Комментари хушас

Тихвин ярмăрккин сумĕ республикăра çеç мар, тулайра та анлă сарăлнă. Мĕн авалтан кунта суту-илÿ тума, халăх пултарулăхĕпе паллашма, пĕр-пĕринпе курса калаçма халăх чылай пуçтарăнать.
Иртнĕ эрнере, утă уйăхĕн 5-8-мĕ¬шĕсенче, Çĕрпÿре Тихвин ярмăркки уçăлчĕ. Унпа пĕрлех Çĕрпÿ районĕнче пурăнакансем Акатуй та ирттерчĕç. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Налук, финанс тата бюджет енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Елена Николаева хутшăнчĕç.
Сумлă хăнасем малтанах Тихвинри Турă Амăшĕн хĕрарăмсен мăнастирĕнче пулчĕç, Тихвин чиркĕвĕнчи юсав ĕçĕсемпе кăсăкланчĕç. Каярахпа килти хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх, çавăн пекех Чăваш Енри тата ытти регионти ал ĕç ăстисен куравĕсемпе паллашрĕç. Наци кил картишĕсене те çитсе курчĕç. Хăнасене фольклор ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Çĕрпÿсем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Районти ял хуçалăх организацийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçленине палăртрĕ район администрацийĕн ертÿçин тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Борис Марков. Кăçал çурхи культурăсене 19149 гектар акса-лартса хăварнă, çав шутра пăрçа йышши тата пĕрчĕллĕ культурăсене — 14709 гектар. Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем акнă-лартнă пĕтĕмĕшле лаптăк вара 29066 гектарпа танлашать.
«Уй ĕçĕ пурнăç тытать», — тенĕ авалтан. Çĕр ĕçченĕсен тăрăшулăхне кура асăннă район паян пурнăç таппипе тан утать. Иртнĕ çул усă курман 824 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ, кăçал çак ĕçе 500 гектартан кая мар пурнăçласшăн. Паянхи куна 90 гектар пушă выртакан çĕре сухаласа акнă.
Халĕ çĕр ĕçченĕн тĕллевĕ — выльăх-чĕрлĕх валли паха апат янтăласси, вырма ĕçĕсене хатĕрленесси.
ЧР Пуçлăхĕ районти аграрисене çуракине ăнăçлă, вăхăтра вĕçленĕ ятпа саламланă май ĕçре ăнăçу сунчĕ. Çĕрпÿ çыннисем яланах хастарлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăнине палăртрĕ. Чи маттуррисене вара тĕрлĕ награда парса чысларĕç. Сăмахран, «Чи лайăх механизатор» — Николай Ефремов /«Авангард» пĕрлешĕвĕн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ/, «Чи лайăх выльăх ĕрчетекен» — Светлана Григорьева /«Авангард» пĕрлешĕвĕн «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ/, «Чи лайăх водитель» ята Сергей Максимов /«Колос» ФГУП/ тивĕçрĕç.
Паллах, ку чыса вĕсем ĕçре çĕнсе илнĕ. Хăйсен профессине чунтан юратнăран çитĕнÿсем куç умĕнчех. «Эпĕ тракторпа та, комбайнпа та ĕçлетĕп, — тет Николай Вениаминович. — Çакнашкал хисеп туни, паллах, хавхалантарать. Ĕçе уява кайнă пек хаваспа тухса утатăп. Ара, Мускав укçине вырăнтах ĕçлесе илме май пурри савăнтарать».
Ĕçчен, маттур çĕр ĕçченĕсене вара малашне те ăнăçу сунмалли çеç юлать.
Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.