Комментари хушас

28 Çу, 2014

Çукран пуяна тухнă

Каччă аслă пĕлÿллĕ хĕре качча илсен ăна кунта преми тÿлеççĕ. Метро компьютерпа ĕçлет. Çын çумĕнче 15 грамм марихуана тупсан вара ăна çакса хураççĕ. Тахçан чухăн пулнă Сингапур çакнашкал çирĕп йĕрке тунипе Раççейрен те пуянрах.

Йытăсем те вĕрмеççĕ

Хулара йытă сасси те илтĕнмест. Йытă вĕрсе кÿршĕсене вăратсан унăн сасă чĕлĕхĕсене татаççĕ _ пĕтĕмпех саккунлă.

_ 1965 çулта Сингапур Малайзирен уйрăлсан пурте тенĕ пекех эпир выçса вилетпĕр тесе шухăшланă, _ пĕлтерет Алекс Вэнь бизнесмен. _ Йĕри-тавра шурлăх, ĕçсĕрлĕх, çимелли çук, шыв тата хăйăр таран турттарса килеттĕмĕр... Халĕ вара вырăнти халăхăн уйăхри вăтам ĕç укçи 3500 долларпа танлашать. Сингапур экономики çĕр чăмăрĕ çинче чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Çакăн патне мĕнле çитнĕ-и; Пĕр япала çеç кирлĕ: лайăх саккунсем тата ăна пăхăнни.

Çав тери чухăн, коррупциллĕ утрав 20 çул хушшинче чечекленекен патшалăх пулса тăнă. 2013 çулта укçа-тенкĕ кризисĕ вăхăтĕнче вырăнти экономика 3,7 процент ÿснĕ «Раççейре _ 1,3 процент». Кунти çĕр çинче улма-çырла та, тулă та, рис та çитĕнмест, çĕр айĕнчи пуянлăх та çук. Апла мĕнле пуйса кайнă-ха ку утрав;

_ Чи малтанах çынсене пурăнмалли вырăн туса парассипе ĕçлеме пуçăннă, _ каласа парать Джозеф Минь журналист. _ 1970 çулта Сингапур халăхĕн 90 проценчĕ тара илнĕ кивĕ çуртсенче пурăннă, 9 проценчĕ кăна _ хăйсен кил-çуртĕнче. Халĕ лару-тăру тĕпрен улшăннă: 97 проценчĕн хăйĕн хваттер. Патшалăх пур çынна та çурт илме субсиди панă, çуртăн 30 проценчĕшĕн хăй тÿлет. Пулас пенсионерсене хваттерлĕ тума Перекет фондĕнчен кредит уйăрнă. Сингапурта ĕçлесе пурăнакансен ĕç укçин пиллĕкĕмĕш пайĕ шăпах çав фонда каять. Кредита чи пĕчĕк процентпа панă. Пурăнмалли çурт тума патшалăх уйрăм çын компанийĕсене те явăçтарнă.

Хулара 25 хутлă йÿнĕ çуртсем ÿссе ларнă, экономика самантрах хăпарма тытăннă.

Пĕлĕве ÿстермелле

Пуян пулма пулăшакан тепĕр ен вăл _ аслă пĕлÿ илни. Хăйсен тупăшĕн 20 процентне «Раççейре _ 3,5 процент» вĕсем вĕренме тăкаклаççĕ. 1968 çулта хула премьерĕ çапла пĕлтернĕ: «Университета вĕренме кĕме кăмăл пуррисене пурне те йышăнаççĕ. Кашнин хăйне тĕрĕслесе пăхма ирĕк пур. Пиллĕк паллăпа кăна вĕренсе пынисене юлашки курсра ку таранччен мĕн чухлĕ тăкакланине пĕтĕмпех каялла тавăрса параççĕ. «Урăхла пултараймастпăр, _ теççĕ Сингапур университетĕнче. _ Е пирĕн питĕ лайăх вĕренмелле, е ĕçленине пуспа хаклакан кÿршĕллĕ Индонезипе тупăшмалла». Ку çеç те мар, аслă пĕлÿллĕ хĕре качча илекен арçынсене правительство преми пама йышăннă. Çакна вĕреннĕ хĕрсем хушшинче качча каяйманнисем нумай пулнипе тунă. Азири чи пысăк технологиллĕ патшалăх паян Сингапур. Пĕтĕм ĕçе компьютер пулăшăвĕпе тăвассипе Япони хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать. Метрора роботсем ĕçлеççĕ. Университетсем чаплă финансистсене вĕрентсе кăларнă, çавăнпа нумаях та вăхăт иртмен утрав Азири чи пысăк финанс центрĕ пулса тăнă.

Пуян пулас тесен _ коррупципе кĕрешмелле, налук виçине чакармалла. Тĕнчери паллă корпорацисем хăйсен тĕп офисĕсене Сингапура куçарнă. Кунти чиновниксем вĕсенчен сĕтев «взятка» илмессе ăнланса илнĕ. Çапла майпа Сингапур нимĕнле энергоресурссăрах нефть тирпейлекен виççĕмĕш центр пулса тăнă. Хьюстонпа Роттердам хыççăн. Бизнеспа ĕçлес текен çынна регистрацилесе мĕн пур хута туса парасси 4 кун йышăнать. Нимĕнле бюрократи те çук. Сингапур визине илме Интернетпа заявлени çеç çырмалла. 3 кунтан вăл электрон почтăпа килет. Çакнашкал политика тытса пынипе инвесторсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе Сингапура талпăннă. Хальхи вăхăтра утрав çинче ют çĕр-шывсен 114 банкĕ хăйĕн филиалне уçнă, утрав экономикине 800 млрд доллар хывнă.

 

Саккуна пăхăнмалла

_ Экономикăри ăнăçу саккуна пăхăннинчен килет, ку тăваттăмĕш услови, _ тет Алекс Вэнь. _ Çĕр-шывра йĕркесĕрлĕх пулсан укçа тума никам та килмест. Ку тĕлĕшпе питĕ çирĕп, вак-тĕвек таранах. Маларах çул-йĕр правилисене шута хурсах кайман. Çавăнпа кашни машина çине сирена лартма пуçларăмăр, хăвăртлăха ÿстерсенех вăл хăлхана илтми туса хурать. Халĕ йĕркене пăсакан çукпа пĕрех. Метрора, лăк тулли вакунра стариксемпе инвалидсен вырăнне никам та лармасть. Наркотикпа та аташтармаççĕ: çумра 15 грамм тупсан пуç касаççĕ. 2005 çулта кунта героин илсе килнĕшĕн Австрали çыннине çакнă. Австрали инвесторĕсем ăна çăлассишĕн Сингапурпа ĕçлеме пăрахатпăр тени те пулăшайман. «Эпир Анăçа хисеплетпĕр, анчах пире демократи çинчен вĕрентме кирлĕ мар».

Транспорт питĕ йышлă çÿренĕ тапхăрта та хуларан хăна çуртне çитме йывăр мар. Автомобильпе çÿремелли ирĕке аукцион урлă 10 пин доллар парса туянмалла, унсăр пуçне 20 пин доллар пошлина тÿлемелле, учета тăма _ 15 пин. Çапла, питĕ хаклă, ун вырăнне нимĕнле «пробка» та çук. Çав вăхăтрах пирĕн çĕр-шыври хуласем вĕсемпе чыхăнса ларнă темелле. 23 çул каялла, Совет Союзĕ аркансан, Раççей те чухăн пулнă. Анчах мĕн куратпăр-ха: Сингапур нимĕнле çут çанталăк пурлăхĕсĕрех çĕрме пуяна тухрĕ, эпир вара нефтьпе, газпа, пулăхлă çĕрпе мĕн патне çитрĕмĕр; Калама йывăр. Анчах никамах та пĕлсе кайман утрава реформа тени ура çине тăратни куç кĕрет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.