Чăвашсен те этноджаз пулаять
Унăн юррисене радиора иртекен хит-парадсенче пĕрре мар илтнĕ, вĕсемпе социаллă сетьсенче те паллашнă. Кăçал Шупашкарта иртнĕ «Кĕмĕл сасă» фестивальте Вера Кожеманова Тутарстанран пулнине пĕлтĕм. Ун чухне чăваш халăх юррине шăрантараканскер çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ. Çамрăк юрăç чăваш музыкинче хальччен аталанман стильпе — этноджазпа — ĕçлет. Аксу районĕнчи Беловка ял чиперккипе çывăхрах паллашар-ха.
Çур çул — хит-парадра
Вера сцена çине çулталăк каялла таврăннă. Унччен вăл культурăпа пачах çыхăнман тытăмра тăрăшнă. Ку тапхăрта вăл музыкăсăр пурăнайманнине лайăх ăнланса илнĕ. Пурнăç тăршшĕпе çак енĕпе çеç ĕçлесшĕн çамрăк юрăç. Этноджаз стильне суйлани те ăнсăртран мар: унăн тăван чĕлхен, юрă-кĕвĕ тĕнчин пуянлăхне ытларах кăтартас килет.
«Хальхи вăхăтра музыкăн тĕрлĕ жанрне пĕрлештерни модăра. Тĕрлĕ халăх юрăçисем çавăн пек ĕçлеççĕ те. Халăх юррине суйласа ăна тĕрлĕ стильпе, тĕрлĕ музыка инструменчĕпе шăрантараççĕ. Пĕр сăмахпа каласан — эксперимент тăваççĕ. Сăмахран, тутар юрăçисем те ку енĕпе çанă тавăрса ĕçлеççĕ, проектсем хатĕрлеççĕ», — палăртрĕ Хусанта пурăнакан Вера. Ази, Европа мусăкçисен пултарулăхĕпе паллашнăскерĕн чăваш юрă-кĕвĕ тĕнчине этноджаз кĕртес кăмăл çуралнă. Çак стильре чи пĕлтерĕшли — халăхăн пуянлăхне, хăйне евĕрлĕхне тĕпе хурасси. «Тÿрех палăртам: халĕ хам мĕнле ĕçлени килĕшсех каймасть. Ĕçлемелли нумай. Чи кирли тата — пĕлсе тăрăшмалла, çиччĕ виçсе пĕрре касмалла. Чикĕрен тухса каймалла мар. Халăх юррине урăх стиле куçарасшăн тăк унăн тĕп шухăшне çухатмалла мар», — палăртрĕ артист. Çавăнпа Вера халăх юррисемпе ĕçлекен чăваш композиторĕсемпе, мусăкçисемпе паллашасшăн, пĕрлехи проектсем пуçарасшăн. Хальлĕхе вăл пĕччен. Тутарстанра пĕр шухăшлисене тупнă-ха, анчах вĕсем — тутарсем. Çак артистсем тутар музыкине çĕнĕ варкăш кĕртнĕ, этноджаз стилĕпе проектсем йĕркеленĕ. Вĕсен хăйсен аудитори, юрăçсене кăмăлласа йышăнаççĕ.
Музыкăна таврăннă хыççăн Вера вокалпа ĕçлемешкĕн педагог патне çÿренĕ. Сулмаклă утăмсем тума ăна «Хусан чăвашĕсем» ушкăн солисчĕ Алексей Наумов композитор та чылай пулăшнă. Верăн репертуарĕнче хальлĕхе 6 юрă. Виççĕшĕ — эстрада юррисем. Çамрăкăн пĕрремĕш ĕçне, «Савнă тусăм» юрра, Чăвашра хапăлласа йышăннă. Аранжировки хăйне евĕррине чылайăшĕ палăртнă. Ахальтен мар ку: кĕвĕпе Мускавра Григорий Лепс юрăçăн студийĕнче ăсталăхне туптанă специалист ĕçленĕ. Верăн юррисем Наци радиовĕнчи хит-парадсенче çур çул малти вырăнсенче пулнă.
Критика хăратмасть
«Эпĕ юрă нумай итлетĕп. Ытти халăх мусăкçисем пултарулăхне çĕнĕлĕхсем кĕртнине сăнасах тăра-тăп. Чăвашсен хăйне евĕр илемлĕ кĕвĕ. Хăш-пĕр халăх юррине эпир пачах пĕлместпĕр. Вĕсене кĕнекесене кĕртнĕ те ахалех выртаççĕ. Вĕсемпе ĕçлемелле, ку пуянлăха халăх çине кăлармалла», — терĕ мал ĕмĕтлĕ юрăç. Çĕнĕ стильпе ĕçлес умĕн вăл е ку юрра мĕнле улăштармаллине тÿрех палăртнă, 3 композици хатĕрленĕ. Малалла вулас...
Ирина КОШКИНА.
Вера КОЖЕМАНОВА
архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.