Илĕртрĕ пилĕк таран хумлă çÿç
Пĕр каччăна килĕштереттĕм, вăл — 11-мĕшĕнче, эпĕ 9-мĕш класра вĕренеттĕмĕр. Витали малтан урăх шкулта ăс пухнă, амăшĕпе ашшĕ уйрăлсан вăл кукамăшĕ патне пирĕн яла куçса килнĕ. Амăшĕ пирĕн шкула вĕрентекене вырнаçрĕ. Пире, 9-мĕшсене, физикăпа математикăна ăса хывтаратчĕ.
Витали пек хитре каччă пирĕн шкулта текех çук пек туйăнатчĕ. Сăнран илемли чылай-ха, анчах вăл уйрăлса тăратчĕ. Çÿллĕ те сарлака кĕлеткипе, лайăх вĕреннипе. Амăшне пăхнă ĕнтĕ.
Пирĕн шкулти хĕрсем Виталине юратрĕç. Пĕри те тепри туйăмĕсем çинчен вăрттăн пăшăлтатрĕç. Каччă манăн чĕрене те тыткăна илчĕ. Анчах тантăшсен хушшинче çинçе пилĕклĕ кĕлеткепе Светăна çитекенни çукчĕ. Сăнран Зина чи илемличчĕ. Пуринчен те лайăх вĕренекенни, сăпайли — Даша. Манăн вара ĕмĕтленмелли кăна юлчĕ. Çапах шанчăка çухатмарăм. Турă панă илемлĕх — манăн пилĕк таран явăнакан хумлă-хумлă çÿçе каччăсем пĕрре мар ырă сăмах каласа савăнтарнăччĕ.
Виталине килĕшес тесе çÿçе сапаласа çÿреме тытăнтăм. Вăл коридора сайра хутра тухатчĕ. Пурпĕрех унăн куçĕ умне кунне пĕр хут та пулин лекеттĕм. Ăшшăн пăхса иртеттĕм.
Виталин амăшĕ вĕрентнĕрен физикăна юратма тытăнтăм. Уроксенче тимлĕ итлесе лартăм.
Пĕррехинче икĕ хĕр юлташпа коридора тухрăмăр. Унта Витали тусĕсемпе тăратчĕ. Эпир те аякка каймарăмăр. Эпĕ ăна килĕштернине никама та шарламарăм. Чи çывăх юлташăма Светăна та. Вăрттăнлăха икĕ çын пайласан сысна та пĕлет теççĕ. Коридорта Витали ман çинчен куç илмерĕ. Çакна Света туйрĕ те класа кĕрсе çухалчĕ. Каччă мана алăран тытсан тепĕр юлташ та пăрахса хăварчĕ. Чĕрере тинех телей тĕпĕртетрĕ. Савăнăçпа çиçекен куçа пытарайăп-и вара? Витали хăйне килĕштернине туйрĕ ахăртнех. Кулнă-ахăлтатнă хыççăн шăнкăрав сассипе классене салантăмăр.
Килĕшекен каччă соцсетьре юлташ пулма йыхрав ячĕ. Çавăн чухнех шкултан киле пĕрле утма сĕнчĕ. Килĕшсе СМС-çыру вĕçтертĕм. Света та, Даша та манпа хутшăнма пăрахрĕç. Часах ман пирки сăмах сарчĕç. Эпĕ Витали хыççăн чупатăп иккен. Малтанах кулянтăм, йĕтĕм те. Çакна Виталине каласа кăтартрăм. Вăл йăл кулчĕ çеç. Нимĕн каламасăр хăй ытамне илчĕ те вĕри тутипе пит çăмартинчен сĕртĕнчĕ. Малалла вулас...