Комментари хушас

7 Раштав, 2013

Федераци Канашĕ республика аталанăвне тĕревлет

РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕнче юпа уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Республикин кунĕсем иртнĕ май çĕр-шыв парламенчĕн çÿлти палати Чăваш Ене пырса тивекен тивĕçлĕ йышăну кăларасси пирки эпир пĕлтернĕччĕ. Парламентарисем вăрах кĕттермерĕç, чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Федераци Канашĕн председателĕ Валентина Матвиенко «Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне патшалăх енчен пулăшасси çинчен» йышăнăва алă пуснă.

Документра Республика кунĕсенче регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкерни çинчен каланă май Чăваш Ен Раççейĕн кал-кал аталанакан субъекчĕ пулнине палăртнă. Республика экономикинче промышленноç комплексĕ тĕп вырăнта, регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн 1/3 яхăн пайне йышăнать. Машиностроени комплексĕн предприятийĕсем производство хăвачĕсене ÿстерсе пыраççĕ. Агропромышленноç комплексĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Электротехника оборудованийĕ кăларакан предприятисен тÿпи курăмлă. Республика инноваци экономикине аталантарас, агропромышленноç комплексĕн тухăçлăхне ÿстерес енĕпе çине тăрса ĕçлет.

Çав вăхăтрах ФК йышăнăвĕнче Чăваш Ен аталанăвне хăват пама чăрмантаракан самантсене те палăртнă. Хальхи вăхăтра çĕр-шывра иккĕмĕшле электротехника оборудованине комплекслă майпа тĕрĕслесе пăхмалли сăнавпа сертификаци центрĕ çук. Ял хуçалăх производствинче татса паман ыйту нумай. Вĕсем Раççей ВТОна кĕнĕ май ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене, çав шутра сысна ашĕ туса илекенсене патшалăх енчен хушма пулăшу кирлипе çыхăннă. Ялăн социаллă илĕртÿлĕхне çĕклес енĕпе васкавлă мерăсем кирлĕ. Чи малтанах автомобиль çулĕсем тумалла, çакă ялсен территорийĕсен пурăнçĕпе ĕç-хĕлне паянхи шайра тытса тăма май парĕ. Паянхи кунчченех ачасен хушма вĕрентĕвне пурнăçламалли полномочисене укçа-тенкĕпе тивĕçтерес ыйтусене туллин татса паман.

Çак самантсене шута илсе Федераци Канашĕ Патшалăх Думине çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмешкĕн хуçалăх субъекчĕсене экономика енчен хавхалантармалли, тавралăха сыхламалли нормăсене лайăхлатмалли уйрăм саккун акчĕсене улшăнусем кĕртмешкĕн сĕнме йышăннă.

РФ Правительстви ячĕпе хатĕрленĕ сĕнÿсен списокĕ вара чылай вăрăмрах. Сенаторсен шухăшĕпе, Министрсен Кабинечĕн хуçалăх субъекчĕсене ресурссене перекетлекен технологисемпе оборудование ĕçе кĕртме, производство каяшĕсемпе тепĕр хут усă курма хавхалантармалла, сысна, кайăк-кĕшĕк ашĕ, çăмарта туса илекен хуçалăхсен тăкакĕсене саплаштарма федераци бюджетĕнчен паракан субсидисене упраса хăвармалла. Хамăр çĕр-шывра туса кăларакан продукципе анлăрах усă курмалли мерăсем палăртмалла, çакă Раççейĕн энергетика хăрушсăрлăхне çирĕплетме пулăшĕ. Чăваш Республикин территорийĕнче биотехнологи продукцийĕ туса кăлармалли пилот проекчĕсем хатĕрлес, инжиниринг центрĕсем уçас ыйтусене тишкерме сĕннĕ. Шупашкарта иккĕмĕшле электротехника оборудованине тĕрĕслесе пăхмалли сертификаци центрĕ уçас ыйтăва тишкересси пирки те манман.

Республика кунĕсенче çĕкленĕ чылай ыйту Чăваш Ене кăна мар, Раççейĕн нумай регионне пырса тивет. Çавна май йышăнури сĕнÿсем те - çĕр-шыв шайĕллĕскерсем: ял хуçалăх, трактор тата транспорт машиностроенийĕн производствисене çĕнĕ технологисемпе тивĕçтермешкĕн патшалăх енчен пулăшмалли механизмсене лайăхлатмалла. Çак тĕллевпе РФ субъекчĕсене федераци бюджетĕнчен субсидисем памалла: пысăк технологиллĕ производствăсемпе çыхăннă инвестици проекчĕсене пурнăçлама илнĕ кредитсен проценчĕсене тÿлеме, çул-йĕр строительствин тата коммуналлă хуçалăх техникин производствипе çыхăннă тăкаксене саплаштарма. Çавăн пекех Чăваш Республикинче тĕш тырра тĕплĕ тирпейлекен комплексăн пилот проектне пурнăçламалли майсене тишкерме сĕннĕ. Уйрăм йĕркепе палăртнă тепĕр объект та пур: «Шупашкар хулинче планетари тумалли майсене пăхса тухас».

Документра Федераци Канашĕн комитечĕсене 2019 çулта Шупашкара никĕсленĕренпе 550, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленмелли мероприятисене пурнăçлама хастар хутшăнмалли пирки асăрхаттарнă. Çÿлти палатăн Вĕрентÿ, Регион политики, Бюджет енĕпе ĕçлекен комитечĕсен РФ Президенчĕн пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Вĕрентÿпе наука енĕпе патшалăх политикине пурнăçламалли мерăсем çинчен» кăларнă 599-мĕш указне мĕнле пурнăçланине тĕпчеме сĕннĕ, чи малтанах ачасен хушма вĕрентĕвĕн сферинче полномочисене влаçăн тĕрлĕ сыпăкĕ хушшинче мĕнле чикĕленине тишкермелле.

Çак йышăну мĕнле пурнăçланнине Федераци Канашĕ çитес çулхи кĕркуннехи сессире пхса тухĕ.

 

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.