Улатăрсен утăмĕсем сулмаклă
Çулталăк вĕçленсе пырать. Организацисемпе предприятисенче кăçалхи тĕллевсене пурнăçлассишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшни сисĕнет. Тен, хăшне-пĕрне влаç енчен пулăшу кирлĕ. Улатăрах илер-ха. Монохула йывăрлăхсене епле парăнтарать.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕçнерни кун çак ыйтусене уçăмлатма Улатăрта пулчĕ. Малтан республикăри чи ватă предприятисенчен пĕрне - 120 çул каяллах хута кайнă механика заводне çитрĕ. Вăл чукун çул транспорчĕ валли саппас пайсем, аппаратура, вĕреткĕч, ытти хатĕр туса кăларать. Завод гендиректорĕ Валерий Вялов коллектив çулталăка ăнăçлă вĕçленине, производство индексĕ 155,5% танлашнине, ĕç укçи 24,7% ÿснине палăртрĕ. Михаил Васильевич пуйăссен куçакан тытăмĕн производствипе, металл конструкци цехĕпе паллашрĕ, рабочисемпе тĕл пулса ыйтăвĕсене хуравларĕ. Предприятире туслă коллектив йĕркеленни, саккас нумай пурнăçлани çинчен каларĕ. Раççей чукун çулĕсем сирĕн продукцие туянаççĕ, мĕншĕн тесен вăл паха, терĕ.
Кăçал хула организацийĕсен 75% усламлă ĕçленĕ, вĕсен пĕрлехи тупăшĕ 286,8 млн тенкĕпе танлашнă. «Электроавтомат», «Электроприбор» заводсем, хут фабрики ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Унтан Михаил Игнатьев республикăри чи пысăк та социаллă пĕлтерĕшлĕ «Электроавтомат» АУОна çитрĕ. Хула промышленноçĕ туса кăларакан продукцин 13% - общество тÿпи, ĕçлеме пултаракан халăхăн 10% кунта вăй хурать. Предприяти авиаци, радиоэлектроника, электротехника, энергетика валли электроаппаратура туса кăларать. 2013 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче потребительсене 533 млн тенкĕлĕх таварпа тивĕçтернĕ, производство индексĕ 99,4% танлашнă.
«Электроавтомат» акционерсен уçă обществи - малашлăха шанса лайăх ĕçлекен предприяти, - терĕ Михаил Васильевич. - Вăл Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ тапхăрта конкуренцие тÿсĕмлĕ пулма тĕрĕс çул-йĕр палăртать, тĕрлĕ вариант шырать, инновацие ĕçе кĕртет, çавăнпа унăн продукцине рынокра пурте хапăл».
Юлашкинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе АУОра комплекслă инвестици планĕпе килĕшÿллĕн монохула палăртнă тĕллеве мĕнле пурнăçлани çинчен канашлу иртрĕ.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
ЧР ПА пресс-службин сăн ÿкерчĕкĕ