Шалу парăмĕ чакать-и?
«Ĕçлекен çынна уйăхра икĕ хутчен шалу памалла. Анчах хăш-пĕр предприяти-организаци ертÿçисем укçи пулсан та тÿлемеççĕ, саккуна пăсаççĕ», — терĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва уçнă май ĕç укçи парăмĕпе çыхăннă ыйтăва пĕр хутчен кăна мар çĕкленине палăртса.
Парăмçăсене, ЧР ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев каланă тăрăх, сăнасах тăраççĕ. Сăмахран, ĕç хутшăнăвĕсен комиссийĕсем ку ыйтупа 200 ытла лару ирттернĕ, унта парăм пухăннин сăлтавĕсене уçăмлатасси тата пĕтересси пирки калаçма 1600 ертÿçĕне чĕннĕ. Кунсăр пуçне 128 тĕрĕслев ирттернĕ, йĕркене пăснă 300 ытла тĕслĕх тупса палăртнă.
Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеменнисен тĕлĕшпе йышăнакан мерăсем лару-тăрăва лайăх енне улăштарма пулăшаççĕ-ха, анчах хальлĕхе синкере тĕппипе тăпăлтарма май килмест-ха. Министр çирĕплетнĕ тăрăх — пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ĕç укçи парăмĕ чакнă. Апла пулин те хальхи вăхăтри хисепе те пĕчĕк тесех калаймăн. 1400-е яхăн çын умĕнчи парăм — 70 миллион тенкĕне яхăн.
Ĕç укçин парăмĕ пухăннине организацисен хăйсен укçи çуккипе, туса кăларакан продукци сутăнманнипе çыхăнтараççĕ. Уйрăмах тирпейлекен промышленноç предприятийĕсенче ку енĕпе лару-тăру кăткăс. Сергей Димитриев çирĕплетнĕ тăрăх — патшалăх учрежденийĕсем шалăва вăхăтра парса пыраççĕ.
Вăраха тăсăлакан парăмсен шутĕнче министр Шупашкарти 1-мĕш типографие асăнчĕ. Кунта 2015 çулта конкурс управляющине çирĕплетнĕ. Унтанпа виçĕ çул иртнĕ, анчах халăх умĕнчи парăм çаплах «çакăнса» тăрать-ха. Виçĕ хутчен пурлăха сутма хатĕрленнĕ. Анчах пĕринче те аукциона хутшăнас текен тупăнман. «Ертÿçĕсене витермелли ытти мелсемпе усă курмалла. Ку таранччен мĕн пур парăма пĕтермелле пулнă. Пирĕн лару-тăрăва лайăхлатассишĕн тăрăшмалла. Хамăрăн ĕçченсен интересĕсене хÿтĕлесси — пирĕн тÿрĕ тивĕç», — терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев типографири ĕç укçипе çыхăннă ыйтăва çитес вăхăтра татса памалли çинчен асăрхаттарса.