Комментари хушас

20 Утă, 2018

Пуçаруллă çынсем пулсан ял пĕтмест

Çĕрпÿ районĕнчи Тури Шурçырма ялĕ пысăках мар, пĕтĕмпе те 50 кил çеç. Апла пулин унта пурăнакансем юлашки çулсенче пĕрлехи вăйпа пысăк пĕлтерĕшлĕ темиçе ĕç пурнăçлама пултарнă. Вĕсенчен нумайăшне ял старости Владимир Барышев тăрăшнипе чăна çавăрма май килнĕ.
 

Мускава çыру çырнă хыççăн

Владимир Барышев Тури Шурçырмара 2012 çултанпа пурăнать. Вăл, Тутарстанри Çĕпрел районĕнче çуралса ÿснĕскер, çар çынни пулнă. Служба тивĕçне Камчаткăра 17 çул пурнăçланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан ялта пурăнас тенĕ, çак тĕллевпе мăшăрĕн тăван кĕтесне суйласа илнĕ.
«Пире çурт лартмашкăн ял вĕçĕнче, пушă хирте, лаптăк уйăрса пачĕç. Çурт лартрăмăр. Ялта çул çукран питĕ кансĕрччĕ, уйрăмах çумăрлă çанталăкра. Çынсем кĕме май çукран машинисене ял пуçне лартса хăваратчĕç, хăйсем çуран утатчĕç. Çул тăвас тесе ăçта кăна çитмерĕм пуль? РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев патне çыру çырсан тин лав вырăнтан тапранчĕ темелле. Район администрацийĕн пуçлăхĕ, ун чухне Александр Казаковчĕ, патне кайрăм. Вăл мана софинансировани мелĕпе усă курса çула вак чул сарма сĕнчĕ: кирлĕ укçан çуррине район уйăрать, тепĕр çуррине халăхран пуçтармалла. Килĕшрĕмĕр. Кашни килтен 3 пин тенкĕшер укçа пухрăмăр. Паллах, пама килĕшменнисем те пулнă, вĕсене ирĕксĕрлемен. Çапла 2016 çулта ялта 500 метр тăршшĕ çул сартăмăр. Пире кура çывăхри ялсем те çав программăпа усă курма пуçларĕç. Халĕ çынсем машинисене ял пуçне лартса хăвармаççĕ», — каласа кăтартрĕ Владимир Витальевич.
Тăрăшулăхне кура ăна халăх 3 çул каяллах ял старостине суйланă. Çакăн хыççăнах вĕсем ял хапхисене çĕнетнĕ. Ял уявне йĕркелеме тытăннă. Тури Шурçырмара пурăнакансем тата çак тăрăхра ÿссе тĕрлĕ çĕре саланнисем халĕ кашни çулах утă уйăхĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче пĕрле пухăнса савăнаççĕ. Уяв таврашĕсене ирттермешкĕн ял вĕçĕнче, шăпах староста мăшăрĕпе пурăнакан çуртран инçе мар, ятарласа сцена ăсталанă. Ун çывăхĕнчи лаптăка Владимир Ви-тальевич хăй çулса тăрать. Староста ял уявне кашни çулах мĕн те пулин çĕннине кĕртме ăнтăлать. Пĕлтĕр акă пилотсăр вĕçекен аппаратпа яла тата уява ÿкернĕ. Кăçал ял çыннисене тата вĕсем çулталăк тăршшĕпе пурнăçланă ĕçсене кăтартакан сăн ÿкерчĕксенчен баннер ăсталанă.
Тури Шурçырмасем кăçал ял уявне утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă тунă. Унта чылайăшĕ чăваш тумĕпе пынă, çав шутрах — староста та.

Хăйсен сайчĕ пур

Тури Шурçырма çÿлтен пăхсан питĕ хитре курăнать. Çакна пилотсăр вĕçекен аппарат ÿкернĕ видеоролике пăхса пĕлме пулать. Ăна Тури Шурçырма ялĕн сайтне вырнаçтарнă. Çапла, ялĕ пысăках мар пулин те интернетра унăн хăйĕн ятарлă сайчĕ пур. Ун пекки пысăк ялсен те пурин те çук. Çак сайта ял старости хăй тунă, ăна хăех йĕркелесе-пуянлатса пырать.
Çав сайтра ял историйĕпе паллашма пулать. «Ял ячĕ мĕнле пуçланса кайнин 2 версийĕ пур. Вĕсенчен пĕри — ял çывăхĕнчи çырмара шурă тăм пур, тен, çавăнпах яла Тури Шурçырма тенĕ. Тепĕр верси — çак ят тарăн та шурлăхлă çырма тенине пĕлтерет», — тенĕ унăн тĕп страницинче.
Владимир Барышев çав сайта ял пурнăçĕпе çыхăннă пĕтĕм хыпара лартать. Халăхпа пĕрле тунă пысăк ĕçсен кашни тапхăрне сăн тата видео ÿкерет, вĕсене те сайта вырнаçтарать. Тĕслĕхрен, яла хăтлăх кĕртни, палăка тата Çĕнтерÿ скверне уçни, «Вилĕмсĕр полк», уяв концерчĕ, ялăн кулленхи пурнăçĕ… Унсăр пуçне староста ватă çынсенчен интервью илет, вĕсен аса илĕвĕллĕ видео-роликсене те сайта лартать. Юбилейне паллă тăвакансене саламлать. Тури Шурçырма ялĕ пирки çырнă статьясемпе, видеосюжетсемпе те паллашма пулать унта. Сăн ÿкерчĕксен галерейи пуян пулнине палăртас килет.
Ку сайтпа асăннă ялта çуралса ÿснĕ, халĕ тăван кĕтесрен аякра пурăнакансем те хаваспах паллашаççĕ. Çакна комментарисене вуласан лайăх ăнланатăн: «Питĕ лайăх видеоролик. Тавах сире тăрăшнăшăн, ял сайчĕшĕн! Халĕ тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнчен те кĕрсе пăхма пултаратпăр», «Çакăн пек пуçаруллă çынсене курсан чун савăнать! Пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмшăн — пирĕн асаттесене халалласа палăк лартассишĕн — тăрăшнă çынсене пурне те сывлăх сунатăп», «Сюжет пăхрăмăр, палăк питĕ килĕшрĕ. Çак строительствăн пуçаруçисене, пархатарлă ĕçе тÿпе хывнă çынсене пурне те тав тăвас килет».

Çĕнтерÿçĕсене халалласа – палăк

Çак ялта пурăнакансем кăçал çав тери пысăк ĕç пурнăçланă: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнисене тата ача чухнех тылра ырми-канми ĕçленисене халалласа палăк уçнă. Ялти кашни килтенех фронта кайнă. Шел, 61 салтакран çурри ытла çапăçу хирĕсенчех выртса юлнă. Тăван тăрăха каялла таврăнма пÿрнисем те çак тĕнчере текех çук ĕнтĕ. Тăшманпа кĕрешнисене асăнса лартнă палăк пулманни çĕнтерÿçĕсен ачисемпе мăнукĕсене, çывăх тăванĕсене пăшăрхантарнă: Çĕнтерÿ кунĕнче те вĕсем пĕрле пухăнса паттăрсен умĕнче пуç таяймаççĕ-çке.
Вĕсен ĕмĕчĕ пархатарлă çак ĕçе Николай Мартынов пуçăнсан тинех пурнăçланнă. Ял старости каланă тăрăх — палăкăн проектне шăпах Николай Павлович хатĕрленĕ, ăна хăпартнă чухне прораб вырăнне пулнă. Мартынов Шупашкарта художник-оформительте 26 çул ĕçленĕ, çакнашкал палăксен эскизне пĕрре мар хатĕрленĕ. Унăн мăшăрĕ Тури Шурçырмаран: Раиса Ивановнăн ашшĕ те фронтра çапăçнă. Николай Павлович каланă тăрăх — палăка тумашкăн ветерансен ачисемпе тăванĕсем укçа пухнă: 3 пин, 5 пин тенкĕ паракансем те пулнă. Ялта пурăнакансем çеç мар, аякра тĕпленнĕ ентешĕсем те /тĕслĕхрен, Мускавра, Калининград облаçĕнче/ укçа куçарса панă. Строительство ĕçĕсене Николай Мартынов хăй йĕркелесе пынă, унта ял çыннисем вăй хунă. Палăк тавра Çĕнтерÿ скверĕ тунă. Унта чечексем лартнă, йĕри-тавра — чăрăшсем. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.