Комментари хушас

9 Утă, 2018

Ăçта ĕçкĕ — унта пушар

Республикăра пушарсемпе çыхăннă лару-тăру çивĕчленнĕ. Иртнĕ çулăн пĕрремĕш çурринчипе танлаштарсан 4,7% нумайрах. Мунчасем çуннă тĕслĕх нумай. Çав вăхăтрах складсенче, суту-илÿ объекчĕсенче «хĕрлĕ автан» алхаснă тĕслĕх те нумайлăннă. ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров иккĕленмест: «Кунта пĕчĕк бизнес тĕлĕшпе йышăннă «надзор каникулĕн» сиенлĕ витĕмĕ курăмлă».

Вут-çулăмра çынсем те ытларах вилнĕ — 38 пурнăç татăлнă. Вĕсенчен 37-шĕ — пенсионерем, инвалидсем, ниçта та ĕçлемен çынсем. Нумайăшĕ табак туртнă чух асăрханман, çак йышăн çурринчен ытларах пайĕ ÿсĕр е хĕрĕнкĕ пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ «тĕп çăлавçă» пусăм тусах палăртрĕ: «Ялсенчи ĕçлемен çынсем ĕçкĕпе иртĕхессине чармасăр лару-тăрăва йĕркелеме май килмĕ».

Çапах асăннă цифрăсем пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулнине пăхмасăр вăл сыхлăха çирĕплетсе кăçал пушарсен тата вĕсенче вилнисен шутне иртнĕ çулхинчен чакарас тĕллевпе çине тăрса ĕçлеме шантарчĕ. Ку енĕпе пушар хуралне çĕнĕ 17 пушар машини те пулăшĕ — вĕсем дежурствăна тăнă ĕнтĕ. Вĕсемпе улăштарнă кивĕ пушар машинисем те юрăхсăра тухмĕç — çак техникăна ялсенчи пушарнăйсене парĕç.