Ывăл-хĕре куçран вĕçертсен…
Республикăри çул-йĕр çинчи лару-тăрăвăн çур çулхи кăтартăвне тишкерсен, ачасемпе çыхăннă инкексен шучĕ пĕлтĕрхинчен чакнă та /76-ран 69-а çитнĕ/. Аманнисем те сахалрах /81 тĕслĕх/. Вилнисем пачах та çук. Çав вăхăтрах утă уйăхĕн 20 кунĕнче кăна çул çитменнисемпе çыхăннă 26 инкеке шута илнĕ. Вĕсенче 4 ача вилнĕ, 31-ĕн суранланнă. Ку çеç-и? Унпа пĕрлех шывра путакан, чÿречерен тухса ÿкекен, ытти инкеке çакланакан мĕн чухлĕ! Шăпах ача-пăча суранланни тавра калаçу пуçарчĕç ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ управленийĕнче йĕркеленĕ пресс-конференцире.
Чун ыратăвĕ
— Паян çул-йĕр çинче пулса иртекен лару-тăру — чун ыратăвĕ. 4 ача пурнăçĕ татăлнă! Кам айăплă? Паллах — аслисем. Куславкка районĕнчи инкекре, акă, ачасене ятарлă хатĕрсемпе\çыхман. Тен, çăлăннă пулĕччĕç. Етĕрне районĕнчи тĕслĕхе илсе кăтартам: машина юсама юрăхсăрла лапчăннă, çапах виçĕ ача та — сывă, мĕншĕн тесен ашшĕ вĕсене йĕркене пăхăнса çыхнă, — кун пек тĕслĕхсем темĕн чухлех илсе кăтартма пултарнине палăртрĕ республикăри ПАИ тĕп инспекторĕ Владимир Романов.
Комсомольски районĕнчи инкекре вара тăватта пуснă ача машина айне лекнĕ. Вăхăтлăх тимлĕхсĕр юлнă чухне пулнă ку. Тутарстан арçынни вара темшĕн тарма васканă. Вăхăтра пулăшсан ача пурнăçне çăлма та пултарнă-çке.
— Пирĕн тĕп тĕллев — çул çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Пушшех те, умра авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ. Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕччен хăрушсăрлăх паспорчĕсене хатĕрлесе пĕтермелле. Ачасене çул çинче хăйсене епле тытмаллине вĕрентме манмалла мар, — терĕ Владимир Геннадьевич.
Республикăра автобуссемпе çыхăннă инкексен шучĕ ÿсни те сисчĕвлентерет. Çак ыйтăва сирме ЧР Транспорт министерствипе тачă çыхăнса ĕçлет автоинспекци.
Чи малтан пассажирсене илсе çÿрекен усламçăсен яваплăрах пулмалла. Маршрут çине шанчăклă водителе çеç кăлармалла.
Çул çитменнисем инкеке лекесси çуллахи вăхăтра пушшех çивĕч. Кану вăхăчĕ вĕт. Пĕри çула тухать, тепри велосипедпа ярăнать... Унпа 14 çула çитмен ачан çул çине тухма юраманнине те ас тумалла паллах. Хулари çуртсен картишĕнче те хăрушсăр теме çук…
Комендант сехетне пăхăнмаççĕ
Инкекĕ вара ачасене таçта та кĕтет. Чылай чухне аслисен явапсăрлăхне пула шар кураççĕ вĕсем. Шăпах çак шухăша палăртрĕ ЧР ШĔМĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Наталия Чапурина.
— Çуллахи вăхăтра ачасемпе çамрăксем — хăйсемпе хăйсем хуçа. Аслисем пăхса çитерейменнипе инкек пулать. 7 ача путса вилнĕ кăçал, тăваттăшĕ — çулла. Çав вăхăтрах халĕ те шăрăх тăрать-ха. Чÿречерен тухса ÿкекенсем мĕн чухлĕн тата! Шалти ĕçсен органĕсем шута илнисем кăна — 19-ăн. Ачасем хăрушсăрлăхра пулччăр тесен çуллахи вăхăта та усăллă йĕркелемелле. Шăпах каникулта ачасем саккуна пăснă тĕслĕх ÿсет. Канăва йĕркелеме пĕлмен, ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ывăл-хĕр ытларах лекет полици куçĕ тĕлне, — пĕлтерчĕ Наталия Альбертовна.
