Комментари хушас

23 Çурла, 2018

Шкулта шахмат урокĕ кирлĕ-и?

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн акт залĕнче «Шахматсем» тавлашу лаптăкĕ ĕçлерĕ. 50-а ытла вĕрентекен пухăнчĕ мероприятие. Малтанах шахмата вĕрентекен чи лайăх пĕлÿ çурчĕсене саламларĕç. Вĕсен шутне Шупашкарти 37-мĕш тата 7-мĕш, Етĕрнери 3-мĕш, Пăрачкав шкулĕсем кĕреççĕ.
Кайран «Шкулти шахматсем» проекта малалла аталантарассине сÿтсе яврĕç. «Шахмат ăсталăхне физкультура урокĕнче вĕрентмелле, вĕренÿ планне ятарлă сехет кĕртмелле е ачасене кружок шайĕнче çеç аталантармалла? Юлашки тĕслĕх çеç пулсан пур ача та выляма вĕренеймест-çке», — кăсăкланчĕ проект кураторĕ Вера Гришина. Тĕрлĕ шухăш палăртакан пулчĕ. Анчах та çак ыйтăва тĕплĕн татса парас тесен министерствăсемпе çыхăну тытмалла. Чăваш Енри шахмат федерацийĕн председательне Михаил Мельника та çак ыйту пăшăрхантарать. Федераци Республикăра шахмат ăмăртăвĕсене тăтăш ирттерет. Раççей шайне тухса çÿреме вара укçа-тенкĕ ытларах кирлĕ. «Хальлĕхе республикăри 31 шкула Барскин «Шахмат шкулĕ» вĕрентÿпе методика комплексĕпе тата хатĕр-хĕтĕрĕпе тивĕçтернĕ. 30-а яхăн вĕрентекен пĕлÿ шайне ÿстернĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шахмат олимпиадине пуçласа ирттернĕ. 22 шкул конкурса хутшăннă», — пĕтĕмлетрĕ Вера Рудольфовна. Çĕнтерÿçĕ шкулсенчен килсе çитнĕ шахмат вĕрентекенĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Акă Етĕрнери 3-мĕш шкулта ачасен шахмат ăсталăхне кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Вера Рыжакова туптать. Пăрачкав шкулĕнче физкультура учителĕ Ольга Огонькина вĕрентет. Вера Гришина хăй вара 37-мĕш шкул шăпăрланĕсем патне шахмат вăййине хăнăхтарма çÿрет.
Мероприятие «Шахматный всеобуч России» конкурс çĕнтерÿçи Владимир Сучков шахматист та килнĕ. Вăл — «Шахмат азбуки» кĕнеке авторĕ. «Эпĕ чи лайăх спортсменсем валли çулла лагерь йĕркелетĕп. Унта — 16 вырăн. Кăçал 17 ачана йышăнтăм. Занятисем усăсăр иртмеççĕ. Ачасем лайăхрах выляма пуçлани куç кĕрет. Лагерь 10 сехетрен пуçласа 14:00-ччен ĕçлет. Занятисемĕр пуçне тĕрлĕ ăсталăх класĕ те пулать», — пĕлтерчĕ Владимир Анатольевич.
Тавлашу лаптăкĕнче Раççей шахмат федерацийĕн Сăнав советĕнче вăй хуракан Игорь Бурштейн та пулчĕ. Мероприяти вĕçĕнче олимпиада-конкурса ачасене ытларах хутшăнтарма, шкулсенчи шахмат лару-тăрăвне пуçлăхсемпе сÿтсе явма, укçа-тенкĕ ыйтăвне татса пама йывăртарах пулсан та мелне шырама калаçса татăлчĕç.
 

Рубрика: 
Теги: