Комментари хушас

7 Раштав, 2013

"Ачасем - сывă пурнăç йĕркишĕн"

Çакнашкал чĕнÿпе Федерацин наркотик çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службăн Чăваш Енри управленийĕн кубокне çĕнсе илессишĕн 2001-2003 çулсенче çуралнă ачасен хушшинче дзюдо енĕпе турнир иртнĕ.

Шупашкарти «Спартак» физкультурăпа спорт керменĕнче хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеме тĕрлĕ регионтан 11 команда хутшăнчĕ. Çамрăк спортсменсене управлени пуçлăхĕ Е.Барсуков, ЧР дзюдо федерацийĕн ертÿçи Д.Белов, Калинин район администрацийĕн пуçлăхĕ О.Бирюков тата ыттисем саламланă. Ăмăртура медальсен 14 комплекчĕшĕн тупăшнă. Тĕп парнене Шупашкарти «Профи-дзюдо» команда çĕнсе илнĕ, «Спартак» спорт шкулĕн дзюдоисчĕсем тата Мускав облаçĕнчи «Каскад» спорт клубĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Мала тухнисене Кубоксемпе чысланă, «Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн» тата «Техника енĕпе чи лайăххи» номинацисен çĕнтерÿçисене те палăртнă.

А.ПЕТРОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.