Комментари хушас

4 Авăн, 2018

Кинотеатрсенче чăваш фильмĕсене кăтартмаççĕ

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, маларах та ялти пĕчĕк клубсенче пысăк экран çинче кино кăтартатчĕç. Фильм пăхма халăх йышлă пухăнатчĕ. Уйрăмах Инди фильмĕсене юрататтăмăр. Совет Союзĕ саланнă хыççăн ялсенче фильмсем кăтартма пăрахрĕç, районсенчи кинотеатрсем те хупăнчĕç. Икĕ çул каялла республикăра ырă çак йăлана тавăрчĕç-ха, çапах çивĕч ыйту çук мар.

ЧР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх — 2016-2018 çулсенче Чăваш Енри тĕрлĕ район- хулара 14 кинозал уçнă. Вĕсем вырăнти культура çурчĕсенче вырнаçнă. Улатăрта — ятарлă кинотеатрта. Кино фончĕ пулăшнипе кинозалсене хальхи йышши хатĕрсемпе /цифра проекторĕ, киноэкран, сасă-çутă оборудованийĕ/ тата сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Вĕсене хута ямашкăн федераци бюджетĕнчен 5 миллион тенкĕ уйăрнă. Районта пурăнакансем Шупашкара каймасăрах тĕрлĕ жанрлă 2D тата 3D фильмсем пăхма пултараççĕ.
Кунашкал пĕрремĕш кинозала 2016 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çĕмĕрлере уçнă. «Восход» культура çуртĕнче вырнаçнăскер республикăри чи лайăх ĕçлекен кинозал йышне кĕнĕ. Сăмахран, 2018 çулăн пĕрремĕш çурринче кинозала 12500 ытла çын пынă. Тупăш илес енĕпе те вăл чи малти. Çĕмĕрлери кинозалăн тĕп менеджерĕ Алина Малова каланă тăрăх — пĕр кунра вăтамран 200 яхăн куракан пырать.
— Çуллахи вăхăтра сахалрах — 50-100 çын. Хĕлле уйрăмах нумай. Сăмахран, кăçалхи кăрлач уйăхĕнче кинозала 3733 çын килсе курнă, утă уйăхĕнче — 1743. Ахаль кунсенче 4-5 сеанс иртет, канмалли кунсенче — 6-7 сеанс. Ачасемпе аслă ÿсĕмрисем чылаййăн çÿреççĕ. Шел те, ĕçлекен çамрăксем кинозала васкамаççĕ. Хушăран кăна килеççĕ. Организаци-предприятие илес пулсан, банк ĕçченĕсем хастар. Куракансем «ужастиксене», историллĕ фильмсене кăмăллаççĕ. Хамăр çĕршывра ÿкернисене юратаççĕ, — терĕ вăл. Çĕмĕрле хулинче халăх нумаййине палăртмалла. Çĕмĕрле районĕнче пурăнакансем те «Восход» кинозала çÿреççĕ.
Комсомольски районĕнчи Урмаелте çĕнĕ кинозал пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче хута кайнă. Ильсеяр Зиатдинова администратор пĕлтернĕ тăрăх — мультфильм курма нумаййăн килеççĕ, аслисем блокбастерсемпе камитсем пăхаççĕ. «Кăрлач уйăхĕнче çын йышлă пулчĕ. Пирĕн пата район центрĕнче тата кÿршĕ ялсенче пурăнакансем çÿреççĕ», — каласа кăтартрĕ администратор. Вăл та çулла çынсене кинозала илĕртме йывăррине палăртрĕ.
Хĕрлĕ Чутайри кинозала уçнăранпа пĕр уйăх кăна иртнĕ. Çĕнĕ пукансен шăрши те сĕвĕрĕлсе пĕтмен-ха залран. «Катюша» ят панă ăна. Районти культура çурчĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анастасия Картмасова каланă тăрăх — клуба 1992 çулта тунă.
— Кăçал пирĕн культура вучахĕ самай хăтлăланчĕ. Халь кунта ăшă та таса, çутă. Тепĕр çул клуба тĕпрен юсама палăртатпăр, — терĕ вăл. Кинозалра пĕр кунра хальлĕхе 3 сеанс /13.00, 17.00, 19.00 сехетсенче/ иртет. Ытларах çам-рăксем çÿреççĕ. Кăнтăрла 24 çын килет, каçхине ытларах. Шăматкун клубра дискотека пулнă май çын тата йышланать — 50 яхăн. Нумаях пулмасть мультфильмсем кăтартма пуçланă. Кинозалра Михаил Капралов методист тăрăшать. Куракансене илĕртмешкĕн вăл çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шкулсемпе ача сачĕсене çитсе килес тĕллевлĕ.
Кинозал ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас шухăшпа Çĕрпÿ хулине çитсе килтĕмĕр. Клуб ĕçченĕсем çу уйăхĕсене «вилĕм сезонĕ» теççĕ. Чăн та, залра ун чухне пĕр çын та çукчĕ.
— Хальхи вăхăтра кашни килте кăна мар, кашни пÿлĕмре телевизор пур, çавăнпа куракана илĕртме çăмăл мар. Кинозал уçăлсанах халăх йышлăччĕ. Тупăшĕ те пысăкчĕ. Кайран сахалланчĕ, — терĕ культура çурчĕн директорĕ Юрий Тимофеев.
Инноваципе методика пайĕн пуçлăхĕ Екатерина Качалкина каланă тăрăх — кино курма килекен нумаях мар.
— Ĕнер, калăпăр, 20 çын килнĕ. Пĕр кунра 6-7 сеанс пырать. Кашни кун тĕрлĕрен: 5 çын та, 105 çын та килме пултарать /залра 350 çын вырнаçаять. — Авт./ Залра 2 çын ларать пулин те киносеанс пырать, — терĕ вăл. — Пĕрремĕш се-анс ирхи 9.45 е 10.00 сехетре пуçланать, юлашки — 22.00 сехетре. Расписание пĕр эрнелĕхе тăватпăр. Ытларах каçхине çÿреççĕ. Çулла сиплев лагерĕсенче канакансем килчĕç, ача сачĕсемпе шкул ачисем çÿреççĕ. Социаллă учрежденисемпе çыхăну йĕркеленĕ. Тĕрлĕ акци ирттеретпĕр, ун чухне хаксем йÿнĕрех. Çанталăк сивĕтме пуçласан кинотеатра килме тытăнаççех. Ăшă кунсенче çынсем пушă вăхăта урамра ирттереççĕ.
Çĕрпÿри кинотеатрта пĕрремĕш фильма 2016 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче кăтартнă. Пĕр залрах фильмсем те пăхаççĕ, уявсем те иртеççĕ. Мероприяти вăхăтĕнче кинозал ĕçлемест. «Асам» кинозалти штатра — тăватă çын /2 киномеханик, 2 кассир/. Сергей Иванов культура çуртĕнче 2 çул вăй хурать, Андрей Ксенофонтов — 10 çула яхăн. Вăл — çутăпа тивĕçтерекен оператор, çав вăхăтрах кинозалра та тăрăшать. Çĕмĕрлери кинозалта вара 8 çын ĕçлет: администраторсем, кассирсем, менеджерсем. Малалла вулас...

Андрей МИХАЙЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.