Комментари хушас

31 Çурла, 2018

«Вулавăша тата чиркĕве пурте çÿреме пултараççĕ»

Пирĕн пата килсен çынсем улшăнаççĕ. Юлташĕсемпе чухне вĕсем кăштах курнăçланаççĕ пулсан библиотекăри лăпкăлăхпа хăтлăх вĕсене хăйсен вырăнне тавăрать. Вулавăш — чун валли, çавăнпа вăл кирлех», — тет Чăваш наци библиотекин директорĕ Светлана Старикова. Светлана Михайловна хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, ăна юратса пурнăçлакан çын. Вăл пуçарнипе Чăваш Республикин тĕп вулавăшĕ аталансах, çĕнелсех пырать, кунта пысăк пĕлтерĕшлĕ вун-вун проект пурнăçланать.

ПИРĔН СПРАВКА

Светлана Старикова Канаш районĕнчи Анаткас Кипеч ялĕнче 1955 çулта çуралнă. Хусан патшалăх университетĕнче «Техника литературин библиотекарĕ-библиографĕ» специальноçа алла илнĕ. Шупашкарти тĕрлĕ вулавăшра вăй хунă. Тĕп хулари Трактор тăвакансен заводĕнче нумай ĕçленĕ. 1997 çултанпа — Чăваш наци библиотекинче. 2002 çулхи чÿк уйăхĕнчен — асăннă вулавăш директорĕ. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

«Нумай пĕлмеллине ăнлантăм»

— Светлана Михайловна, пирĕн калаç у ирĕклĕ пултăр. Çавăнпа хăвăрпа паллаштарăр-ха кăштах.

— Эсир мана каçарăр тархасшăн: чăвашла хитрех калаçаймастăп та пулĕ. Эпĕ тăваттăра чухне аттепе анне Канаш районĕнчен Шупашкара куçса килнĕ. Эпĕ тĕп хулари 4-мĕш шкула çÿренĕ. Чăвашла нихăçан та вĕренмен, çырман та, вуламан та. Аттепе анне чăваш театрне çÿреме юрататчĕç, пире те пĕрле илсе каятчĕç. Çавă çеç. Чăвашла калаçнине йăлтах ăнланатăп, анчах хамăн шухăша калаймастăп, мĕншĕн тесен тăван чĕлхепе пуплемен. Радиопа чăвашла спектакльсем итлеме ача чухнех юрататтăм-ха. Родионов сассине питĕ кăмăллаттăм. Библиотекăра ĕçлеме пуçласан тăван чĕлхепе кăштах калаçма пуçларăм.

— Мĕншĕн шăпах библиотекарь ĕçне суйларăр?

— «Ас тăватăн-и: санăн килти библиотека пурччĕ. Эсĕ пире кĕнекесем параттăн», — терĕç мана пĕррехинче пускилсем вулавăшра ĕçлеме тытăнсан. Ачасем ман пата кĕнеке патне юнашар урамсенчен те килетчĕç. Çав кĕнекесем çине эпĕ номерсем те лартнăччĕ. Каярахпа пире кÿршĕсем питĕ нумай роман-хаçат панăччĕ. Вара ман пата çитĕннĕ çынсем те çÿреме пуçларĕç. Шкул пĕтерсен хĕр тусăм 4-мĕш шкула пионер вожатăя вырнаçрĕ. Пĕррехинче ун патне кĕнĕччĕ. «Пирĕн библиотекарь пăрахса кайнă, атя ĕçе вырнаç», — терĕ директор. Çапла вулавăшра ĕçлеме тытăнтăм. Çав вăхăтрах Чулхулари ют чĕлхесен факультетне куçăн мар мелпе вĕренме кĕтĕм. Шăпах çавăн чухне библиотекăра ĕçлеме çав тери нумай пĕлмеллине ăнланса илтĕм. Чулхулара 1-мĕш курс пĕтернĕ хыççăн Хусан университечĕн проректорĕ патне кайрăм, унта вĕренме куçма кăмăл пуррине пĕлтертĕм. «Эпир Чăваш Енрен килнĕ студентсене юрататпăр. Яваплă вĕсем», — тесе савăнтарчĕ вăл. Вара мана Хусана куçарчĕç. Вăл вăхăтра эпĕ тĕп наукăпа техника библиотекине вырнаçнăччĕ. Республикăри пур предприятипе те ĕçлеттĕмĕр. Вĕсене тухса çÿреттĕмĕр, специалистсемпе курнăçаттăмăр. Çакă мана нумай пулăшрĕ. Çапла, ăнсăртран темелле, библиотекарьсен йышне кĕтĕм. Ахăртнех, ку манăн шăпа. Ăраскалăм килĕштернĕ ĕç патне илсе çитернĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне анне апат çиме укçа паратчĕ. Кашни кунах киле таврăннă чухне кĕнеке лавккине кĕреттĕм, кĕнекесем туянаттăм. Паянхи пекех астăватăп: «Чук и Гек» ятлă кĕнеке илнĕччĕ. Пысăкчĕ вăл, хытă хуплашкаллăччĕ, иллюстраци нумайччĕ. Каярахпа чаплă кĕнекесем туянас тесе черет те тăнăччĕ… Юратнă ĕçре 44 çул иртнине, чăн та, сисмерĕм.

 Ĕçпе кил хушшинче чикĕ çук

Апла пулсан библиотекаре кайнăшăн ÿкĕнместĕр.

— Çук, пĕрре те кулянмастăп. Питĕ лайăх професси. Тĕрĕссипе, професси те мар, ку — манăн пурнăç. Çавăнпа ăна чунпа пурнăçлатăн, упрассишĕн çунатăн. Чи хаклă вăхăта ĕçе халалламаллине ăнланатăн. Мĕншĕн тесен ку интереслĕ, пултарулăхпа çыхăннă ĕç. Ĕç кунĕ вĕçленсен те кун тин кăна пуçланнă пек туйăнать. Ĕçпе кил  хушшинче нимĕнле чикĕ те çук, йăлтах пĕр пурнăç. Проектсене пĕрле тума палăртнă çынсем пирки шухăшлатăн. Пирĕн професси питĕ талантлă çынсемпе курнăçтарать, паллаштарать. Вĕсем аталанма пулăшаççĕ. Çавăнпа эпĕ хама урăх профессире курмастăп та.

Трактор завочĕн вулавăшĕнче эсир 15 çул вăй хунă. Унта ĕçленĕ тапхăр мĕн панă сире?

— Çав çулсене ырăпа аса илетĕп. Эпĕ техника библиотекинче ĕçленĕ. «Ай-яй, унта ĕçлеме питĕ йывăр. Директорĕ те шутсăр çирĕп ыйтать», — хăратнăччĕ мана унта кайиччен. «Йывăр пулсан сĕре интереслĕ. Директор çирĕп ыйтни лайăх, аталанма пулăшать», — шухăшларăм эпĕ. Хăрамасăрах кайрăм. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.