Комментари хушас

16 Çурла, 2018

Шоура - вегетариансен каçĕ

Шупашкарти 22 çулти Александр Андреевпа çак кунсенче пĕтĕм çĕршыв паллашма пултарчĕ. Ăна «Пятница» телеканалпа кăтартрĕç! Тĕрлĕ мероприяти ертсе пыраканскер «Патимейкер» шоуна хутшăннă. Телепрограммăн 1-мĕш кăларăмĕ çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче эфира тухнă.
Каччă телепроекта ăнсăртран лекнĕ темелле. Пĕр кунхине ун патне асăннă телеканалăн кастинг-директорĕ çыру вĕçтернĕ те хăйне шоура кăтартма сĕннĕ. Телей кайăкĕ Сашăн аллине хăех вĕçсе килни мар-и ку? Онлайн мелпе иртекен тĕрĕслев витĕр яш ăнăçлă тухнă. «Патимейкеры» шоун тĕп шухăшĕ — пĕр-пĕрне палламан çынсем пĕрле хаваслă каннинче. Мероприяти лайăх иртессишĕн вара патимейкер яваплă. Программăна хутшăнакан 4 çамрăк чи хаваслă, интереслĕ уяв йĕркелекен, урăхла каласан, «Чи чăнкă патимейкер», ята çĕнсе илессишĕн тăрăшнă. Саша вегетарианец пулнăран мероприятие çак стильпе йĕркеленĕ. Хăнасене Мускаври пĕр кафере пухнă. 4 çамрăкран Сашăн хăй мĕн пултарнине пĕрремĕш кăтартма тивнĕ. Хăнасем уяв каçне кăна мар, хуçине те паллă лартса хакланă. Саша уява пĕрремĕш хут хăй тĕллĕн ирттернĕ. «Ÿкерÿ 10 куна тăсăлчĕ. Çак вăхăтра çителĕклĕ çывăрман, вăхăт хĕсĕк пулнăран çур çĕр иртсен кăна ыйха путаттăмăр. Пĕр кунхине ирхи 4 сехетре çеç çывăрма выртрăмăр!» — каласа кăтартнă Саша. Пачах палламан çынсене уявра хаваслăх парнелеме, кашнин кăмăлне çавăрма пултарма, паллах, çăмăл мар. Пĕрне какайсăр апат килĕшмен, теприне — юрă-кĕвĕ çукки. Опыт пĕчĕкреххи Александра ура хунă ахăртнех, вăл 4-мĕш вырăна тухнă.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.