Комментари хушас

9 Утă, 2018

Йышăну комиссийĕсем абитуриентсене кĕтеççĕ

Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа республикăри аслă шкулсенче, техникумсенче, колледжсенче йышăну комиссийĕсем ĕçлеме пуçланă.

Аслă шкулсенче ППЭ кăтартăвĕсемпе вĕренме кĕрекен абитуриентсен ыйтăвĕсене утă уйăхĕн 26-мĕшĕччен çеç йышăнаççĕ. Професси вĕрентÿ учрежденийĕсенче вара йышăну кампанийĕ çурла уйăхĕн 15-мĕшĕчченех тăсăлать. Пушă вырăнсем юлсан ку ĕçе чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕчченех тăсаççĕ.

Аслă шкулта бюджет майĕпе вĕренмешкĕн 7,4 пин ыйту тăратнă. Тÿлевсĕр ăс пухмалли 1 вырăна 2,1 çынран конкурс йĕркеленнине пĕлтерет. Техникумсемпе колледжсенче вара хальлĕхе 6,3 пин ыйту çырнă. Ĕç профессине илме — 800. Професси вăтам пĕлĕвне 5,4 пин çамрăк илесшĕн.

Аса илтеретпĕр: 2018-2019 вĕренÿ\çулĕнче абитуриентсене професси пĕлĕвĕ паракан 26 тата аслă пĕлÿ паракан 14 организаци йышăнать.

Çитес вĕренÿ çулне професси вăтам пĕлĕвĕ илме 7653 бюджет вырăнĕ /çав шутра квалификациллĕ ĕçченсем хатĕрлеме — 2815, вăтам звенори ĕçченсем хатĕрлеме — 4838/ уйăрнă. Аслă шкулсенче вара 3475 бюджет вырăнĕ хатĕр. Вĕсенчен 438-шĕ — тĕллевлĕ направленипе килекенсем валли.

 

Рубрика: