Комментари хушас

Шкул ачисем каникул вăхăтĕнче урамра йытă хăваламанни мĕн тери паха. Тĕпренчĕкĕсем хуçалăхра пулăшни ашшĕ-амăшне савăнтарать. Колхоз уйĕнче е фермер хуçалăхĕнче укçа ĕçлесе илсен вара ачасем хăйсем те çав тери хĕпĕртеççĕ. Пуçтарнă нухратпа пĕри телефон туянма тĕллев лартнă, тепри шкула кайма тумтир илесшĕн.
Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси ялĕн йĕтемĕ çинче ĕç кĕрлет. Сăмсана хиртен тин вырса кĕртнĕ тырă шăрши кăтăклать. Эпир çитнĕ вăхăтра ялти ĕçчен халăх кăнтăрлахи апат хыççăн канма ларнăччĕ. Маттур яш-кĕрĕмпе паллашма вĕсем патне кану пÿлĕмне иртрĕм.
Слава Иванов 9-мĕш класс пĕтерсен Шупашкарти строительство техникумне çул тытнă. Алла часрах специальноç илес килни илĕртнĕ ăна. 1-мĕш курс хыçа хăварнă каччă кашни çулла йĕтем çине ĕçлеме васкать. «Хамăр вăй хурса тунă укçан хакĕ пысăк пек туйăнать. Атте-аннен ĕçне ытларах хисеплеме хăнăхатăн», — терĕ Слава.
Валерăпа Дима Крыловсем — пиччĕшĕпе шăллĕ. Нумай ачаллă çемьере çитĕнекенсем ĕçпе пĕчĕкренех пиçĕхнĕ. Йĕтем çине пĕрремĕш тырă кĕрессине тахçанах кĕтнĕ маттурсем. Мĕншĕн тесен каччăсем ĕçсĕр ларма хăнăхман. Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумне кĕçех 3-мĕш курса çул тытакан Дима пĕлтĕр çуллахи каникулта «Звездный» ача-пăча кану лагерĕнче вăй хунă. Шăллĕ Валера та унăн çулне суйланă. Экзаменсене ăнăçлă тытнă. Кăçал Валера та асăннă вĕренÿ заведенийĕн 1-мĕш курс студенчĕ пулса тăнă. Вĕсен пиччĕшĕ çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлать. Димăпа Валера аслипе мăнаçланаççĕ, вĕсем те салтак атти тăхăнма ĕмĕтленеççĕ.
Рома Гурьев шкулта вĕреннĕ чухне физика предметне кăмăлланă. Çавăнпах вăл малашлăхне палăртса хунă — электрик пулма тĕллев лартнă. Çĕрпÿри техникум уншăн та алăкне уçнă. Спортпа туслăскер волейболпа футбола кăмăллать. «Пĕлтĕр йĕтем çинче ĕçлесе илнĕ укçапа телефон туянтăм. Кăçал тата хавхаланса тухатăп йĕтем çине. Часах алла ручка тытăпăр. Çавăнпа студентшăн кашни пус хаклă. Тĕрĕссипе, эпир ĕçсĕр ларма хăнăхман», — юлташĕсем çине пăхса калаçрĕ Рома.
Артем Николаева та электрик пулас килни Çĕрпÿ хулине илсе çитернĕ. Тата вăл ялтан аякра маррине палăртрĕ каччă. Кашни кун киле çÿреме те аван. «Ĕçлеме йывăр мар. Юлташсем пурри тата хавхалантарать», — именсе калаçрĕ çамрăк. Ял ачисен вăтанчăклăх çухалман-ха иккен. Малалла вулас...
 

Елена ЛУКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.