Комментари хушас

11 Утă, 2018

Колорадо нăрринчен

Çĕр улмине тураса банкăна хумалла, йăран хушшине вырнаçтармалла /хĕрри çĕрпе тан пулмалла/. Банка хĕррине çĕр улми сĕткенне сĕрмелле. Нăрă шăршăпа пырса савăта ÿкет, каялла тухаймасть. Пĕр банка-капкăн 5 тăваткал метр лаптăка нăрăран тасатма çитет. Тепĕр мел. Çĕр улми касăкĕсене е хуппине анапа юнашар хумалла. Шăршăпа сăтăрçăсем пуçтарăнасса кĕтмелле. Çакна кĕркунне тусан лайăхрах — колорадо нăрри хĕл каçма лаптăкра юлмĕ. Тухăçа пуçтариччен 2 эрне маларах çĕр улми аврине çулса уйрăм вырăна хумалла. Çимĕçсĕр юлнă нăрă купана пуçтарăнать. Авăрпа пĕрле ăна тĕп тумалла кăна.
Сухан, ыхра. 10 л шыва 200 г сухан хуппи, 1 ыхра /вĕтетни/ ярса 2 сехет вăйсăр çулăм çинче вĕретмелле. 200 г махорка та хушма юрать. Унтан шĕвеке сăрхăнтармалла, 10 л шыв хушмалла. Ÿсен-тăрана лайăхрах çыпçăнма 30 г кĕпе çумалли супăнь теркăпа хырса ямалла. Тÿлек çанталăкра çĕр улми аврине лайăх йĕпетсе сирпĕтмелле. Сăтăрçăсене хăвăрт тĕп тума çак мел те пулăшать: 1 витре вĕри шыва 500 г сухан хуппи ярса 2 талăк тăрăлтармалла, кĕпе çумалли супăне теркăпа хырса хушмалла, шывпа хутăштармасăр çĕр улмине сирпĕтмелле. Çак ĕçе колорадо нăрри сахал, ÿсен-тăран ытлашши вăй илмен чухне тумалла.
Шĕпĕн курăкĕ. Унăн сĕткенĕ нăрра та, хуртне те тĕп тăвать. Лаптăка ытти сăтăрçăран хÿтĕлет. Курăка икĕ мелпе усă курма пулать. Мульча. Тин çулнă курăка кашни тĕм айне хумалла. Типсен улăштармалла. Шĕвек. Типĕ е тин татнă шĕпĕн курăкĕн тунине витрене туллиех тултармалла, шыв ямалла. 15 минут вĕретмелле, сивĕтсе сăрхăнтармалла. 500 мл шĕвеке 1 витре шывпа хутăштармалла, çĕр улми аврине сирпĕтмелле. Кун хыççăн ана нăрăран тасалĕ.
Пĕлме. Ÿсен-тăранран шĕвек хатĕрленĕ чухне хăрушсăрлăха пăхăнмалла, мĕншĕн тесен аллергипе чирлеттерме пултарать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.