Комендант сехетне пăхăнмаллине те пĕлетпĕр. Вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче ачасен каçхи 10 сехет хыççăн килте пулмалла тăк, çулла 23 сехетчен уçăлса çÿреме юрать. Анчах кун пирки чылай ашшĕ-амăшĕ пĕлмест иккен. Çавăнпах ывăл-хĕрне те асăрхаттармасть.
— Рейда тухсан кашни эрнере Шупашкарта кăна 8-12 ача лекет куç тĕлне. Эрех-сăра ĕçме те именмеççĕ вĕсем. Виçĕм кун кăна, акă, Çĕнĕ Шупашкарти 13-14 çулсенчи 4-5 ача велосипедпа шыва кĕме кайнă. Атăл хĕрринчен ирхи 4 сехетре çеç таврăннă вĕсем. Çул çинче улма-çырла сутакан киоск ларнă. Выçнăскерсем ăна çĕмĕрсе кĕнĕ. Халĕ ачасен тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Хăшĕ-пĕрин ашшĕ-амăшĕ аякри хуласене ĕçлеме тухса кайнă. Кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ мăнукĕсем каçхине килтен тухса кайнине сисмен, — пĕлтерчĕ Наталия Чапурина пĕтĕм инкек ашшĕ-амăшĕ пăхса çитерейменрен пулнине тепĕр хутчен çирĕплетсе.
Ансатти — витĕмлĕ
Çак шухăшах ача прависен республикăри уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина тăсрĕ.
— Утă уйăхĕн 2 эрнинче кăна 287 ача тĕрлĕ инкеке лекнĕ. Пĕлтĕр ку тапхăрта 100-е яхăн çеçчĕ çак кăтарту. Çул çинче те аманаççĕ, ача лапамĕсенче те суранланаççĕ, ÿкеççĕ, путаççĕ... Нумаях пулмасть 2 çулти ача чутах пахчари шăтăкра путса вилмен. Енчен те сирĕн кунашкалли пур пулсан ăна мĕншĕн карталаса илмелле мар? Пуртăпа аманнă, йывăç çине пырса тăрăннă, вĕлле хурчĕ сăхнă, шывпа чыхăннă — кун пек тĕслĕх темĕн чухлех. Çулталăкри ача ваннăйра чăмпăлтатнă чухне шывпа епле чыхăнма пултарать-ха тата? Эппин, ăна ашшĕ-амăшĕ сăнаса тăман. Инкекрен хăтăлмашкăн питĕ ансат йĕркесене çеç пăхăнмалла: пуртта алă айне хумалла мар, савăт-сапа, кĕпе-йĕм çумалли хатĕрсене пуçтармалла. Эмел те ача куçĕ тĕлĕнче ан пултăр. Тепĕр тесен, ачасемпе те калаçмалла: мĕн юранипе юраманнине ăнлантармалла. Ашшĕ-амăшĕ яваплăха туйсан нумай инкеке сирме пулать, — чун ыратăвне пĕлтерчĕ Елена Владимировна.
Кăçал путса вилекен ачасенчен тăваттăшĕ 6 çулта пулнине шута илсе уполномоченнăй шкул ÿсĕмĕчченхи учрежденисенче те профилактикăна вăйлатма сĕнчĕ. Воспитательсем шыв хăрушлăхĕ çинчен ытларах каласа пама тытăнсан, час-часах аса илтерсен ырă витĕм те пулĕ. Ара, халĕ чылай ашшĕ-амăшĕ ку тивĕçĕ çинчен манать-çке.