Чăваш Республикинчи коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕн ĕç-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусемпе хуравсем
1. Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕ кам вăл?
Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕ /малалла — регион опе-раторĕ/ — «коммуналлă» статус илнĕ каяшсене тирпейлессипе çыхăннă мĕн пур тапхăршăн яваплă компани. Чăваш Республикинче «Экоцентр» МВК» ООО уçă конкурса хутшăнса çĕнтернĕ хыççăн Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕ пулма ирĕк çĕнсе илнĕ.
«Экоцентр» МВК» ООО Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби тарифсене çирĕплетнĕ хыççăн коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсен хуçисемпе — уйрăм çынсемпе тата юридици сăпачĕсемпе — коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлесси çинчен килĕшÿ тăвать. /Федерацин 1998 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 89-мĕш «Производствăри тата усă курнă хыççăнхи каяшсем çинчен» саккун/.
2. Мĕн вăл коммуналлă хуçалăхри хытă каяш?
Коммуналлă хуçалăхри хытă каяш — хуçалăхра пулакан каяшсем тата кулленхи пурнăçра усă курнă май хăйсен пахалăхне çухатнă таварсем. Çавăн пекех юридици сăпачĕсен, индивидуаллă предпри-нимательсен, ыттисен ĕç-хĕлĕнчен пулнă каяшсем те коммуналлă хуçалăхри хытă каяш шутланаççĕ. /Федерацин 1998 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 89-мĕш «Производствăри тата усă курнă хыççăнхи каяшсем çинчен» саккунăн 1-мĕш статйи/.
3. Регион операторĕ пулмалли юридици сăпатне кам тата мĕнле майпа палăртнă?
2017 çулта Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви регион операторне суйлама конкурс ирттернĕ. Унăн кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикинче коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлес ĕç-хĕле йĕркелеме «Экоцентр» МВК» ОООпа килĕшÿ тунă. /РФ Правительствин 2016 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнчи 881-мĕш йышăнăвĕ/.
4. Кам регион операторĕ пулма пултарать?
Раççейре регистрациленнĕ, коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлес енĕпе ĕçлекен, I-IV хăрушлăх класне кĕрекен каяшсене пухма, тиесе кайма, утилизацилеме, сиенсĕрлетме, вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕçлеме лицензи илнĕ, конкурса хутшăнса çĕнтернĕ кирек хăш йĕркелÿпе право форминчи юридици сăпачĕ регион операторĕ пулма пултарать.
5. Чăваш Енре регион операторне мĕн вăхăта суйланă?
Килĕшÿре палăртнă тăрăх «Экоцентр» МВК» ОООна килĕшÿ вăйра тăнă вăхăтлăха — 10 çуллăха — регион операторĕ пулма суйланă. Çак тапхăрта «Экоцентр» МВК» ООО Чăваш Республикин тер-риторийĕнче каяшсене пухас, тиесе каяс, утилизацилес, сиенсĕрлетес, вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕçлĕ.
6. Регион операторĕн ĕçĕ-хĕлĕ мĕн çинче никĕсленет?
Регион операторĕ хăйĕн ĕç-хĕлне Росприроднадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ 2017 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче панă 21.0012.17-мĕш лицензийĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлать. Регион операторĕ хăйĕн ĕçĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин хушăвĕпе çирĕплетнĕ Производствăри тата хуçалăхри каяшсене тирпейлемелли территори схемипе усă курать. Регион операторĕн ĕç-хĕлне йĕркелекен документсем:
— федерацин 1998 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 89-мĕш «Производствăри тата хуçалăхри каяшсем çинчен» саккунĕ;
— РФ Правительствин 2016 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн Правительствин 2008 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчи 641-мĕш йышăнăвне улшăнусем кĕртесси тата коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлесси çинчен» 1156-мĕш йышăнăвĕ;
— Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2017 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин территорийĕнче коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлекен регион операторĕн ĕç-хĕлне пурнăçламалли Йĕркене çирĕплетесси çинчен» 557- мĕш йышăнăвĕ.
7. Регион операторĕ мĕн ĕçлет?
Регион операторĕ конкурсра çĕнтернĕ территорире коммуналлă хуçалăхри хытă каяша пухассине, тиесе каяссине, тирпейлессине, утилизацилессине, сиенсĕрлетессине, тĕп тăвассине йĕркелет. Çак ĕç- хĕле пурнăçлама вăл коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тиесе каякан тата тĕп тăвакан ытти юриди-ци сăпачĕсене те — коммуналлă хуçалăхри хытă каяша тирпейлекен операторсене — явăçтарать.
Оператор пурнăçлакан ĕçшĕн коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсен хуçисем: нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем, уйрăм хуçалăх тытакансем, юридици сăпачĕсем, предпринимательсем тÿлеççĕ.
8. Регион операторĕн ĕçĕсен хакне кам палăртать?
Регион операторĕн ĕçĕсен хакне Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби палăртать, мĕншĕн тесен Раççей Федерацийĕн Çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн коммуналлă хуçалăхри хытă каяша тирпейлес тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсене коммуналлă пулăшу ĕçĕсен шутне кĕртнĕ. Граждансен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсемшĕн тÿленĕшĕн социаллă пулăшу мерисемпе усă курма ирĕк пур.
9. Регион операторĕ хăçан ĕçлеме пуçлать?
Регион операторĕ Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби çирĕплетнĕ пĕрлехи тариф вăя кĕрсен ĕçе пуçăнать.
10. Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлессин мĕнле тĕсĕсем регион операторĕн тивĕçĕ шутланаççĕ?
Регион операторĕ Раççей Федерацийĕн суб±екчĕн территорийĕнче каяшсене тирпейлемелли регион программипе тата территори схемипе килĕшÿллĕн коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухассине, тиесе каяссине, тирпейлессине, утилизацилессине, сиенсĕрлетессине, тĕп тăвассине йĕркелет. /Федерацин 1998 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 89-мĕш «Производствăри тата хуçалăхри каяшсем çинчен» саккунĕн 24.6 статйи/. Каяшсене тирпейлемелли килĕшÿпе регион операторĕ Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн килĕшÿре палăртнă вырăнта тата калăпăшпа каяшсене пухать, тиесе каять, тирпейлет, сиенсĕрлетет. /Федерацин 1998 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчи 89-мĕш «Производствăри тата хуçалăхри каяшсем çинчен» саккунĕн 24.7 статйи, РФ Правительствин 2016 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн Правительствин 2008 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчи 641-мĕш йышăнăвне улшăнусем кĕртесси тата коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлесси çинчен» 1156-мĕш йышăнăвĕ/.
11. Регион операторĕ мĕнле каяшсемпе ĕçлет?
Регион операторĕ коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсемпе кăна ĕçлет. Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсен шутне граждансем кулленхи пурнăçра йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерме усă курнă май хăйсен чăн пахалăхне çухатнă таварсене, юридици сăпачĕсен, предпринимательсен ĕç-хĕлне пурнăçланă май пулакан тата хуçалăхри ытти каяша кĕртеççĕ. Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсен шутне кĕрекен каяшсен тулли списокне Роспотребнадзорăн 2017 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчи «Федерацин каяшсен квалификаци каталогне çирĕплетесси» хушăвĕпе /Росприроднадзорăн 2017 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 566-мĕш хушăвĕпе çирĕплетнĕ улшăнусемпе пĕрле/ палăртнă. Регион операторĕн коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсен шутне кĕмен ытти каяш хуçисемпе те каяшсене тирпейлесси çинчен килĕшÿ тума ирĕк пур.
12. Регион операторĕпе камăн килĕшÿ тумалла?
Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлеме каяш хуçисен килĕшÿ тумалла. Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсен хуçисем:
— нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттер хуçисем;
— уйрăм çуртсен хуçисем;
— производство юхăмĕнче çÿп-çап тăвакан юридици сăпачĕсемпе предпринимательсем.
Килĕшÿ туманни е килĕшÿ тăвасран пăрăнса çÿрени коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тир-пейленĕшĕн тÿлессинчен хăтармасть.
Регион операторĕпе килĕшĕве нумай хваттерлĕ çуртсен управляющи организацийĕ /управляющи компани, ТСЖ, ЖСК т.ыт.те/ урлă та, çавăн пекех тÿрреммĕн те /тÿрĕ килĕшÿ/ тума юрать. Нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттер хуçисем тÿрĕ килĕшÿ тăвассине пухура йышăнаççĕ е управляющи органи-зацийĕн каяша тирпейленĕшĕн регион операторĕ умĕнчи парăмĕ икĕ уйăхран иртсен регион операторĕ хăй тÿрĕ килĕшÿ тăвассине çирĕплетме пултарать. /Раççей Федерацийĕн 2004 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи Çурт-йĕр кодексĕ, федерацин 1998 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнчи 89-мĕш «Производствăри тата хуçалăхри каяшсем çинчен» саккунĕ/.
13. Регион операторĕ хăш самантран коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсемшĕн яваплă шутланать?
РФ Правительствин 2011 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнчи 354-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ Нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсенче пурăнакансене, пÿлĕмсемпе усă куракансене коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтермелли йĕркепе килĕшÿллĕн каяшсене мусоровоза тиенĕ хыççăн коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсемшĕн яваплăха хăй çине илет.
14. Регион операторĕн ĕçĕсен хакне мĕн çине никĕсленсе палăртаççĕ?
Регион операторĕн ĕçĕсен пĕрлехи тарифне йĕркелесе тăмалла, ăна Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби палăртать.
Регион операторĕн ĕçĕсен хакне палăртнă чухне çакна шута илеççĕ:
— контейнер лапамĕсенчен коммуналлă хуçалăхри хытă каяша илсе тата тиесе каяссипе çыхăннă тăкаксем;
— хальхи вăхăтра ĕçлекен полигонсенче тата каяшсене тирпейлекен об±ектсенче Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх служби çирĕплетнĕ тарифсемпе тĕп тунин тата тир-пейленин хакне;
— регион операторĕн хăйĕн йĕркелÿ ĕçĕсемпе çыхăннă тăкакĕсене.
15. Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлессипе çыхăннă ĕçсемшĕн мĕн чухлĕ тÿлемеллине мĕнле палăртаççĕ?
Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейленĕшĕн мĕн чухлĕ тÿлемеллине палăртнă чухне Чăваш Республикин территорийĕнчи общество вырăнĕсенче тата пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчи коммуналлă хуçалăхри каяшсем пухăннин нормативне, ЧР Строительство министерстви 2017 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 03/1-03/1012-мĕш хушăвĕпе çирĕплетнĕ, тĕпе хураççĕ.
Чăваш Республикинче пурăнакансем валли коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейленĕшĕн мĕн чухлĕ тÿлемеллине палăртнă чухне çакна шута илеççĕ:
— коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсем пухăннин çулталăкри вăтам кăтартăвĕ — çулталăкра 2,02 кубла метр;
— регион операторĕн пулăшу ĕçĕсен çирĕплетнĕ тарифĕ;
— хваттерте /уйрăм çуртра/ пурăнакан /ялан е вăхăтлăх/ çынсен шучĕ. Малалла вулас...