Комментари хушас

12 Jul, 2018 | Вĕрентÿ | Форум

Владимир облаçĕнче 4-мĕш хут «Территория смыслов на Клязьме» форум иртет. Ыран унта виççĕмĕш смена ĕçлеме пуçлĕ.

Форум ĕçне профильсене уйăрса йĕркеленĕ. Вĕренÿ тытăмĕнчи улшăнусене сÿтсе явнă, çитес çул валли тĕллевсем лартнă. Кашни ушкăн ертÿçĕ суйланă, унпа пĕрле шухăшланине пурнăçа кĕртме палăртнă. Унсăр пуçне ăсталăх класĕсем, лекцисем ĕçленĕ. Иккĕмĕш сменăра 14 çынран тăракан чăваш делегацийĕ пулнă.

Ксения СИНДЮКОВА, Çĕнĕ Шупашкарта сывлăх енчен хавшак ачасен шкулĕнче ĕçлекен специалист:

— Пĕлтĕр форумра волонтерта ĕçлерĕм. Кăçал вара хам хутшăнтăм. Пачах урăхла шухăшсем çуралаççĕ. Ыр кăмăллăхçă паллă çынсене тĕл пулнăшăн савăнать. Форум ĕçне хутшăнакан вара пĕлÿ шайне ÿстерет.

Эпĕ вĕренÿри çĕнĕлĕхсене пĕлтĕм. Пĕр проект планне тума та пуçларăм. Çав тери çунатланса таврăннăран вăл пурнăçа кĕретех тесе шухăшлатăп. Ку таранччен форумра пулманнисене унта çитсе курма сĕнетĕп. Çакнашкал мероприяти пурăнма вăй хушать. Эпĕ халь урамри кашни иртен-çÿрене ыталама хатĕр.

 

Валентина ФЕДОРОВА. Ксения СИНДЮКОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: