Комментари хушас

8 Çурла, 2018

Çул çÿреврен таврăннă

Роман Андреев велоçул çÿревçĕ тинех çул çÿреврен Шупашкара çитнĕ. Ăна тăван тăрăхра велосипедпа ярăнма кăмăллакансем кĕтсе илнĕ.

10 пин çухрăм! Шăпах çавăн чухлĕ парăнтарнă Роман. Каччă çул çÿреве пĕлтĕр, кĕркунне, тухса кайнă. Малтанах Грузие çитнĕ вăл, унтан Турцие, Казахстана çул тытнă. Каччăн тĕлне ырă çынсем çеç лекнĕ. Ăна тутлă апат-çимĕçпе сăйлакансем те, мунча кĕртекенсем те тупăннă. Вăрманта çĕр каçнă чухне Роман хуранта апат пĕçернĕ. Шупашкара çитиччен унăн Тутар республикинче кустăрма шăтнă. Ырă çынсем хальхинче те пăрахман.

Шупашкарти тусĕсем каччă килнĕ ятпа Наци библиотекинче «çавра сĕтел» йĕркеленĕ. Роман çул çÿрев пирки каласа кăтартнă.

 

Ирина КОШКИНА. Роман АНДРЕЕВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 
Теги: