Комментари хушас

31 Утă, 2018

Канаш тăрăхĕнчи ĕçлĕ çÿл çÿрев: кăтартусене çулсерен лайăхлатмалла

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян, утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче, Канаш тăрăхĕнче ĕçлĕ çÿревре пулчĕ.

Малтан «Пионер» агрофирмăра хире тухса вырма епле пынипе кăсăкланчĕ, тырă типĕтекен çĕнĕ сушилкăпа, складсемпе, техника паркĕпе паллашрĕ. Унтан райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов районăн 2018 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ тата иккĕмĕш çур çуллăхри тĕллевĕсем çинчен тунă докладне итлерĕ. Муниципалитет районсем хушшинче уйăхри вăтам шалăва ÿстернипе — виççĕмĕш, çурт-йĕр тăвассипе, тавара ваккăн сутассипе тата организацисен çаврăнăшĕпе тăххăрмĕш вырăнсем йышăннă, ĕçсĕрлĕх шайне чакарнă.

Ял хуçалăхĕнче — хĕрÿ тапхăр. Тыр-пул тухăçĕпе савăнтарать. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе те ĕç кал-кал пырать. Çав вăхăтрах мăйракаллă шултра выльăх, вăл шутра ĕне йышĕ те, выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси те чакнă. Общество апатланăвĕн çаврăнăшĕпе те плана тултарайман.

Михаил Васильевич район халăхĕн çитменлĕхсене пĕтерме майсем пуррине, вĕсемпе тухăçлă усă курса кăтартусене çулсерен лайăхлатмаллине палăртрĕ.

Канашри 6-мĕш шкул юсав ĕçĕсем ирттерсе çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнипе, Хĕвел тухăç микрорайонĕнчи 20-мĕшпе 24-мĕш çуртсен çывăхĕнчи территорие хăтлăх кĕртес ĕç мĕнле пынипе паллашрĕ. Хула администрацийĕн çуртĕнче кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетÿ ларăвне хутшăнчĕ.

 

* Канашсен ыйтса пĕлмелли те çук мар. 

 

 

Рубрика: