Комментари хушас

18 Утă, 2018

«Сăвă симфони пек янăратăр…»

«Япăх çырас килмест, лайăх хайлаймастăп», — паянхи кун çапла калать чăвашсен паллă поэчĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ Петĕр Эйзин /сăн ÿкерчĕкре/. Вăл юлашки 20 çулта мĕншĕн пĕр сăвă та çырăнманнине çапла ăнлантарать.
Петр Егорович — чăваш поэзийĕнче çĕнĕ çул- йĕр хывакан авторсенчен пĕри, 11 сăвă кĕнеки кăларнă. «Савни юррисем» /2003 ç./ кĕнеке — халăхра чи анлă сарăлни.

Хĕвел ачи

— Эпĕ кĕç-вĕç çут тĕнчене килес чухне анне ыттисемпе тан колхоз уйĕнче çурлапа тырă вырнă. «Кан-ха кăштах, сулхăна кайса вырт. Хырăму ав мĕн пысăкăш», — ÿкĕтленĕ хĕрарăмсем. Анне алă сулнă çеç, ăçта унта ачашланма? Фашистла Германипе виççĕмĕш çул вăрçă пырать. Тепĕр кунхине, вырсарникун, шăпах хĕвел тухнă чухне, эпĕ çуралнă. Аннене çăмăлланма атте пулăшнă. /Чире пула ăна вăрçа илмен./ Эпĕ çемьери 6 ачаран пиллĕкмĕшĕ пулнă.
Пиллĕкре чухне чутах шыва путман. Çуллахи шăрăх кун ялти вĕтĕр-шакăрпа пĕрле пĕве хĕрне кайрăмăр. Ачасем хывăнчĕç те шыва кĕрсе кайрĕç, çыран тепĕр енне хăшĕ маларах çитет тесе ăмăртса ишрĕç. Эпĕ, ишме пĕлменскер, çыран хĕрринче ларса юлтăм. Кичем пулнăран шыва кĕтĕм, туссем хыççăн кайрăм. Малалла мĕн пулнине Виталий Сидоров каласа панинчен кăна пĕлетĕп. Вăл та çыран хĕрринче ларнă иккен. «Пăхатăп: эсĕ — шывра. Акă пилĕк, пыр таран… Сасартăк эсĕ çухалтăн. Шыв çийĕн çÿçÿ кăна курăнчĕ, тата сан умра хăмпăсем тапса тухрĕç. Шухăшласа тăмасăрах, йĕме те хывса тăмарăм, шыва сикрĕм, сана туртса кăлартăм, тăна кĕртрĕм», — каласа панăччĕ 12-ри Виталий.
Эпĕ çиччĕре чухне мана аттен йăмăкĕн çемйине усрава пачĕç. Пирĕн нумай ачаллă çемьере çăкăр çитсе пыман иккен. Çав мăшăрăн вара хăйсен ача пулман. Упăшки трактористра ĕçлетчĕ те, выçă ларман вĕсем. Çурчĕ пире хирĕçлеччĕ. Тăван мар аттепе анне мана кÿрентермен пулсан та хамăр килтех пурăнас килетчĕ. Анчах тухса тарма хăранă, каланине итлеме хăнăхнă. Çав çулхинех Мартынкăри шкула 1-мĕш класа кайрăм. Ял ачисемпе кĕпĕрленсе утаттăмăр, уй хапхи патĕнче пĕр-пĕрне кĕтеттĕмĕр. Çул тăршшĕпех юмах-халап çапаттăмăр, тĕрлĕ вăйă шухăшласа кăлараттăмăр. Урара — çăпатаччĕ, çурăм хыçĕнче — пир хутаç. Унта кĕнекесемпе пĕрле — кăмакара пĕçернĕ 2-3 çĕр улми. Шкул
та пÿлĕмсем çитместчĕç, çавăнпа икĕ сменăпа вĕренеттĕмĕр. Трахома чирĕ питĕ анлă сарăлнăччĕ. Пирĕн класра та унпа аптăракансем пурччĕ. Тăхтавра трахом шатрине хыртарма, куçа сиплеме медпункта чупатчĕç. Каялла макăрса таврăнатчĕç. Фельдшер час-часах пыйтă тĕрĕслеме килетчĕ. Эпир кĕпен çÿлти тÿмине вĕçертеттĕмĕр, çухава айне дуст сапатчĕç.
1953 çулта Иосиф Сталин вилчĕ. Аслă класра вĕренекенсенчен тахăшĕ сас-хура кăларнă: халĕ ашкăнма юрать, уншăн пире ятламĕç. Эпир шăв-шав çĕклерĕмĕр, парта тăрăх чупрăмăр. Учительсем килчĕç те пире, арçын ачасене, директор пÿлĕмне илсе кайрĕç. Икĕ урок тăтăмăр… Вăрçрĕç паллах, шкултан кăларса ярассипе хăратрĕç. Кунашкалли тепре пулсан аçу-аннÿне суда паратпăр терĕç. Макăрса йăлăнтăмăр, каçару ыйтрăмăр, тек апла хăт-ланмастпăр тесе тупа турăмăр. 4-мĕш класра пионера илчĕç. Класра темиçе ача кăна галстукпа çÿретчĕ, ыттисен ăна туянма укçа пулман.

Сăвă симфони пек янăратăр

Шкултан вĕренсе тухсан пединститута физмата е чăваш литератури енĕпе каяссине татса пама тиврĕ. Иккĕмĕшĕ çĕнтерчĕ. Студентсенчен чылайăшĕ сăвă-калав çыратчĕ. Эпĕ хам та шкулта чухнех сăвă хайлаттăм, анчах класри ачасем кулатчĕç те çурса тăкаттăм. Шупашкарта аппа патĕнче, пĕчĕк йывăç çуртра, пурăнтăм. Вăл качча кайнăччĕ, икĕ ачи пĕчĕкчĕ. Çавсене пăхма пулăшаттăм. Мана арча çинче вырăн сарса панăччĕ. Çулла мачча çинче çывăрса пурăнтăм. Пĕррехинче тĕлĕк куртăм, ту çине хăпарнă, ура шуса кайрĕ те ÿкрĕм пек. Эпĕ, чăнах та, арча çинчен урайне персе аннă, кăшкăрса вăранса кайрăм, килтисене пурне те ура çине тăратрăм… Кайран аппана пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ çĕртен хваттер пачĕç.
Институтра Виталий Станьял ертсе пыракан литература кружокне çÿреме тытăнтăм. Студентсем «Çамрăклăх» ятлă стена хаçачĕ кăларатчĕç. Çавăнта эпĕ Алексей Аттилпа, Вениамин Тимаковпа туслашрăм. Виççĕн питĕ çывăх юлташсемччĕ. Пĕр-пĕрин сăввисене вулаттăмăр. Пире кивĕлле çырнă сăвăсем тивĕçтерместчĕç. Мускавра поэзи кĕрлесе тăрать: Е.Евтушенко, А.Вознесенский, Р.Рождественский, Б.Ахмадулина хушамачĕсем журналсенче кĕрлесе тăратчĕç. Эпир те вĕсене кура, те самана таппи хистенипе, çĕнĕлле çырма пуçлас терĕмĕр. Сăнарлă çырмалла тесе шухăшланă.
Пичетлеççĕ-и, çук-и — чун çапла ыйтатчĕ. Туссем валли çыраттăмăр, вĕсене килĕшетчĕ.

Эсĕ мана савас пулсан

Хĕрсемпе çÿреме вăтаннă. Шкулта вĕреннĕ чухне пĕр хĕре кăмăллаттăм. Стена çинче Карл Маркс портречĕ çакăнса тăратчĕ. Унăн кантăкĕнче класри ачасем курăнатчĕç. Кăмăллакан хĕрача сăнĕ те пурччĕ. Çавна пăхса киленеттĕм. Вĕренсе тухрăмăр, хăйне калама хăяймарăм. Студент чухне хĕрсемпе çÿремен теместĕп, анчах хутшăну ăнăçлах вĕçленмен. Тĕрĕссипе, «кун хĕрĕ те çук» теесрен, ахальтен çеç калаçнă.

Пулас арăмпа салтакран килнĕ хыççăн ăнсăртран тĕл пултăмăр. Пĕр çуртра ĕçленĕ унпа: эпĕ — кĕнеке издательствинче, виççĕмĕш хутра, вăл Госкомиздатра — иккĕмĕшĕнче. Комсомол учетне тăма ман пата пычĕ, эпĕ организаци секретарĕччĕ. Икĕ уйăх иртсе кайрĕ. Çав хĕр, Калерия, взнос тÿлемен те, укçа ыйтма ун патне иккĕмĕш хута антăм. Вăл Элĕк районĕнче пурăнакан йăмăкĕпе телефонпа калаçатчĕ. Ун çине пăхса ларнă май чунăмра темĕн хускалчĕ. «Эсĕ мана савас пулсан…» сăвă йĕркисем çавăн чухне çуралчĕç. Хăй те кăмăлларĕ мана, кинона пĕрле кайма пуçларăмăр. Килĕштернине сăмахпа калама хăяймарăм, çыру çыртăм, унпа пĕрлех сăвă ярса патăм. Çаксене почтăпах ăсатрăм. Нумай çÿремен, темиçе уйăхранах пĕрлешме загса заявлени çыртăмăр.

Шанчăксăра тухрăм

Çамрăклăхăм хаваслах иртмен. Митта Ваçлейĕ «Шухă пулнă, шухăшсăр çÿренĕ» тени ман çинчен мар. Çак вăхăт пĕтĕмпех литературăпа, çыракан туссемпе çыхăннă. Стена хаçачĕ кăлараттăмăр, хăш-пĕр чухне вĕсене сÿсе илетчĕç, пурнăç сăввисем мар тесе тиркетчĕç. Тĕслĕхрен, Вениамин Тимаков «Пăрçа яшки» сăвă çырнăччĕ. «Студентшăн пăрçа яшки пуян çын сейфран укçа кăларнипе танах» текен шухăш, «чалăш кĕлĕллĕ студент» сăнарĕ пурччĕ… Ман пултарулăх пирки «ăнланма май çук сăвăсем» тетчĕç. Пĕрех çырма чарăнман, çакăн евĕр лару-тăру пире туптанă кăна. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.