Комментари хушас

9 Çурла, 2018

Шахмат! Спорт, наука, искусство е кану?

Эсир Шупашкарта «Дебют» шахмат клубĕ пуррине пĕлнĕ-и? Туллин каласан — Ачасемпе çамрăксен ăс-хакăл вăййисен клубĕ. Ертÿçи — Дмитрий Фадеев.
Дмитрий Валерьяновича шахматпа туслашма ашшĕ пулăшнă. Килте пиччĕшĕпе вылянă вăл. Лешĕ, кĕнеке тăрăх вĕреннĕскер, шăллĕне çĕнтернĕ. Дмитрий вара хăй умне ытларах вĕренме тĕллев лартнă. Ача-пăча пултарулăх керменĕнчи шахмат кружокне çÿреме, ăмăртусене хутшăнма пуçланă. Килте вĕреннипе тренер хăнăхтарни пĕр маррине ăнланнă вăл. Кайран хăй çавăнта шахмат кружокне ертсе пыма пуçланă.

Професси шайĕнче

2016 çулта клуб уçас ĕмĕт çуралнă. Палăртнă тĕллевĕ патне çитейнĕ Дмитрий. Вĕсем халь Владимир Мясниковпа пĕрле «Дебютра» вĕрентеççĕ. Пурĕ 7 ушкăн ĕçлет. Кашнинче 5-7 ача хатĕрленет. «Пĕчĕк ушкăнра тарăн пĕлÿ илме çăмăлрах. Пирĕн тĕллев — ачасен ăс-хакăлне логика вăййисемпе аталантарасси. Клубра хатĕрленнисĕр пуçне ачасем килти ĕç те пурнăçлаççĕ», — пĕлтерчĕ Дмитрий.
Шахмат вăййи çăмăл мар паллах. Ăна вĕренес тесен ĕмĕр те çитмест. Кашнин хăйĕн вăйă мелĕ пур. Тренерсем РФ Спорт министерстви тата Тĕнчери шахмат федерацийĕ çирĕплетнĕ йĕркесемпе хăнăхтараççĕ. «Клуба тĕрлĕрен ача килет. Хăшĕсем пуçласа вĕренеççĕ. Ун пеккисемпе ĕçлеме çăмăлрах. Теприсене килте çывăх çыннисем хăнăхтараççĕ. Тĕслĕхрен, Ферзе темшĕн Королева тесе калаççĕ, Ладьяна Тура теççĕ. Е пачах та çук правило шухăшласа тупаççĕ. «Пуçламăш пĕлÿпе» килнĕ шăпăрлансемпе ĕçлеме йывăртарах. Йăнăш пĕлÿрен сивĕтме çăмăл мар. Çаках ăмăртури çĕнтерÿ çулĕ çинче такăнтарать. Пĕр тренертан теприн патне куçни вара пысăках сиен кÿмест. Эпир професси шайĕнче вĕрентетпĕр-çке», — ăнлантарчĕ Дмитрий Фадеев.

«Кам килет — çавна канфет»

Шашкăпа шахмат хушшинче мĕнле уйрăмлăх пур-ши? Дмитрий каланă тăрăх, шашка вăййинче ытларах шухăшламалла, шахматра вара сисĕм-туйăм кирлĕ. Патшана хăратмалла — мат тумалла. Шахматла çав тери илемлĕ выляма пулать.
Вĕренекенĕсем çине пăхса Дмитрий вăййа 3 тĕсе уйăрать. Пĕрремĕшĕ — спорт. Пуç ывăнсан та малаллах тăрăшмалла. Тĕллев патне талпăнмалла. Канас тесен вара 10-12 сехет çителĕклĕ. Иккĕмĕшĕ — наука. Вăййа лайăх ăнланакансем валли ку. Анчах та «ăсчахсем» ăмăртусенче хăйсене кăтартаймаççĕ. Юлашки вара — искусство. Шахмат композиторĕ пирки сăмах пырать. Вăл питĕ лайăх задачăсем шухăшласа тупать, анчах та япăхрах вылять. Шахматра çаксенчен кашни пурри паха.
Ăс-хакăл клубне çÿрекен Таня Педина акă тăваттăмĕш тĕс шухăшласа тупнă. «Шахмат вăл — кану. Вылянă чухне ывăнмастăн, канатăн çеç», — пĕлтерчĕ 3-мĕш лицейре вĕренекен Таня. Хĕр ача кĕçех 5-мĕш класа каять. Таньăна 5-ре чухне шахматла тата шашкăлла выляма асламăшĕ вĕрентнĕ. «Кашни шахматçăн иккĕмĕш пурнăç пур. Вăйă вăхăтĕнче эпĕ пачах урăхла çын. Анне те çакна асăрхать», — шухăшне пĕлтерчĕ пике. Таня шахматри çĕнĕлĕхсене вĕренме юратать. Ăмăртуран нумай чухне малти вырăн йышăнса таврăнать. Выляса яма та пĕлет. Пăшăрхансан та çĕнтерÿçĕсене саламлама манмасть.
Катьăпа Егор Герасимовсем — аппăшĕпе шăллĕ. Клубра Егорăн хăвăрт шахматра — пысăк рейтинг. Вĕсене иккĕшне пĕр парти выляттармаççĕ, мĕншĕн тесен пĕртăвансем килте час-часах пĕрле тупăшаççĕ.
2-мĕш класс пĕтернĕ Саша Миридонов 45-мĕш шкулта вĕренет. «Эпĕ «Контактра» социаллă сетьре «Шахмат — пуласлăхăн уççи» ушкăн уçрăм. Çакна тума мана Дмитрий Валерьянович хавхалантарчĕ. Пирĕн клубăн та соцсетьре ушкăн пур-çке», — пĕлтерчĕ арçын ача.
Тĕл пулса калаçнă çамрăк шахматçăсенчен чи маттурри — Миша Димитриев. Вăл çу уйăхĕн 25-30-мĕшĕсенче Кострома хулинче иртнĕ Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăннă. 600 çын хушшинче (пурте 9 çула çитменнисем) 120-мĕш вырăна тухайнă. «Эрне хушшинче 11 тур иртрĕ. Кам шурă шахматпа выляссине компьютер палăртать. Малтанхи кунсенче мана хурипе ăнчĕ, шуррипе выляса яраттăм. Кайран тĕс пирки шухăшламалла маррине ăнлантăм. Вара тинех çĕнтерме пуçларăм. Ăмăрту уяв пекех. Хăвăрт вĕçленчĕ. «400-мĕш вырăна тухăп-ши?» — теттĕмччĕ. 120-мĕшне йышăнсан савăнтăм. Хамăн тантăшсене, аслăраххисене — пурне те «Дебюта» шахматла выляма чĕнетĕп. Кам килет — çавна канфет çитерĕп», — савăк кăмăлпа калаçрĕ Миша. Арçын ача 6-мĕш шкулта вĕренет. 1-мĕш класс пĕтернĕ. Шкулти шахмат чемпионĕ шутланать — вăл аслă класра вĕренекенсене те çĕнтереет. Миша çавнашкал ăслă пулнăран директор тĕлĕнет. Парти вăхăтĕнче йĕри-тавра мĕн пулса иртнине асăрхамасть шăпăрлан. Миша классика шахматĕнче нумай очко пухнă. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.