Комментари хушас

15 Çурла, 2018

Халăх вĕрсен хапха уçăлать

Шупашкарта Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче Чăваш Енри фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх потребитель кооперативĕсен 1-мĕш съезчĕ иртрĕ. Унăн ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Пĕчĕк хуçалăхсен те тÿпи пысăк

— Хальхи вăхăтра çĕр ĕçченĕсене аталанма условисем çителĕклех. Сире вăй хума, ĕç тухăçлăхне ÿстерме, тупăш илсе çынсене тивĕçлĕ шалу тÿлеме майсем пур, — палăртрĕ с˜езда уçнă май Михаил Игнатьев.
Республикăри агропромышленноç комплексĕ кирлĕ шайра аталанса пынине те палăртрĕ вăл. Юлашки вăхăтра ял хуçалăх производствин калăпăшĕ ÿссех пырать. 2017 çул тĕлне кăтарту 10,3 процент лайăхланнă. Иртнĕ çул республикăра 698,7 пин тонна тырă пуçтарса кĕртнĕ. Ку 2013 çулхипе танлаштарсан 1,8 хут пысăкрах.
Рынокра ял хуçалăх таварне туса илекен пысăк е пĕчĕк предприятисемшĕн те вырăн пур. Фермер хуçалăхĕсенче те чĕр тавар туса илесси ÿссе пынине палăртмалла.
— Пирĕн тĕллев — сире ĕçлеме йĕркеллĕ, пĕрешкел условисем туса парасси, — терĕ Михаил Игнатьев.
Пуласлăх — çамрăксенче. Агропромышленноç комплексне çамрăк специалистсене явăçтарасси çивĕч тăрать. Ыйтăва татса пама районсенче агроклассем уçаççĕ. Паллах, ĕçпе, пысăк шалупа кăна яш-кĕрĕме ял хуçалăхне илĕртеймĕн. Чи малтан ялта пурăнмашкăн условисене лайăхлатмалла. Юлашки çулсенче унта лару-тăру па-лăрмаллах улшăнма тытăнни сисĕнет: такăр çулсем, çĕнĕ ача сачĕсем, шкулсем, ФАПсем тăваççĕ, культура çурчĕсене çĕнетеççĕ. Малалла çирĕпрех аталанма, çĕнĕ технологие хута кĕртме пĕлÿ, опыт кирлине те палăртрĕ республика Пуçлăхĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăра фермер хуçалăхĕсен, кооперацисен аталанăвĕ, ял çыннисен пурнăç шайĕ пирки чарăнса тăчĕ.
— Республикăра ял хуçалăх продукцине туса илнĕ çĕрте пĕчĕк хуçалăхсен тÿпи 60 процент пулнă май вĕсен социаллă пĕлтерĕшĕ те пысăк: халăха ĕçпе тивĕçтереççĕ, ялти йăла-йĕркене, культурăна упраççĕ, ял территорийĕсене аталантараççĕ, — палăртрĕ Сергей Артамонов.
АПКра фермер хуçалăхĕсем пысăк бизнеспа танлаштарсан хăвăртрах аталанни сисĕнет. Юлашки ултă çулта кăна ял хуçалăх продукцине туса илнĕ çĕрте фермерсен тÿпи 5-рен 10 процента çитнĕ. Хăш-пĕр районта /Вăрнар, Çĕрпÿ, Шупашкар/ пысăк ял хуçалăх организацийĕсем пуррине пăхмасăр фермерсем те вăй илнĕ. Пĕчĕк бизнесра ытларах çĕр улми, сĕт, аш-какай туса илеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, республика ку енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче те малта.
Фермерсем паха продукци туса илме вĕренсе çитрĕç. Анчах тепĕр çивĕч ыйтăва — продукцин хăй хаклăхне чакарассине, тупăшлă сутассине — ниепле татса парайман-ха.

Ячĕ пур та ĕçĕ çук

Паха çимĕç сутăнманни е йÿнĕпе кайни пĕчĕк бизнеса ура хурать. Мĕнле тухмалла йывăрлăхран? Сергей Артамо-нов министр шучĕпе фермерсен кооперативсене пĕрлешмелле. Сăмахран, фермер сĕт сутсан тупăш 7 процентпа танлашать. Енчен халăхран та сĕт пуçтарса тата сивĕтсе сутсан кăтарту 2,4 хут ÿсет /инвестици тăкакĕсене шута илмесĕр/. Чĕр тавара тирпейлеме оборудовани туянма, цех тума грант илме май пур. Потребкооперативсен пурлăх базине аталантарма та патшалăх пулăшăвĕ параççĕ. Тĕпчев кăтартнă тăрăх, Раççейре, çав шутра республикăра та кооперативсен йышĕпе 2012 çулхи кăтартăва çитеймен-ха. Пĕлтĕр Чăваш Енре лару-тăру палăрмаллах улшăннă, харăсах 33 кооператив уçăлнин сăлтавĕ — 2016 çулта РФ Ял хуçалăх министерстви кооперативсем йĕркелессипе икĕ çуллăх план пани /пирĕн регионшăн вăл — 25 предприяти/. Анчах кооператив йĕр-келени ял хуçалăх кооперацийĕ аталаннине пĕлтермест-мĕн.
— Ĕçлемен, хут çинче шутланса тăраканнисем кирлĕ мар, — палăртрĕ Сергей Артамонов. — Пирĕн тĕллев — уçнă коо-перативсене тухăçлă ял хуçалăх производствине явăçтарасси, фермер /хресчен/ тата хушма хуçалăхсене çĕнĕ коо-перативсем йĕркелеме хавхалантарасси.
Чăн та, Чăваш Енре регистрацие тăнă 105 кооперативран 21-шĕ кăна ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет тăратать. Çав шутра йĕркеллĕ ĕçлекеннисем — 9.
Хальхи вăхăтра фермер ĕçне пуçăнма, çемье ферми йĕркелеме патшалăх пулăшăвĕ параççĕ. Ултă çулта республикăри 341 фермерпа 6 кооператив грант илнĕ. Унсăр пуçне фермерсем те ял хуçалăх организацийĕсене паракан патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район администрацийĕсене тухăçлă ĕçлекен фермерсене тупма, грант илме тăратнă документсене конкурса яриччен лайăхрах тĕрĕслеме сĕнчĕ. Унччен укçа тăкакланă проектсене пурнăçа кĕртмен тĕслĕхсем пулнине те аса илтерчĕ вăл.
— Бюджет укçине улталаса илме хăтланакансем те пур-ха. Ку — коррупци сĕмĕ палăрни. Кун пеккисен çулне вăхăтра пÿлмелле, — асăрхаттарчĕ Михаил Игнатьев. Малалла вулас...
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.