Комментари хушас

Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш çурринче çанталăк сулхăн тăнине пăхмасăр республикăра выльăх апачĕ хатĕрлесси пĕлтĕрхинчен пысăкрах хăвăртлăхпа пырать. Çакăн пирки ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттеркен канашлура вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ.

Сергей Артамонов каланă тăрăх — кăçал выльăхăн кашни пуçĕ валли тĕрлĕ йышши 31 центнер апат — утă, сенаж, силос — хатĕрлемелле. Ĕçсем аван пынине кура министр ку енĕпе палăртнине туллин пурнăçлассине шантарчĕ. Хуçалăхсем çитес çулхи тухăçшăн та ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ — кĕрхи ака валли 39 пин гектар çĕр хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ /пĕтĕмпе 100 пин гектар пулмалла/.

Вырмана иртнĕ çулсенче Елчĕк районĕнчи хуçалăхсем утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче тухнă. Кăçал каярах тухасси паллă — пĕр икĕ эрне иртет-тĕр. Сулхăна пулах ял хуçалăх культурисем каярах юлса пиçсе çитеççĕ. Халь сывлăш температури нормăпа килĕшÿллĕ, тăпрара нÿрĕк те çителĕклĕ — вырсарникунхи çумăр пулăшни куç кĕрет. Чăн та, кану кунĕнчи çанталăк пĕтĕм республикăна тенĕ пек çумăрпа савăнтарнă пулин те — пурне те ырă кÿмен иккен. Елчĕк районĕнчи темиçе ялта пăр çунă, ял хуçалăх культурисене пĕтĕмпех тĕп тунă теме те юрать — хăш-пĕр уйра тухăç пуласси иккĕленÿллĕ.

Сергей Геннадьевич кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ пĕчĕкрех пуласси пирки уççăнах каларĕ. Пĕлтĕр Чăваш Ен пĕтĕмпе 700 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ, кăçал 600 пин пулать-тĕр. Гектарăн вăтам тухăçĕ 21 центнерпа танлашмалла: «Шăпах пучахсем ÿсмелли тапхăрта ăшă пулмарĕ — пучахсем кĕскерех…»

 

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: