вĕсем «хавхалантарма» ыйтмашкăн та пултараççĕ. Çавăнпа «пĕр чÿрече» принципне вăй памалла, пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕпе кÿрессине анлăлатмалла. Ку коррупци никĕсне хавшатма пулăшĕ.

Влаçсем çакна курмаççĕ тееймĕн. Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Шупашкарти МФЦра асăннă «чÿречесем» 29 пулнине палăртрĕ. Чылай ытларах кирлĕ - 95. Çавăнпа хулан ытти районĕнче те çак мелпе усă курасшăн. «Кирлĕ документсене пухсан, вĕсем тĕрĕс пулсан ыйтăва татса парасси вăраха каймасть. Пурлăха аукционсем урлă кăна сутма тăрăшатпăр. Çавна май, сăмахран, нумаях пулмасть хула варринчи 24 га çĕре çурт-йĕр строительстви валли сутрăмăр - 350 млн ытла тенкĕлле! Мĕн пур çĕр лаптăкне шута илнĕ», - терĕ Леонид Ильич.

Анчах М.Игнатьева кунашкал хурав тивĕçтермерĕ пулас: «Хуçасăр çĕрсем те пур-çке. Кашни тăваткал метрăн хуçи паллă пулмалла. Çĕр арендишĕн парăмсен виçи мĕн чухлĕ?« Хула пуçлăхĕ парăм виçине аса илеймерĕ те - Михаил Васильевич кăмăлсăрланчĕ: «Ку цифрăсем пуçра пулмалла - вĕсене пĕлмелле. Панкрута тухнă компанисем пур: вĕсенчен нимĕн те шыраса илеймĕн - çухалнă укçа. Пĕтĕмпех шута илнĕ тетĕр. Апла мар! Çĕр лаптăкĕсене аукцион урлă кăна сутмалла - ун чухне никам та Черкесов, ыттисем взятка илеççĕ тееймĕ. Çапла, манран та пулăшма ыйтаççĕ, тÿрех хирĕçлетĕп - аукциона хутшăнăр!»

Çийĕнчен экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин та ыратакан суран çине тăвар сапрĕ. Вăл темиçе уйăх каялла Л.Черкесовпа пĕрле «Строймаш» предприятире пулнине аса илтерчĕ. Унта производствăна анлăлатасшăн, çавăнпа территорие те сармалла. Пулăшма шантарнă, анчах темиçе уйăх иртнĕ пулин те ыйтăва халĕ те татса паман иккен: «Инвестицисем кирлĕ, пуçарулăха çул памалла тетпĕр, çав вăхăтрах... Бизнеспа çыхăннă ĕç майĕсене улăштармалла», - ÿпкелерĕ министр.

Çĕр ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ Çĕнĕ Шупашкарта та пур. Александр Сироткин мэр çакă хăй вăхăтĕнче пысăк предприятисене пайăн-пайăн сутнипе те сăлтавларĕ. Çурчĕсене сутнă, вакланă территорийĕсене никама та çирĕплетсе паман. Кунашкалли ДСКшăн, «Атлашевский» предприятишĕн, «Химпромăн» санитари зонишĕн кăтартуллă. Администраци пуçлăхĕ «Новэка» йÿнĕпе пурлăх сутни çинчен те каларĕ. УК саккун панă майсемпе усă курнă-мĕн, анчах мэри халĕ ку ыйтупа малалла ĕçлет. «Сахалтан та 30% йÿнĕрех сутнă, - çирĕплетрĕ ЧР Пуçлăхĕ. - Çĕнĕ Шупашкарти пурăнмалли çуртсен çуррине яхăн пайĕ «Новэк» айĕнче - хăрушлăхра. Çынсем унта укçа тÿлеççĕ, анчах çав укçа ăçта кайнине эпĕ те, эсир те пĕлместĕр». Мэр палăртнă тăрăх - çуртсенчен нумайăшĕн «Новэкпа» тунă килĕшĕвĕсен вăхăчĕ вĕçленсе пырать, çавна май вĕсем ку УК пăхăнăвĕнчен тухасси вăрах кĕттермĕ.

Ларăвăн кун йĕркинчи тепĕр ыйтăва тишкересси аплах вăраха каймарĕ, анчах вăл та кăсăклă пулчĕ - ку темăна халĕччен çакнашкал çÿллĕ шайра сÿтсе явнине ас тумастăп. Сăмах - вĕренÿ организацийĕсенчи предмет конкурсĕсемпе олимпиадăсене ирттернĕ чух коррупцирен сыхланасси. Усалли унта та тымар янă-мĕн - çакна вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова хăйĕн докладĕнче те палăртрĕ. Олимпиадăсене çуллен 21 предметпа ирттереççĕ - 57 пин ытла шкул ачи хутшăнать. Шкулсенчи çĕнтерÿçĕсем районсен шайĕнче тупăшаççĕ, унтан - республика шайĕнче. Районсенчи олимпиадăсенче вĕсене йĕркелеме хутшăнакан учительсем хăйсен ачисене пулăшасран хăтăлма пĕртте çăмăл мар-мĕн. Паллах, ют район педагогĕсене чĕнни пулăшĕччĕ, анчах хальлĕхе апла тăваймаççĕ. Вĕрентекен хăйĕн олимпиадăра вăй виçекен ачине вара пулăшма тăрăшатех. Ачасен тупăшури кăтартăвĕсем лайăх пулни педагога ĕç кăтартăвĕсемшĕн укçан хавхалантарассине тÿрремĕнех витĕм кÿрет-çке.

ЧР Пуçлăхĕн Тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ Неонилла Никифорова хайхи олимпиада-конкурс йĕркелĕвне тĕрĕсленин кăтартăвĕсемпе те паллаштарчĕ. Районсенчи тупăшу кăтартăвĕсене çĕнĕрен тĕрĕсленĕ май хăш-пĕр çĕрте олимпиада ирттерме явăçтарнă педагогсен хăйсен вĕренекенĕсен пĕлĕвне 15% таран ÿстерсе кăтартнине çирĕплетнĕ. Сăмахран, Патăрьел районĕнче. Унта тепĕр майлă тĕслĕх те пулнă: пĕр ачан балĕсене ятарласа чакарнă, çакă ăна мар, теприне - педагогсенчен пĕрин сахалрах баллă вĕренекенне - 3-мĕш вырăна кăларма кирлĕ пулнă иккен.

Информаци политикин министрĕ Валентина Андреева массăллă информаци хатĕрĕсем коррупцие хирĕç политикăна пурнăçа кĕртме хутшăнни çинчен доклад турĕ - МИХсем ку енĕпе йĕркеллех ĕçлеççĕ. Чăн та, М.Игнатьевăн кунта та тиркемелли тупăнчĕ: коррупципе кĕрешетпĕр тесе хăшĕ-пĕри таса кăмăллă çынсенех пылчăкпа варалать. Михаил Васильевич «Саккун тата коррупци» организаци пирки сăмах пуçарчĕ: «Вăл удостоверенисем те валеçнĕ. Ман пата çитнĕ сас-хура тăрăх - вĕсемшĕн çынсем 25-шер пин тенкĕ таран тÿленĕ. Халĕ хăшĕсем çав удостоверенисемпе усă курса чиновниксене витĕм кÿме хăтланаççĕ. Валерий Козлова, çав организаци ертÿçине, аван пĕлетĕп. Хăй вăхăтĕнче шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ - унпа сыв пуллашнă, кайран ниçта та йĕркеллĕ ĕçлеймен, паян вара - коррупципе кĕрешекен!»

Лару республикăра коррупци темипе ирттернĕ социологи тĕпчевĕсемпе паллаштарнипе вĕçленчĕ. Интереслĕ кăтартусем - вĕсене хаçатăн çитес номерĕсенчен пĕринче уйрăммăн тишкерĕпĕр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.