Комментари хушас

12 Jul, 2018 | Тантăш | Çамрăксем | ÇУ

Çуллахи каникулăн хĕрÿ тапхăрĕ пырать. Вăл халех вĕçленмĕ-ха. Анчах та çулла ахаль ларма вăхăт çук. Ачасем пахчара, хирте вăй хураççĕ: çумлаççĕ, утă типĕтеççĕ, кĕтÿ кĕтеççĕ, пулла çÿреççĕ, вăрмана çырлана каяççĕ… Çапах та шкул ачисем пĕлÿ çуртĕнчи тантăшĕсемсĕр тунсăхлама ĕлкĕрнĕ. Хăшĕ-пĕри вĕренÿ çулĕ пуçланиччен укçа ĕçлесе илме тăрăшать. Акă Муркаш районĕнчи Шомик ялĕ çумĕнчи уйра усламçă патĕнче виктори çырли пуçтараççĕ. Унта Муркашсем çеç мар, Етĕрне, Шупашкар районĕсенчен килнисем те пур.

Уйра — çырлара
Шупашкар районĕнчи Ишек шкулĕнче вĕренекен Екатерина Лазарева, Валерия Волкова тата Екатерина Лазукина çакăнта çырла пуçтарма çÿреççĕ. Пикесем 7-мĕш класран вĕренсе тухнă. «Икĕ çул каялла çырлара укçа ĕçлесе илме пултарни пирки пĕр тусран илтрĕм. Вара тантăшсемпе çавăнта çÿреме шут тытрăмăр», — калаçăва пуçларĕ Катя Лазарева. «Муркаш районне пире маршрутка илсе çÿрет. Ирхине 4 сехет валли чарăнăва тухса тăратпăр. Йывăр пулсан та эпир уя савăнсах çÿретпĕр», — пĕлтерчĕç хĕр ачасем.
Катя Лазарева вара ĕçпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ: «Укçи ĕçленинчен килет. Пĕр витрешĕн 100 тенкĕ параççĕ. Хăшĕ-пĕри кунне 2 пин те ĕçлесе илеет. Эпир вара — 1 пине яхăн. Кăштах ĕçченрех пулсан ытларах пуçтарма пулатчĕ-ха ĕнтĕ. Шел, кунта вăхăт ирттернине пула килтисене ытлах пулăшаймастăп. Шăрăх питĕ ывăнтарать. Уйра çынсем çырла çисе пурăнаççĕ. Эпĕ вара кун пек пултараймастăп. Анне çавна пĕлет. Çавăнпа кашни кунах иксĕмĕр те ирех тăратпăр. Вăл ман валли апат-çимĕç, шыв хатĕрлесе парса ярать».
Шкул ачисем мĕнле маттур-çке. Çу кунĕсене усăллă ирттерни аван. «Эпир ĕçлесе илнĕ укçапа шкул хатĕр-хĕтĕрĕ, тумтир туянасшăн. Атте-аннене те çăмăлрах кун пек», — шухăшĕсемпе пайланчĕç хĕр ачасем. «Çырларан таврăнсан килтисене пулăшма васкатăп. Ĕçлесе илнĕ укçапа Джоан Роулинг кĕнекисене туянасшăн», — пĕлтерчĕ Лера. Катя Лазукина вара çĕнĕ телефонлă пулма хатĕрленет иккен.
«Пилл.к» тус.
Малалла Екатерина Лазаревăпа паллашăпăр. Хĕлле Ишек шкулне кайсассăн учительсем шăпах ун пирки чи пултаруллă вĕренекен тесе асăнчĕç. Çав тери çутă та ырă кăмăллă хĕр ача теес килет Катя пирки. Чипер, пысăк ĕмĕтлĕ, пултаруллă, ĕçчен, çепĕç пике вăл. Шкулти олимпиадăсенче малти вырăна тухса районтисенче палăрать. Акă кăçал Катя вырăс чĕлхипе — 1-мĕшне, чăваш чĕлхипе 2-мĕшне йышăннă.
«Пиллĕк» паллă — унăн уйрăлми тусĕ. «Эпĕ пур предмета та юратса вĕренетĕп, анчах та чи çывăххи — рисовани, мĕншĕн тесен мана ÿкерме килĕшет. Геометри вара йывăртарах пек. Юлташăм Лера та отличница. Иксĕмĕр ăмăртса вĕренетпĕр», — палăртрĕ Катя. Тупăшса вĕренме кăсăклăрах çав.
Атлас лентăран
