Комментари хушас

30 Утă, 2018

Чăваш Енри хуçалăхсенче хирти ĕçсем хĕрсе пыраççĕ

Республикăра кĕрхи уй-хĕр ĕçĕсем хĕрсе пыраççĕ. Пур муниципалитет та, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра тыр-пул пухса кĕртес ĕçе кÿлĕннĕ. Кăçал 282,2 пин гектар çинчен тĕш-тырă тата пăрçа йышшисене пухса кĕртмелле, 8 пин гектар çĕр улми кăлармалла, 1,5 пин гектар çинчен пахча-çимĕç пуçтармалла.

Утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем 11,4 пин гектар çинчен тĕш тырă тата пăрçа йышшисене çапса кĕртнĕ. Вăтам тухăç — 28,3 центнер. Вăрмар районĕнче ирхи çĕр улми кăларма пуçланă. Кусалавккасемпе Красноармейскисем пахча çимĕç пуçтараççĕ. Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче севок кăлараççĕ. Хальхи вăхăтра 352 гектар лаптăка тасатнă. Вăрнар районĕнче вăрлăх тума акнă нумай çул ÿсекен курăка çулаççĕ.

Республикăра тырă типĕтекен 124 оборудовани пур. Министр палăртнă тăрăх, ку енĕпе йывăрлăхсем пулас çук. Çавăн пекех «Чăвашçăкăрпродукт» предприяти тата Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ çĕр ĕçченсенчен тырă йышăнаççĕ.

Çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕрхисене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Хальхи вăхăтра 64,5 пин гектар сухаланă. Ку, министр пĕлтернĕ тăрăх, планпа пăхнин 61,5 проценчĕ чухлĕ. Сергей Артамонов палăртнине пурнăçа кĕртмелли çинчен пусарсах каларĕ, мĕншĕн тесен кĕрхи кăльтурăсен тухăçлăхĕ çурхисемпе танлаштарсан чылай пысăкрах.

Çĕр ĕçченне пăшăрхантаракан тепĕр самант вăл — çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем хакланса кайни. Çак тăкаксене саплаштарма патшалăх 38,5 миллион тенкĕлĕх пулăшу парассине пĕлтерчĕ министр. Укçа-тенкĕ çитес вăхăтра ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем патне çитĕ.

Республикăн кăнтăр районĕсенче çĕр ĕçченне çанталăк шар кăтартас хăрушлăх пур. Шăрăх тăнăран тăпра вăйлă типет. Çавна май утă, çурла уйăхĕсенче уйрăмах нÿрĕк кирлĕ культурăсен лаптăкĕсем сиенленме пултарнине пĕлтерчĕ министр: «Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк районĕсенче çĕр улмин 41 проценчĕ, пахча çимĕçĕн 38 проценчĕ, тĕш тырă тата пăрçа йышшисем 29 проценчĕ пĕтесси хăратать». Хальхи вăхăтра министерство çак муниципалитетсемпе тип-шар шайне пĕчĕклетме пулăшакан мерăсем йышăнас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăçал кĕрхи ĕçсем икĕ эрне юлса пыни çинчен асăрхаттарчĕ. «Уй-хире тасатса пĕтернĕ çĕре кĕркуннене кĕрсе каятпăр. Ун чухне урăхла йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççĕ Çавна май паян тăрăшса ĕçлемелле, хамăр умри тĕллевсене туллин пурнăçламалла», — терĕ Михаил Игнатьев.

Рубрика: