Комментари хушас

12 Утă, 2018

Ĕне чирлерĕ

Ĕне çилли питĕ кĕсенлĕ. Темпе те сиплесе пăхрăм — иртмест. Эсир сипленмелли мĕнле витĕмлĕ мел сĕннĕ пулăттăр?
Мария АГЕЕВА.
Йĕпреç районĕ.
Ыйтăва ЧР патшалăх ветеринари службин Йĕпреç районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станци ветеринарĕ хуравлать.
— Малтан, паллах, чирне палăртмалла. Вырăнти ветврача пăхтарсан аванрах. Вăл чир-чĕре епле сиплемеллине лайăхрах палăртĕ. Ĕне çилли çурăлсан сурана тÿрлетекен «Левомеколь» маç сĕрмелле. Ăна пĕрмай сĕрсех тăмалла. Вăл та пулăшмарĕ тĕк е вăраха кайрĕ тĕк ветврача чĕнсе илĕр. Ĕне çиллине, тен, оспа чирĕ ерме пултарнă. Ку вăраха тăсăлакан чир.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.