Комментари хушас

Лекцисемпе семинар занятийĕсем, зачетсемпе экзаменсем хыçра. Çĕрĕпе куç хупмасăр çырнă диплом ĕçне те хÿтĕленĕ. Тинех кĕтнĕ кун çитрĕ. Паян вĕсем саламсем йышăнаççĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн акт залĕн сцени çинче — вĕренсе тухакансем. Кăçал бакалавр, специалист тата магистр дипломĕсене 472 çын илчĕ.

Уяв РФ тата ЧР гимнĕсем янăранинчен пуçланчĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕн ректорĕ Андрей Макушев çамрăксен çитĕнĕвĕпе мухтаннине палăртрĕ. «Эсир — республикăн ял хуçалăх аталанăвне тÿпе хывакансем», — терĕ. ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов диплом илекенсене ăшшăн саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. «Республикăн тавар çаврăнăшĕ сирĕн алăра», — палăртрĕ министр.

Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев вара хăй вăхăтĕнче хĕрлĕ диплома тивĕçейменнишĕн кулянчĕ, академи коллективне пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. ЧР ял хуçалăх минисрĕн заместителĕ Татьяна Рябинина сцена çине хăпаракансене «Агро — 100» клуб йышĕнче курас ĕмĕтлине палăртрĕ.

Паян диплом илнĕ маттурсем умĕнче çулсем уçă. Экономика, ветеринари медицинипе зоотехника, биотехнологипе агрономи, инженери факультечĕсен ĕнерхи студенчĕсем хăйсен вăйне профессире тĕрĕслĕç, ура çине çирĕп тăрассишĕн тăрăшĕç.

Артем СВЕШНИКОВ:

— Предприятисемпе заводсене ĕçлеме чĕнеççĕ. Анчах дипломсăр ĕçе кÿлĕнеймĕн. Тăван тăрăхра, Етĕрне районĕнче, ăсталăха туптас тетĕп. «Ленинская искра» хуçалăх аталанăвĕшĕн тăрăшăп.

Аня СТЕПАНОВА:

— Инженери факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Стедент çулĕсем асран тухмĕç. Аслă шкулти, çĕршыв шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцийĕсене хутшăнаттăм. Самарăра иртнинче схемăсем пуçтартăмăр, кăткăс ыйтусене çырса та сăмах вĕççĕн хуравларăмăр. Академи чысне тивĕçлĕ хÿтĕлерĕмĕр.

Ирина АЛДЫРКИНА:

— Тăватă çул каялла вĕренме кĕнĕ чухне документсене Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине патăм та тĕрĕс турăм. Студентсен çуркуннинчен юлмастăм. Етĕрне районĕнчи предприятие ĕçлеме чĕнчĕç, вĕсене çамрăк специалистсем кирлĕ. Эпĕ шанчăка тÿррĕ кăларма хатĕр.

Олеся МУРЗАКОВА:

— Эпĕ малалла вĕренесшĕн, магистратурăра ăс пухасшăн. Çав вăхăтрах ĕçлеме пуçлас тĕллев те пур. Хĕрлĕ диплом хавхалантарать, малалла талпăнма хистет.

 

Ольга КАЛИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: