Комментари хушас

5 Авăн, 2018

Самолетпа — Крыма

Ирхине 2 сехет. Тĕттĕм. Шупашкарти аэропорт умĕнчи автомобиль йышне умĕнче ÿсекен йывăç çулçисен шучĕпе танлаштарма пулать. Нумайăшĕ тутлă ыйхă ытамĕнче, ăшă утиял айĕнче хуп турттарнă вăхăтра Чăваш кадет корпусĕнче 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем самолетпа вĕçме хатĕрленчĕç.

Вĕсем «Лучистый» лагере çул тытĕç. Ачасем офицер-воспитательпе тата класс ертÿçипе каяççĕ. Кадетсем сахал çывăрнă — вăтамран 2-3 сехет çеç. Çула тухас умĕнхи шухăш хăшĕ-пĕрне куç хупма та май паман. Ашшĕ-амăшĕ пушшех те çывăрайман, тĕпренчĕкĕсем валли çула тухма япала хатĕрленĕ. 199 ачаран пĕрисем сак çинче çывăх çынни çине пуç хунă та тĕлĕреççĕ, теприсем лагере кайма ятарласа вĕреннĕ девиза çине-çине кăшкăраççĕ, виççĕмĕшсем кофе ĕçеççĕ.

Алина Павлова ывăлне, 6-мĕш «а» класра вĕренекен Ильяна, ăсатма килнĕ. «Ачана пуçласа хамăр çумран яратпăр. Хăрушă. Лайăхпа кайса килчĕр çеç», — хумханса калаçрĕ Алина Леонидовна.

Шупашкар районĕнчи Ишлей салинче пурăнакан Алиса Романова мăшăрĕпе пĕрле ывăлне ăсатма çитнĕ. «Ваня — пиллĕкмĕш ача. Нумай ачаллă пулнăран пирĕн тĕпренчĕксем лагерьсене тăтăш кайма тивĕçнĕ. Çавăнпа эпир 2-3 эрне хамăр çумра çуккине те хăнăхнă ĕнтĕ. Тăвансем хушшинче çар çынни сахал мар пулнă. Çавăнпа Ваньăна та сĕнсе пăхас терĕмĕр», — пĕлтерчĕ Алиса Ивановна.

Иван РОМАНОВ:

Питĕ савăк кăмăлпа каятăп. Вĕренме кĕнĕшĕн те питĕ хĕпĕртетĕп. Атте-анне Кадет корпусĕ çинчен сăмах хускатсассăн тÿрех килĕшрĕм. Эпĕ 6-7 сехет çывăрса та ĕлкĕрнĕ аэропорта киличчен.

Артур ИЗОТОВ:

 Эпĕ 5-мĕш «а» класра вĕренетĕп. Çар программисчĕ тата Президент пулăшаканĕ пулма ĕмĕтленетĕп. Малтан 38-мĕш шкулта ăс пухнă. Ку таранччен кукамай патĕнче Одессăра пулса курнă. Паян вара мана асаттепе асанне ăсатма килчĕç. Тĕрĕссипе каласан, питĕ хумханатăп.

Иван АЛЕКСЕЕВ:

Кадет пулма анне хистерĕ. Малтанласа йывăррине ăнланатăп. Манăн генерал пулас килет. Эпĕ унччен 55-мĕш шкулта ăс пухнă. Халь ĕнтĕ Кадет корпусĕнче 5-мĕш «б» класра вĕренетĕп. Эх, çĕрле тăрас килместчĕ, нумайрах çывăрма кăмăл пурччĕ. Халь вăранса çитрĕм, хама питĕ аван туятăп. Самолетпа вĕçме те хăрушă мар.

Станислав КРАСНОВ:

7-мĕш «а» класра вĕренетĕп. Виççĕмĕш çул кадет ĕнтĕ эпĕ. Çĕнĕ корпуса куçма кăçал ОБЖпа, математикăпа, вырăс чĕлхипе экзамен тытрăмăр. Унччен çырса хуравланă пулсан, халь экзаменсем сăмах вĕççĕн иртрĕç.

Егор ДАНИЛОВ:

Çывăрас килет! (Карăнса илчĕ. - Авт.). Эпĕ пĕрремĕш хут çула тухатăп, анчах шикленÿ туйăмĕ çукпа пĕрех. Атте-аннесĕр мĕнле пурăнмалла-ши? Тепĕр енчен пăхсан, мĕн кулянмалли? Класри 26 ача та хам пекех. Эппин пăшăрханма сăлтавĕ те çук. Пĕччен каймастăп-çке.

Анна КИРЕЕВА:

Пĕлтĕртенпе — кадетсен йышĕнче. Кăçал çĕнĕ корпуса кĕтĕм. Кунта çав тери аван ăс параççĕ. Марш утма килĕшет. Эпĕ паянччен самолетпа Турцие вĕçсе курнă тата Чулхулара Çĕнĕ çул умĕн пулнă. Класпа унти Кадет корпусне çĕр каçмаллах кайнăччĕ.

Виктория СЕМЕНОВА:

Эпĕ Тăвай районĕни Чутей салинче пурăнатăп. Кадет корпусне кăçал 6-мĕш класа вĕренме кĕтĕм. Малтан Чутей шкулĕнче ăс пухаттăмччĕ. Кунта кĕме хĕреснатте сĕнчĕ. «Мĕншĕн каяс мар?» — шухăшларăм эпĕ. Класри ачасемпе туслашма та ĕлкĕртĕм. Самолетпа пĕрремĕш хут вĕçетĕп. Анчах та атте-анне ялтан килеймерĕ, хулари тăвансем ăсатаççĕ.

Класс ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх, ачасем лагерьте каннисĕр пуçне кунне 4 урок вĕренĕç. Анчах та веçех çар темипе çыхăнĕ.

Аэропортра регистраци 2 сехетрен пуçласа 4-ччен пычĕ. 5-ре самолет тÿпенелле çĕкленчĕ. Çапла шăпăрлансен вĕренĕвĕ вĕçеврен пуçланчĕ.

 

Рубрика: 
Теги: