Комментари хушас

11 Утă, 2018

Телей сыппи вăрăм

Хĕвеллĕ ăшă кун. Ĕнесем сĕтеклĕ курăка пуçĕсене çĕклемесĕр çиеççĕ. Çырма тĕпĕнче шăнкăртатса шыв юхать.
— Илемлĕ çут çанталăк. Ял пурнăçне хула ырлăхĕпе улăштармастăп. Чун юрлать, пĕчĕк ача пек çаран тăрăх çара уран чупас килет. Çак илеме çамрăк чухне асăрхаман. Халĕ, ватăлнăçемĕн, тулли пучахлă тыр-пул уйĕсем, тĕрлĕ чечеклĕ улăх-çаран, улма-çырлаллă сад-пахча тыткăна илеççĕ, — хавхаланса калаçать кинемей.
— Ман ялта пурăнас килмест, ывăнса çитрĕм. Кунĕн-çĕрĕн выльăх пăхмалла, кил-çурт юсамалла, утă çулса типĕтмелле, çум курăк та çитĕнсех тăрать. Арçынсем пĕрре те пулăшмаççĕ, кунĕн-çĕрĕн ÿсĕр. Вĕсене вара çитермелле, тумлантармалла… Хулара хваттер туянатăп та ялтан тухса таратăп, пурăнччăр хăйсем пĕлнĕ пек, — сăмах хушать тепĕр хĕрарăм.
— Ял тесен куç умне çум курăк, тислĕк, пылчăк тухать. Çав вăхăтрах çамрăксем валли ĕç вырăнĕ те çук. Ачасене вĕрентме шкул та. Вăл çук, ку çук… Çамрăксен пуян мăшăр тупма тăрăшмалла. Хваттер, машина, укçа… Эпĕ хамăн хĕре пĕр-пĕр олигарха качча парасшăн-ха. Хальхи вăхăтра Тăхтамансем кирлĕ, Сетнерсем мар. Юрату мĕн тума кирлĕ?
— Эпир упăшкапа юратсах мăшăрлантăмăр, виçĕ ача çуратрăмăр. Йĕркеллĕ кил-çурт çук, тумтир кивĕ, сĕтел çинче çĕр улми те уйран анчах. Манăн та хаклă йышши тумтир тăхăнас, ылтăн çĕрĕ, алка туянас килет. Эпĕ мĕнрен кая? Пĕри еркĕн пулма ыйтрĕ — килĕшрĕм. Халĕ эпĕ пукане пек тумланатăп, кĕсье тулли укçа, — терĕ çамрăк арăм.
— Медалĕн тÿнтер енĕ те пур теççĕ. Çемйÿне аркатрăн, ывăлу та хисеплемест сана, — сăмах чĕнмесĕр чăтаймарĕ кинемей.
— Эпĕ вĕсемшĕн тăрăшатăп, анчах тав тума пĕлмеççĕ. Упăшка та ăнланмасть мана, — хивре калаçрĕ хайхискер.
— Ачусен юратăвне укçалла илесшĕн апла, — кăсăкланчĕ ватă. – Юрату вăл — туйăм. Ăна сутмаççĕ. Эсĕ ачуна хăвăнтан ытларах юратса курнă-и? Унăн чунĕнче мĕн пуррипе кăсăкланнă-и? — малалла калаçрĕ ватă.
Çак вăхăтра ун патне пĕчĕк хĕр чупса пычĕ.
— Кукамай, эпĕ ăмăртура виççĕмĕш вырăн йышăнтăм, чăн-чăн медале тивĕçрĕм, — чĕвĕлтетрĕ вăл. Кинемей ăна пуçĕнчен ачашларĕ, мухтарĕ.
Пĕчĕкскер ашшĕ-амăшне пахчари йăрансене çум курăкран тасатма, пахча çимĕçе шăварма, выльăх-чĕрлĕх пăхма пулăшать.
— Эпĕ ачасемпе, мăнуксемпе телейлĕ, — каллех сăмах хушрĕ кинемей. — Ватлăхра пире урăхла юрату кирлĕ мар. Кашнийĕн шăпи тĕрлĕрен, пурнăç вара пĕрре. Телее пурин те тытса курас килет, анчах унăн хÿри кĕске çав. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пĕр-пĕрне юратса пурăннинчен ырри нимĕн те çук.
Зоя АБАННИКОВА.
Элĕк районĕ, Качалав ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.