Хамăрăн çĕр çинче хамăрăн техника ĕçлемелле
«Тĕнче пăтранăвĕнче çанталăк та картран тухрĕ» тесеччĕ эпĕ иртнĕ çуркунне — кунсерен çумăр çунăран, ака ĕçне вăраха янăран: ара, лачкам исленнĕ çĕр хăвăрт типшĕрмерĕ, анасенче шыв тăчĕ.
Пирĕн тăрăхри вылянчăк çанталăк кăçал та хресченĕн кăмăл-туйăмне пусарчĕ: вăрлăха вăхăтра акмаллине те, «Çурхи кун çулталăк тăрантарать» тенине ял çынни ахальтен каламаннине те шута илмерĕ. Çитменнине, çакăнпа та çырлахмарĕ çанталăк — çĕр çыннине уйăх ытла ĕнтĕ шăрăхпа лăскать.
Çапларах шухăшласа Комсомольски районĕнчи «Восток» хуçалăха çитрĕмĕр. Килессе маларахах пĕлтернĕрен Валерий Геннадьевич МИХЕЕВ председатель вырăнтах пулчĕ.
— Хăвăрт çитейменрен каçару ыйтатăп, — терĕм сывлăх сунса алă тытсан. — Ну, çулсем те сирĕн. Шăтăк-путăксенчен унталла та кунталла слаломри пек пăрăнкаласа машина ăш-чикки халь-халь силленсе тухать пулĕ тенĕччĕ. Хăçанччен çапла нушаланса пурăнатăр? Тем тесен те пăрçа патша вăхăтĕнчиех вĕт-ха ку...
— Райцентрпа çыхăнтаракан тĕп çула çĕнетме кашни суйлаврах сăмах параççĕ... Хăçан та пулсан черет çитессе пурпĕр шанаççĕ-ха ку тăрăхри ялсенче пурăнакансем, — ытарлăн кукăртса хучĕ председатель.
— Раççей Президенчĕ пур енĕпе те прорыв тумалла тесе пусăмласах каланăран никама та тĕлĕрсе ларттармĕç... Мĕн ку? Йĕри-тавра хăмăл. Тырă вырма чи пирвай Елчĕксем пуçăннă темерĕç-и- ха? — тĕлĕнтĕм пы-ысăк лаптăк тăнч пушаннине курса, çăмăл машинăран тухса.
— Ирĕксĕртен выртăмăр. Ирĕксĕртен, — терĕ Валерий Геннадьевич пĕр самант шухăша кайса, — лайăх лаптăкчĕ, тÿремлĕ вырăнччĕ. Çĕр гектар урпа акнăччĕ кунта. Веç пĕтрĕ... Çанталăк, çанталăк тÿрлетрĕ пирĕн кăмăла. Кăçал акана иртерех тухатпăр-ха тесе ĕмĕтленнĕччĕ. Хирсем типшĕрсе çитрĕç кăна юр тепĕр хут йăтăнса анчĕ, анасене шурă шăналăкпа витрĕ. Акана, иртнĕ çулхи пекех, вунă кун кая юлса тухрăмăр. Хĕвел ăшши вырăнне сивĕ çил кастарса алхасрĕ, вĕрчĕ. Июнь тăршшĕпех сивĕ тăчĕ. Çавна пула урпа çĕкленеймерĕ. Ку çеç те мар вĕт-ха, пĕтĕм ÿсен-тăрана шăрăх ĕнтме пуçларĕ. Пуçĕпех ĕнтиччен урпана вырса сенажа хывма ĕлкĕртĕмĕр. Выльăх валли — юравлă, пĕтĕмĕшле тăкаклă. Хальхи пекех типĕ тăрсан курăксем йăл илеймеççĕ пулĕ.
— Тырăсене страхланă-и?
— Шăрăха пула пĕтнĕшĕн тăкаксене саплаштараканччĕ. Анасене ÿкерсе ярса патăмăр. Комисси килсе тĕрĕслет пулĕ-ха.
— Кашни çулах капла нушаланиччен, тен, кĕрхисене ытларах акмалла? Хĕлле шăнасран пăшăрханатăр тăк сивве чăтакан сортсем те пур халĕ.
— 20-30 процента яхăн акма тăрăшатпăр-ха, анчах эпир тумитленипе тĕл килмест çав. Иртнĕ çул кĕрхи культурăсене 300 гектар акма планланăччĕ. Çанталăк тăруках çумăра кайрĕ те 170 гектар çеç акайрăмăр. Кăçал маларах пуçăнасшăн. Çавăнпах пушаннă урпа лаптăкне çине тăрсах К-700 тракторпа сухалатпăр. Кĕрхи тулă валли 100 гектар хатĕрлетпĕр. Тепле пулĕ ĕнтĕ? Чăрман-таракан «шăрăхпи» куç умĕнчех: лайăх çумăр çуса çĕре нÿрĕлетеймерĕ тĕк — типĕ ана çине акни ниме те тăмасть. Çурхи тулă валли хăварма тивĕ.
— Кăçалхи çурхи тулă аванах çитĕннĕ-ха сирĕн. Таса, çум курăк вуç та курăнмасть. Тухăç та лайăхах пулассăн туйăнать.
— Çĕр пиçсех çитменрен эпир каярах акнăччĕ. Çавăнпах сарăхсах çитмен. Кÿршĕсем маларах тухнăччĕ те, ÿснĕ вăхăтрах пучахĕсене пĕрсе илнĕ. Çумăр çумарĕ, шăрăх тăрать тата. Кăçал тырă сахалрах пуласси халех ĕнтĕ паллă.
— Ку мĕн тата? — пучах çинчи хура кăпшанкăсене пуçтарса ури айне хурса нимĕрчĕ ертÿçĕ.
— Пучаха тапăнса тырă çиекен саразăсем вĕсем. Йĕри-тавра тата хĕреслĕ нимĕç препарачĕпе сапнăччĕ-ха пĕрре. Шел, сахалрах лекнĕ пулмалла. Тепре пĕрĕхтермелле пулать-тĕр. Шăршăран хăвăрт тараканччĕ. Унсăрăн тухăçа самаях чакарма пултараççĕ.
— Айтурах, тем те пĕлмелле сирĕн... Калăр-ха, акăнакан-сухаланакан çĕр миçе гектар сирĕн? Миçе тĕрлĕ культурăпа ĕçлетĕр?
— 1300 гектара яхăн. Нумай мар: чи кирлисем — тулă, ыраш, урпа, сĕлĕ, вика, нумай çул ÿсекен курăксем... Малалла вулас...
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.