Кашни çыннăн хобби пур. Катя юратнă ĕçĕпе паллаштарчĕ: «Алă ĕçĕ — маншăн чун киленĕçĕ. Эпĕ çыхатăп, тĕрлетĕп тата çĕлетĕп. Чи кăмăллани вара — атлас лентăсенчен канзаши мелĕпе чечексем туни. Хатĕр-хĕтĕрĕ хаклă, анчах чечексем çав тери хитре пулаççĕ-çке! Вĕсенчен илемлĕ картинăсем туса тăвансене парнелеме пулать. Çак ĕçе мана анне явăçтарчĕ. Тата ялти клубра «Атлас лентăсен тĕнчинче» кружок пур. Светлана Никифорова ертÿçĕ çĕнĕрен те çĕнĕ чечексем тума вĕрентет, пулмасан — пулăшать. Светлана Викторовна пирĕн ĕçсене тĕрлĕ конкурса ярса парать, хăшĕ-пĕринче çĕнтеретпĕр те. Ман шутпа, вăл питĕ лайăх ертÿçĕ».
Катьăн амăшĕ, Раиса Александровна, ылтăн алăллă хĕрарăм. «Улми улмуççинчен аякка ÿкмест», — теççĕ. Хĕрĕсем те çывăх çыннинех хунă. Катьăн аппăшĕсем пур: Ирина тата Алена. Вĕсем иккĕшĕ шкултан та, университетран та лайăх вĕренсе тухнă, йăмăкне ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Чи асли, Ирина, вĕтĕ шăрçапа тĕрлет иккен. Катя та çак ăсталăха вĕренесшĕн. «Манăн аппасем пек ăслă пулас килет. Шкул пĕтерсен вара эпĕ Алена пек инженер пулăп», — ĕмĕтленет Катя.
Пысăк .м.т
Ĕмĕт тенĕрен… Çын яланах çĕнни пĕлесшĕн, кунран кун ытларах аталанасшăн çунать. Катьăн пысăк ĕмĕт пур. Вăл юрлама вĕренесшĕн, анчах та сасси лайăхах мар тесе шухăшлать. Ку хальлĕхе кăна. Катя ĕмĕтне пурнăçлама питĕ тăрăшнине пĕлтерчĕ: «Эпĕ кашни кунах килте юрлатăп, çĕнĕ юрăсем вĕренетĕп, сасса лайăхлатма хăтланатăп».
Хĕр ача чăвашла та, вырăсла та илемлĕ юрăсем шăрантарать. Тăван чĕлхепе çырнисем çепĕçрех тесе шухăшлать. Пĕчĕкрех чухне караокерен уйрăлма пĕлмен вăл. Халь вара унсăрах ĕмĕчĕ патне талпăнать. Кăмăл çĕкленÿллĕ чухне юрлани начар-им вара? Уйрăмах çакă тĕллевпе çыхăннă пулсан.
Çăмăллăн вуланаçç.
«Эпĕ кĕнеке вулама юрататăп-çке тата. Пушă вăхăт тупăнсассăнах алла кĕнеке тытатăп», — тепĕр енĕпе паллаштарчĕ чиперук. Тĕрлĕ жанрпа туслă Катя. Ытларах вара фантастикăна килĕштерет. Александр Беляев çырнă «Человек-амфибия» романа чи кăсăклă хайлав вырăнне хурать.
Романти тĕп сăнар — Ихтиандр — шыв айĕнче пурăнма пултаракан çын. Сюжечĕ çав тери интереслĕ. Унсăр пуçне автор пейзажа, лару-тăрăва ĕненмелле сăнлать. Шăпах çакă илĕртет те Катьăна кĕнекере. «Александр Беляев çырнă хайлавсем пурте çăмăллăн вуланаççĕ. Ачасемшĕн те, аслисемшĕн те ăнланмалла чĕлхепе шăрçаланă вăл ман шутпа. Çавăнпа унăн кĕнекисене пурне те вулама сĕнетĕп», — хавхаланса калаçрĕ хĕр ача.
Муркаш районĕнчи уя чиперуксем çырла вăхăчĕ пĕтичченех çÿрĕç. Хăйсене шкул хатĕрĕсемпе тивĕçтерсессĕн Катя та Лера пекех çĕнĕ кĕнекесем туянасшăн. Маттур пикесем ĕçчен тата ăслă пулма ÿркенмеççĕ. Тепĕр çул та çырлана таврăнĕç вĕсем.
Валентина ФЕДОРОВА.
Екатерина ЛАЗАРЕВА
архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.