Комментари хушас

15 Çурла, 2018

Чăваш Ене Казахстанран çитнĕ куç курманнисен ушкăнĕ Парижа çул тытнă

Çурлан 14-мĕшĕнче Шупашкара «BLIND RACE Астана-Париж» веломарафона хутшăнакансен ушкăнĕ килсе çитнĕ. Çак йышра — куç курманнисем. Чăваш Енĕн тĕп хулинче çĕр каçнă хыççăн паян ирпе вĕсем каллех çула тухнă. 

Вĕсем велотандемсемпе çула тухнă. Ушкăна куракан велосипедист — пилот — ертсе пырать. Казахстанри велосипедистсем 2016 çулта пуçласа çул çÿрев йĕркеленĕ: Алматы-Астана маршрутпа çула тухнă,  1200 çухрăм парăнтарнă. Пĕлтĕр икĕ ту урлă Кăркăстанри Иссык-куль кÿлĕ хĕррине кайнă. Кăçал вара Парижа çитесшĕн. Халĕ велочупуçăсем Казахстанран Раççее килнĕ, малалла çулĕ Беларуç, Польша, Германи урлă Францие выртĕ. Хăйсен çул çÿревĕ пирки вĕсем instagram.com сайтра пĕлтерсех тăраççĕ.

 

Теги: