Комментари хушас

Чăвашсен — Акатуй, тутарсен — Сабантуй. Сĕм авалтан пĕр пĕлтерĕшпе, сăлтавпа паллă тунă уявсем. Тĕлĕнмелле: паянчченех упранса юлнă вĕсем. Пире эпир географи тĕлĕшĕпе юнашар пурăнни кăна мар, пур енĕпе те туслă çыхăнусем тытни, унтан та ытларах чĕлхесем пĕр кăкран — тĕрĕк ушкăнĕнчен тухни — пĕрлештерсе тăрать.Концертран пуçланчĕ
Тутарсен çак уявĕ çинчен асăнма сăлтав пур: иртнĕ шăматкун Шупашкарта федераци шайĕпе йĕркелекен 18-мĕш Сабантуй иртрĕ. Ăна Чăваш Ен тĕп хулинчи чи илемлĕ вырăнсем — Хĕрлĕ тÿремпе Анне монуменчĕ çывăхĕнчи лапам — йышăнчĕç.
Ун умĕн, эрнекун каçхине, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Тутарстан Республикин искусствисен ăстисен концерчĕ пулчĕ. Кунти фойере тутар ал ĕç ăстисем хăйсен куравне хатĕрленĕ.
Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Тутарстан Республикин премьер-министрĕн заместителĕ, Пĕтĕм тутарсен конгресĕн «Милли Шура» наци канашĕн председателĕ Василь Шайхразиев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, министрсем хутшăнчĕç.
Михаил Игнатьев куравпа паллашнă хыççăнхи шухăшсене малалла тăсса çапла каларĕ:
— Тутарсен тĕлĕнмелле пуян культури Раççейĕн нумай енлĕ культурине тата та пуянлатать. Сабантуй тата халăхăн ытти уявĕ çитĕнекен ăрăва несĕлсен йăли-йĕркине асра тытма пулăшаççĕ, тăван кĕтесе юратма вĕрентеççĕ. Культурăсăр пуласлăх çук. Пĕрлехи уявсем, хутшăнусем пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма май параççĕ.
Василь Шайхразиев Михаил Игнатьева Сабантуй ирттерме майсем туса панăшăн, пур енĕпе те пулăшса пынăшăн тав турĕ. «Пĕлтĕр Астраханьте иртнĕ Сабантуйра уяв ялавне Шупашкара патăмăр. Çулталăк тăршшĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлерĕмĕр», — терĕ вăл. Унтан сцена çине юрă-ташă ăстисем тухрĕç.
Хĕрлĕ тÿремре — тутар сасси
Шăматкун вара Шупашкарта çĕрпе суха туйĕ ирĕккĕн, анлăн иртрĕ. Чăваш Енри 34 пин тутарпа танах хăнасем — Тутарстанран, Пушкăртстанран, Мари Элтан, Оренбургран, асăнса та пĕтерес çук — 41 регионтан килсе çитнĕ 1200 яхăн çын валли пулчĕ вăл. Чăвашсем те хастар хутшăнчĕç. Уяв савăнăçлă лару-тăрура Хĕрлĕ тÿремре театрализациленĕ концертпа уçăлчĕ. Кунтах наци кĕрешĕвĕ иртрĕ, юрă-ташă пĕр самантлăха та лăпланмарĕ.
Анне монуменчĕ çывăхĕнче тутар «ялĕ» вырнаçнă. Икĕ çак «утрава» туслăх кĕперĕ çыхăнтарать. Чăннипех çапла, кĕпере икĕ республикăн тата Сабантуя хутшăннă регионсен ялавĕсемпе капăрлатнă.
Çĕрпе суха туйĕнче начар кăмăлпа çÿрекен пулмарĕ. Пĕрисем тăван сăмахне, юрри-ташшине илтсе савăнаççĕ пулĕ, теприсем — наци вăййисене хутшăнма май килнишĕн, виççĕмĕшсене тутар ал ĕç ăстисен пултарулăхĕ хăй патне туртнăран.
Атьăр-ха эпир те кунти «пурнăçпа» паллашар. Тутар «ялĕнче» чи кăсăкли — куракан валли хатĕрленĕ вăйăсен лапамĕ. 9 тата 14 метрлă шерте-юпа тăрне ал шăллисем, пусма татăкĕсем çыхса хунă. Юпа тăрăх хăпарса çакскерсене салтса илекенсем сумлă парнесене тивĕçеççĕ. Унашкал хăюллисем пулчĕç-и тетĕр-и? Паллах. Акă Тутарстанри Анат Камăран килнĕ 43 çулти Валентин Матюшкин 14 метрлă юпа çине 12 çеккунтра хăпарма пултарчĕ. Çав хулари 18-ти Булат Садриев та Сабантуя ятарласа килнĕ. Хусанти физкультура академине вĕренме кĕме хатĕрленекен йĕкĕт те çăмăллăнах парăнтарчĕ парнеллĕ шалчана. Пирĕннисем начар-им? Акă Алькешре пурăнакан 68 çулти Юрий Константинов çак кĕрешÿре чи асли пулчĕ.
Хальхи вăхăтра тутар, чăваш ялĕсенче кĕвентепе шыв çĕклекен çук пулĕ. Сабантуйра пулчĕç. Икĕ витрери шыва палăртнă вырăна тăкмасăр тата хăвăрт йăтса килекенĕ çĕнтерÿçĕ шутланать. Кĕçĕн çултисем çак самант кăсăклă пулнипе, аслăраххисем иртнĕ саманана аса илсе ăмăртăва хутшăнчĕç ахăр. Çак йĕркесен авторĕ те ачалăха путрĕ тейĕн, хăйне евĕрлĕ тупăшăва хутшăнчĕ. Мала тухаймарĕ пулсан та питĕ-питĕ кăмăллă юлчĕ.
Вутă касакансен ăмăртăвĕнче чăвашсем палăрчĕç. Елчĕк районĕн каччисем Дмитрий Ендеровпа Александр Павлов самай хулăн пĕренене икĕ касăк турĕç тата вакларĕç. Çак ĕçе пурнăçлама вĕсене икĕ минут та сакăр çеккунт кирлĕ пулчĕ. Правур каччăсен кăтартăвĕ чи лайăххиччĕ. Вĕсем те хаклă парнеллĕ пулчĕç.
Михĕ тăхăнса чупакансен хушшинче — ытларах шăпăрлансем. Çĕнтерчĕç-и, çук-и — пĕрех парнепе хавхалантарчĕç вĕсене.
Ăстасемпе пуян хутлăх
Тутар кил-çурчĕпе паллашас текенсем те кăмăллă юлчĕç. Чи малтанах вĕсене тутар çимĕçĕпе — чак-чакпа — сăйларĕç. Йĕркелÿçĕсен çаврăнăçулăхĕ тĕлĕнтерет: тутарсен йывăç çуртне кăна мар, пуссине те, мунчине, выльăх витине те илсе килнĕ. Ку çеç-и? Витере пăрушĕ канса выртать, сурăхĕпе путекĕ ешĕл курăк чăмласа тăраççĕ, хурĕсем какăлтатаççĕ, чăххисем тырă чашăкĕ умĕнче чакаланаççĕ. Ачасем уйрăмах савăнчĕç çак чĕрĕ чунсемшĕн.
Ал ĕç маçтăрĕсем ăсталăх класĕсем ирттерчĕç. Тăмран пĕчĕк чÿлмек тума вĕренес килет-и? Тархасшăн, станокĕ те, çемçе тăмĕ те пур. Акă Хусанта пурăнакан Рафаэль Гайзетдинов икĕ эрне каялла кăна Шупашкарта «Руç ăстисем» конкурсра пулнă. Халĕ Сабантуя хăйĕн тутар-курайĕпе илем кÿрет. Каласа та кăтартрĕ. Лапам çийĕн курай сасси илемлĕн янăрарĕ.
Халăх шухăш-кăмăлне те пĕлес терĕмĕр. Астрахань облаçĕнчи «Туслăх» тутар обществин председателĕ Анвер Алмаев чи малтанах пирĕн тăрăхри çут çанталăк питĕ илемлине, Шупашкар тĕлĕнмелле капăр, симĕс хула пулнине палăртрĕ.
— Иртнĕ çул Сабантуй пирĕн хулара пулчĕ. Федераци шайĕнчи çак уява 2008 çулта та йышăннăччĕ. Халĕ эпир — хăнасем. Сабантуйра савăнтăмăр, кантăмăр. Облаçра 80 пин ытла тутар пурăнать /пĕтĕм халăхăн 8 проценчĕ/. Çулленех 30-35 мероприяти йĕркелетпĕр. Çитес çул пирĕн общество 30 çул тултарать. Ăна та анлăн уявласшăн.
Сабантуй пире сывлăш пекех кирлĕ. Вăл паян пурăнакансене несĕлсен культурипе, йăли-йĕркипе çыхăнтарать.
Çĕнтерÿçĕ — машинăллă
Кĕрешÿ — тутарсен наци вăййи. Авалтанпах Сабантуйра кĕрешÿ паттăрĕсене палăртнă. Шупашкара та «баттырсем» таçтан та — Хусантан, Оренбургран, Йошкар—Оларан, Кировран, ытти тăрăхран — пуçтарăннă. Тĕрлĕ виçеллĕ категорипе ăмăртрĕç, ултă çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Абсолютлă «батыр» ята Мари Элти Муса Галямов тивĕçрĕ. Ăмăртăва куç илмесĕр сăнаса тăракансене çăмăл автомобиль хуçи кам пуласси кăсăклантарчĕ. Йĕркелÿçĕсем çапла йышăнчĕç: ултă çĕнтерÿçĕ хушшинче выляттарас. Каланă — тунă. «Фольксваген Поло» уççине 80 килограмлă категорире çĕнтернĕ Ренас Садаров туртса кăларчĕ.
Йĕкĕтпе паллашрăмăр. 23 çул каялла Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра кун çути курнăскер тĕп хулари И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ. Халĕ тăван ялĕнче ĕçлесе пурăнать. Пĕчĕкренех спортпа туслă. «Кашни çулах районти Сабантуя хутшăннă, çĕнтернĕ те, анчах ку — чи ăнăçли пулчĕ. Машина уççин хуçи эпĕ пулнине хальлĕхе ĕненсех те каймастăп-ха», — терĕ.
Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.