Комментари хушас

4 Авăн, 2018

«Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕнче хăнара — наци радиовĕ

Паян «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕнче Чăваш Ен наци радиовĕнче ăсталăха туптакан И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенткисем Эльвирăпа Диана Ивановăсем пулчĕç. Мĕн тĕллевпе? Редакци ĕçченĕсем радиоитлекенсене хăйсем ирттерекен ыр кăмăллăх акцийĕсем, ырă ĕçсем пирки каласа кăтартĕç.

Редакцин пухмачĕнче — «Япаласем ахалех паратпăр», «Кĕнеке — ачасене», «Шкул сумкине тултаратпăр» акцисем, вăл малашне те пуянланса пырĕ. Тата мĕнле ырă ĕçсем пурнăçлама палăртнă журналистсем? Мĕн хистет вĕсене йывăр лару-тăрурисене пулăшма? Авăнăн 7-мĕшĕнче 11 сехет те 20 минутра наци радиовне итлеме ан манăр. Рената Волкова ертсе пыракан «Ырăлăх çăлкуçĕ» кăларăмăн эфирĕнче пирĕн корреспондентсем пулĕç.