Комментари хушас

2 Çурла, 2018

Çĕмĕрле районĕн çур çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Çĕмĕрле районĕнче ĕçлĕ визитпа пулчĕ, Турхан ялĕнче районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме хутшăнчĕ.

Канашлăва Михаил Васильевич калаçу ирĕклĕ пулмаллине палăртса уçрĕ. Çавна май та, ахăртнех, залран ыйтусем нумай пулчĕç. Халăха уйрăмах нумай калаçтараканни Çĕмĕрле районĕнче те ытти çĕрти пекех — пенси ÿсĕмне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусем. Çамрăксем, сăмахран, çавна май ĕç вырăнĕ пурин валли те çитмесрен пăшăрханаççĕ. Михаил Игнатьев вĕсене ку енĕпе лăпкăрах пулма сĕнчĕ. Çĕнĕлĕхе тапхăрпа пурнăçа кĕртнĕрен çивĕчлĕх пулас çуккине, çавăн пекех çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелес тĕлĕшпе те мерăсем йышăнассине пĕлтерчĕ.

Макарин ял тăрăхĕнче пурăнакансем сотовăй çыхăну çукран нушаланни çинчен пĕлтерчĕç. Хальхи вăхăтра тухтăр патне лекме электрон мелпе çырăнмалла. Ку ялта пурăнакансем интернет çукран ку мелпе усă кураймаççĕ. Республика Пуçлăхĕ çыхăну пахалăхне ÿстерес ыйтăва  мобильлĕ операторсен умĕнче çĕклессине пĕлтерчĕ.

Михаил Игнатьев çавăн пекех районти хастар ĕçченсене наградăсемпе чысларĕ.

Канашлу Турхан ялĕнчи культурăпа сывлăха çирĕплетекен центрта иртрĕ. Фойере район аталанăвне кăтартакан куравсем йĕркеленĕ.
 

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.