Комментари хушас

31 Утă, 2018

Экспедици-фестиваль: «Атăл – тăнăçлăх юхан шыв.…»

Атăлçи халăхĕсен çак ятпа йĕркеленĕ культура диалогĕ 17-мĕш хут иртет.

Мĕнле майпа? Этнокультура экспедицийĕ-фестивалĕ евĕрлĕ. Унăн маршручĕ Атăл тăрăхĕнчи хуласем — Самар — Пăлхар — Хусан — Шупашкар — Козьмодемьянск — Чулхула — Макарьево — урлă иртет. Фестивале 100 яхăн политика тата общество организацийĕсен представителĕсем, ăсчахсем, артистсем, пултарулăх коллективĕсем хутшăнаççĕ. Мероприятин тĕп тĕллевĕ — культурăпа чĕлхене, йăла-йĕркене аталантарас тĕлĕшпе патшалăх влаç органĕсемпе общество организацийĕсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси.

Паян Шупашкар асăннă этнокультура экспедици-фестивале йышăнчĕ. Хальхинче йышра — Раççей регионĕсенчи мордва диаспорин, çавăн пекех финн-угор халăхĕсен представителĕсем. Вĕсем Карелире, Комире, Мари Элта, Тутрастанра, Пушкăртстанра, Чăваш Енре, Мускавра, Санкт-Петербургра, Сургутра, Ульяновск, Пенза, Саратов, Владимир, Самар тата ытти хутлăхра тымар ярса пурăнаççĕ. Хăнасем валли Чăваш Ен тĕп хулинче интереслĕ программа, вырăнти халăхăн культурипе паллашма май параканнине, хатĕрленĕ. Çавăн пекех Санкт-Петербургри Раççей этнографи музейĕн Чăваш наци музейĕнче иртекен куравне çитсе курчĕç.

Тĕп самантсенчен пĕри Наци музейĕнче Чăваш Ен тата Мордва республикисен Культура министерствисем культура тата патшалăх наци политики енĕпе çыхăну тытса ĕçлесси пирки Килĕшÿ туни пулчĕ.

 

 

Рубрика: