Комментари хушас

2 Çурла, 2018

Авланма хирĕç мар, мĕн чарать-ши?

Красноармейски районĕнчи Енĕшкассинче тĕпленнĕскерсем пĕр кил урлă кăна пурăнаççĕ. Ăмăртаççĕ-и, пĕри тепринчен тĕслĕх илеççĕ-и: иккĕшĕ те хусах, иккĕшĕ те пĕрер ĕне тытаççĕ, лайăх хĕрарăм тупăнсан çемье çавăрма та хирĕç мар. Юра та, Женя та ялта ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскерсем ашшĕпе амăшĕн çуртне юхăнтаракан йышшисенчен мар: сĕт укçипе çеç пурăнсан та хуçалăха йĕркеллех тытаççĕ.

Иккĕн иккĕнех

Юра Александров килте пĕччен
марччĕ. Нумай пулмасть ун пат-
не ниçта пурăнма кĕтес çукки-
пе ачаллă пĕр çамрăк хĕрарăм
килсе кĕнĕ, тунсăхлама вăхăчĕ
те çук халь арçыннăн. Пĕр-пĕр
хăна çурчĕ тейĕн, сăмахсăрах йы-
шăннă ăна. «Арăм мар вăл, Кри-
стинăн ниçта пурăнмалли вы-
рăнĕ çук, упăшкин Левăн йăмăкĕ-
пе иккĕмĕш арăмĕ Ксюша кил-
тен хăваласа кăларса янă. Ачал-
лăскерĕн ăçта каймаллаччĕ-ха?
Урамра пурăнмалла-им? Шелле-
нипе хам пата кĕртрĕм, Муркаш
районĕнче тăван килĕнче те кĕтес
çук пулмалла ун валли, ыйтса
тĕпчемен», — пăшăрханса калаçрĕ
Юра. Кăнтăрлахи вăхăтра Кристи-
на çывăрма выртнăран ăна курас-
си пулмарĕ, кил хуçипе иккĕшĕ
пăртак хăналаннă-мĕн. Сарă кĕпе
тăхăнса тухнă пĕчĕк хĕрĕ урамра
хăйне валли хăвăртах юлташсем
тупрĕ, пĕр шухăшсăр çерем çинче
выляса чупрĕ. «Упăшки Лева Кри-
стинăпа та, Ксюшăпа та хут уй-
ăрттарман. Халь Мускавран тепĕр
арăм илсе килетĕп тесе шăнкă-
равланă. Виççĕшĕпе мĕн тăвĕ-ши,
ялта гарем уçĕ-ши? Таçта кайса
пурăнмалла ĕнтĕ ку хĕрарăмăн,
хальлĕхе кĕтес тупнă-ха. Авланса
ярать-и-ха пирĕн Юра?» — терĕç
пĕр касрисем.
Хут уйăрттармасăр пурăн-
нă арăмĕ Люççа чирлесе вилнĕ
хыççăн Юра урăх пĕр хĕрарăма та
илсе килмен. Унпа ирттернĕ çичĕ
çула телейлисен шутне кĕртет. Хăй
каланă тăрăх, Люççăна вăл чăнни-
пех те юратнă. Текех ун пек хĕра-
рăм тупаяссăн туйăнмасть Юрă-
на. «Пĕччен те аван мана, лайăххи
пулсан чăрмантармасть, ун пекки-
сем ăçта-ши, ман пата килеççĕ-
ши? Яшка-улма пĕçерме пултара-
тăп, ĕнене хамах сăваятăп, уттине
те хĕл каçмалăх хатĕрлетĕп. Иккĕн
иккĕнех ĕнтĕ, кил хуçалăхĕнче ăшă
чунлă хĕрарăм утса çÿрени чăр-
мантарас çук», — сăмаха малалла
тăсрĕ хусах арçын.
Çамрăк чухне авланас шухăшĕ
пулнă-ха унăн, анчах та амăшĕ
çемье çавăрма ирĕк паман. Килĕ-
штермен, ахăртнех, пулас кин-
не. Çывăх çыннине хирĕç каяс
темен, ун сăмахĕнчен иртеймен
ывăлĕ. Чĕрере амаланнă ăшă туй-
ăм çаплипех сÿннĕ. Çулсене тыт-
са чарма çук çав, хăй те сисмен
— ав 55 çула çитнĕ. Хăй каланă
пек, çемье çавăрса пурнăç çулĕпе
иккĕн утма халĕ те кая юлман-ха.
Çамрăк чухне çăматă йăваланă
Юра, хĕл валли чылай çынна ăста-
ласа панă ăна. Халь ку ĕç илĕртме
пăрахнă, тахçантанпах çăм тыт-
ман. Юра сăмах хыççăн кивçене
каяканни мар, хапха умĕнче сÿтрĕ
те сÿтрĕ унăн çăмхине.

Сăмах ваклаканни мар

Пĕр кил урлă пурăнакан Евге-
ний Аристархов шăпах урама тух-
нăччĕ. «Анкартинче утă купала-
нă хыççăн пăртак уçăлас терĕм —
унта та пулин эсир ярса тытрăр»,
— терĕ арçын.
Вăл авланса уйрăлнă, унпа ну-
май та пурăнман арăмĕ мĕншĕн
пăрахса кайнине каласа кăтартма
килĕшмерĕ. «Полици ĕçченĕ те
сирĕн пек допрос тумасть. Ăçтан
йăтăнса антăр ман пуç çине. Ĕне
чупасшăн тарăхтарса çитерчĕ
паян, эсир çÿретĕр кунта тата»,
— тарăхса мар, шÿтлесерех сăм-
си айĕнче мăкăртатрĕ Женя. Чун-
не уçма, пушă сăмах çаптарма
юратмасть вăл. Пĕр касрисем ка-
ланă тăрăх, вăл ачаранах купăс
калама ăста. Ăна вăл пĕчĕк чух-
не хăй тĕллĕнех вĕреннĕ. Салтак
ачи ăсатмалла-и, хăна-вĕрле-и —
пурте ăна чĕнеççĕ. Ялта çын вил-
сен юлашки çула ăсатнă чухнехи
йăла-йĕркене никам та мар, вăл
тытса пырать. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.