Хăнасем
Тарьен икĕ хĕрĕ те çемйипех Мускавра пурăнать. Çавăнта ĕçлесех Шупашкарта хваттер те илчĕç, çăмăл машина та туянчĕç. Тăван тăрăхалла таврăнма кăна шухăшламарĕç. Амăшĕ патне шăнкăравласах тăраççĕ-ха ачисем. Анчах Тарьен вĕсенчен пулăшу курас килет-çке. Уйрăмах çулла пĕччен йывăр килет ăна. Утă кĕртме те, кĕтÿ çÿреме те çынна куçран пăхмалла. Укçа тÿлесен кÿршĕ урамри Леньăсен ачисем пулăшма килĕшеççĕ-ха.
Отпуск вăхăтĕнче те пĕр эрнерен ытла пурăнмаççĕ ачисем ялта. Вĕсене чаплă хăнасене пăхнă пекех сăйлать амăшĕ. Кунсерен кукăль-çăмах янтăлать. «Çăнăхран пĕçернĕ çимĕç мăнтăрлатать, анне», — тиркешрĕç çинçе пилĕклĕскерсем. Офисран кун каçипе те тухса курмаççĕ иккен вĕсем, кунта вара кăмăла ирĕке ярса хĕвел айĕнче хĕртĕнесшĕн, шĕлепке тăхăнаççĕ те пахчана тухса выртаççĕ. «Çум çумланă е утă пуçтарнă хушăра та пиçĕхме пулать...» — шÿтле-шÿтлех кĕрепле-кĕреçе пырса тыттарать Тарье.
Иртнĕ çулла кинемей çĕнĕ мунча ларттарасшăнччĕ, пÿрте шыв кĕрттересшĕнччĕ. Пенсиренех пĕчĕкшерĕн нухрат пухса пычĕ. «Халĕ ку ĕçпе аппаланма вăхăт çук, анне. Ачана вĕрентме кĕртмелле, укçа-тенкĕ енчен те пулăшаймастпăр», — терĕç. Çемйипех ют çĕршывра канма иленнĕ те, кашни çулах тĕрлĕ çĕре çитеççĕ. Путевка илсе хунă тесе йăпăр-япăр пуçтарăнчĕç те ялтан тухса кайрĕç...
Кинемей чунĕ хурланчĕ, чылайччен лăпланаймарĕ. «Хамăр та атте-аннене пулăшса тăраймарăмăр çав, ачасенчен мĕн кĕтес ĕнтĕ? Питĕ аякка качча килтĕм те хăнана та хутран-ситрен кăна çÿреттĕм. Хамăр пÿрт çĕклеме тытăнтăмăр, ачасене çитĕнтертĕмĕр...» — кÿршипе Шурккăпа чылайччен калаçса ларчĕç вĕсем аншарли кĕленчине пушатнă май. Хĕрĕсене хурламарĕ вăл, тусĕ умĕнче вĕсемпе мухтанчĕ кăна. Çылăхĕ пур-ха Тарьен — черкке пушатсан 2-3 кунсăр та урăлаймасть. Çывăрса каять те кĕтÿ кĕртнине те сиссе юлаймасть. Çавăн чухне Шуркка унăн выльăхĕсене кĕртсе ярать, ĕнине те вăлах сăвать. Ĕçкелесен Тарье телефона сÿнтерсе хурать, мĕншĕн тесен ачисем шăнкăравласа халтан яраççĕ. Амăшĕ ÿсĕррине сасăранах пĕлеççĕ çав. Тытăнаççĕ вара ватă çынна пурнăçа вĕрентме. Çавсемпе ятлаçасшăн мар кинемей. Урăлса çитсен Тарье хăйне шутсăр тарăхать, пуçĕ ыратни иртсе кайсанах пуçтарăнса кайнă мĕнпур ĕçе майлаштарать.
Çуралнă кунне паллă тума тесе Тарье патне Шуркка пулăштух чиксе каçрĕ. Тăварланă хăярпа купăста, пиçнĕ çĕр улми кăларса хучĕç — уяв кĕреки тулчĕ те. Пĕр-ик черкке пушатнă хыççăн юрра ячĕç. Урамра сивĕччĕ те, йĕкĕреш путеке Тарье пÿрте кĕртнĕччĕ. Юрланă сасăпа вĕсем те вăранчĕç, йăмра çулçи кăчăртаттарма пикенчĕç...
Икĕ кинемей кил умне çăмăл машина пырса чарăннине те асăрхаман. Сасартăк алăк уçăлчĕ те, Тарьен хĕрĕсемпе кĕрÿшĕ, мăнукĕ кĕрсе тăчĕç. «Фу-у, тем шăрши кунта...» — кĕнĕ-кĕмен тутине пăркаларĕ тахăшĕ кĕрекере ларакансене сывлăх суннă май. «Ачасем килчĕç-и-иç! Мĕн тери савăнăç!» — хыпаланчĕ Тарье. «Анне, эсĕ каллех ĕçсе лартнă, уяв тĕлне урай та çуман», — персе ячĕ асли. «Ман кин мана урай кăна мар, йĕм те çутармасть», — тусĕн хут-не кĕчĕ Шуркка. «Эпĕ хамах, хамах... Иртĕр, ачасем. Яшка та пурччĕ унта», — хăнасем тавра чупкаларĕ Тарье. Систермесĕрех пырса кĕчĕç те çав... Чăнах та, кил-тĕрĕшре тирпейлесе тухма ал çитеймерĕ, путексем те çÿпĕлесех тăраççĕ, паян кăна сăмакун юхтарнăччĕ те, çав шăршă та сÿрĕлсе пĕтеймен ĕнтĕ. Тирпейлĕ çынсене çакă та кÿлештерет пулĕ. Е амăшĕ ĕçнĕшĕн тарăхрĕç-ши? Юрать-ха, кĕрĕвĕ шÿтлеме ăста. «Çĕр çинчи чи лайăх хунямана никама та кÿрентерме ирĕк памастăп, мĕнпур ĕçе паян йăлтах хам çине илетĕп», — текелесе хĕрлĕ кĕл чечек çыххи тыттарчĕ. Мускав кучченеçĕсем те сĕтел çине тухса выртрĕç. Малалла вулас...