Комментари хушас

2 Çурла, 2018

Штангăпа пĕрле кăмăл та çĕкленет

Республикăра йывăр атлетика аталансах пырать. Спортăн çак енĕпе арçын ачасем çеç мар, пикесем те хаваспах кăсăкланаççĕ. Паян эпир штанга йăтассипе маттур, сцена çинче пултаруллă тата ĕçчен виçĕ хастар чиперккепе паллашăпăр.

Каникул усăллă иртет
Татьяна Семенова, Людмила Петрова тата Диана Иванова Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕнче вĕренеççĕ. Людăпа Диана 8-мĕш класс пĕтернĕ, Таня — 7-мĕшне.
Виçĕ тус çу кунĕсене ахаль ирттермест. Пахчара, хирте пуç çĕклеми тăрăшаççĕ, ашшĕ-амăшне кил картинче пулăшаççĕ. Унсăр пуçне Людмила пĕчĕк йăмăкне Эмилийăна пăхать, Диана шăллĕпе Никитăпа вăхăт ирттерет. Утă, çурла уйăхĕсенче севок сухан вăхăчĕ пырать. Хĕр ачасем усламçăсен уйĕсене ирхине 7 сехет иртсен тухса каяççĕ те каçхи 6-ччен хĕвел айĕнче пиçĕхеççĕ. Халь севок кăлараççĕ-ха, кайран татма тата аллама çÿрĕç. Шкул ачисем хăйсем валли тумтир, ручка- тетрадь туянмалăх укçа ĕçлесе илме пултарни тем пекех паха.
Атлетика йывăр пулсан та…
«Каникул пулнăран тренировкăсене хальлĕхе çÿреместпĕр. Çавăнпа çу кунĕсене усăллă ирттерме тăрăшатпăр», — пĕлтерчĕç пикесем. Вĕсен тренерĕ — «Паттăр» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекс çумĕнчи ача-пăча тата çамрăксен спорт шкулĕн вĕрентекенĕ Алексей Смирнов. Алексей Геннадьевич ачасене Çĕньял шкулĕнче эрнере 3 хут пухать. Унта таврари шкул ачисем çÿреççĕ. Йывăр атлетикăпа, паллах, ытларах арçын ачасем кăсăкланаççĕ. Унсăр пуçне 28 килограмлă виçе категорийĕнчи шăпăрлансем те вăй виçеççĕ. Пĕчĕкскерсемшĕн те йывăр атлетика чун уççиех. Районти, республикăри ăмăртусене тăтăш çÿреççĕ çамрăк спортсменсем. Кăçал акă вĕсем районти Акатуйра çумăр айĕнчех штанга йăтнă.
Людмилăпа Диана 58 килограмлисен хушшинче вăй виçсе палăраççĕ. Татьяна 72 килограмлисемпе тупăшать. «Атлетика йывăр пулсан та çăмăл пек туйăнать. Штангăна йăтнăçем кăмăл çĕкленет. Эпир Дианăпа пĕр çул çеç çÿрерĕмĕр-ха. Пĕлтĕр тренировкăсем Анат Тăрмăш шкулĕнче иртетчĕç. Ирĕклĕ кĕрешÿ секцийĕ те ĕçлетчĕ. Николай Трифонов тренер хатĕрлетчĕ. Халь Çĕньял шкулĕнче эрнере 3 хут Алексей Геннадьевич вĕрентет», — чĕвĕлтетрĕ Людмила.
«Туссем штанга йăтнине пĕлтĕм те манăн та вĕсемпе пĕр шайра пулас килчĕ. Хальлĕхе эпĕ 32 килограмм таяканнине йăтатăп. Малашне йывăрăшне ÿстерсе пырăп. Пуçласса вара 13 килограмлинчен тытăннă», — ăшшăн калаçрĕ Диана.
«Атте-анне, аппасем мана штанга йăтма чараççĕ. Хĕр ачан йывăр çĕклеме юрамасть теççĕ. Йывăр атлетика секцине виçĕ çул çÿрерĕм ĕнтĕ. Районта 1-мĕш вырăна тухатăп, республикăри ăмăртусенче 2-мĕшне тивĕçетĕп», — пĕлтерчĕ Таня. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.