Комментари хушас

10 Jul, 2018 | Вĕрентÿ | Кану

Сменăна Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене хутшăнакан шкул ачисем валли ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствипе И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ятарласа йĕркеленĕ. Проекта ЧПУри çивĕч ăслă çамрăксемпе ĕçлекен центр пурнăçлать.

Университет преподавателĕсем 5-10-мĕш класс ачисемпе виçĕ юхăмпа — физика-математика, гуманитари, наука аталанăвĕ — занятисем ирттереççĕ. Ачасем вырăс чĕлхипе литературине, историе, географине, экологине, биологине, математикăпа физикăна вăйăсем урлă ăса хываççĕ. Шкул ачисем хушма пĕлÿ кăна мар, оратор ăсталăхне, команда тата проект ĕçĕсене хăнăхаççĕ.

Лагерьти ачасене «Мĕн? Ăçта? Хăçан?» ăмăрту, финанс пĕлĕвне тĕрĕслекен «ФинГрамотЛандия» олимпиада, «Золотой Фрактал» математика конкурсĕ кĕтет. Смена утă уйăхĕн 14-мĕшĕччен тăсăлать.

 

Елена ЛУКИНА. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: