Армути çинчен
Республика кунĕнче Калмăк хĕрĕ армути тултарнă пĕчĕк хутаçсем сутатчĕ. Унти курăк питĕ усăллă теççĕ. Пирĕн тăрăхра ÿсекен армути мĕнпе сиплĕ-ши?
Елена КАРПОВА.
Сĕнтĕрвăрри хули.
Вулакан ыйтăвне сиплĕ курăксем пухакан Екатерина МАТВЕЕВА хуравлать.
Армути С витаминпа пуян, унра цинк, магний, калий тата кальций нумай. Ытларах чухне армутие вар-хырăмри микробсемпе паразитсене пĕтерме усă кураççĕ, вăл организмри токсинсене тасатать.
Çăвартан шăршă кĕрсен армутипе пĕтнĕкрен вĕретнĕ чей пулăшать. Ăна кунне 2-3 хут ĕçмелле. Асăрхăр: армутиллĕ шĕвеке нихăçан та сахăр ямаççĕ.
Ыйхă килмесен. 1 апат кашăкĕ армути тĕшшине 100 мл олива çăвĕ ªтип çу та юратьº çине ямалла. Ăна тĕттĕм вырăнта 8 сехет лартмалла. Хатĕр хутăша сахăр çине тумлатмалла та чĕлхе айне хумалла.
Пыршăлăхра шĕвĕрĕлчен пулсан. Ун валли 1 стакан шыв, типĕтнĕ 2 кашăк армути кирлĕ. Ăна 15 минут вĕретмелле, сивĕтмелле. Апатчен 20 минут маларах 1 кашăк ĕçмелле.
Ÿслĕкрен. 1 литрлă банкăна вĕтетнĕ 2 кашăк армути, 1 стакан шыв ямалла. Банкăна вĕри шывлă савăтра 20-25 минут тытмалла. Пÿлĕмри ăшă вырăнта 6-8 сехет лартмалла. Ку хутăша улма-çырлапа пĕрле ªпанулми, слива, иçĕм çырли, грушаº ĕçмелле: ирхине — 2 кашăк, кăнтăрла — 4, çывăрма выртиччен — 2 кашăк.
Апат çиес килмесен. Армутие мулкач курăкĕпе хутăштармалла та кантăклă савăта ярса лартмалла. Хутăша 1 чей кашăкĕ чухлĕ 2 стакан вĕри шыва ямалла. Çак шĕвеке кунне пĕр черкке чухлĕ 3 хут ĕçмелле.
Армути шĕвекне ача кĕтекенсен, кăкăр ĕмĕртекенсен, хырăмлăх çĕрнипе ªязваº тата вар-хырăмăн ытти чирĕпе нушаланакансен, нерв тытăмĕ хавшаккисен, психика тĕлĕшĕнчен катăкрах çынсен ĕçме юрамасть.
Усă куриччен специалистпа канашлăр.