Комментари хушас

19 Утă, 2018

Шупашкарти ача «Артека» кайма путевка çĕнсе илнĕ

Шупашкарти 5-мĕш гимназире вĕренекен Жанна Александрова Раççей почти ирттернĕ «ПостОпочте» пултарулăх тата «Почта, манăн Артека каяс килет!» çыру конкурсĕсене хутшăннă, Тĕнчери ача-пăча центрне кайма путевка çĕнсе илнĕ. Жаннăсăр пуçне Раççейри 25 регионтан тата 49 ача «Артекра» канма тивĕçнĕ.

«Манăн «Артека» питĕ каяс килетчĕ. Çавăнпа интернетра кун пирки вуланă хыççăн тÿрех конкурса хатĕрленме пикентĕм. Пĕр-пĕр уяв пулсан эпĕ юлташсем валли стена хаçачĕ хатĕрлетĕп. Çавăнпа почта мĕнле ĕçленине кăтартма та çак меле суйларăм. Ĕçе пилĕк кун пурнăçларăм. Почта пĕлтерĕшне уçса патăм. Эпĕ путевкăшăн питĕ савăнтăм», — пĕлтернĕ Жанна.

Вăл центрта почта комиссарĕ пулса ĕçлĕ. Смена çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче уçăлĕ. «Чăваш Ен ачисем пултарулăх конкурсĕсенче пĕрре мар çĕнтереççĕ. Эпир Жаннăна саламлатпăр, унран «Артек» çинчен репортаж кĕтетпĕр», — шухăшне палăртнă Раççей почтин Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Владимир Тимофеев.