Комментари хушас

27 Çу, 2014

Саккăрмĕш тĕл пулуччен, фестиваль!

Шупашкарта иртнĕ Халăхсен хушшинчи кинофестиваль та хупăнчĕ. Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнларĕ вăл Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакансене. Вĕсене çеç мар, кино çăлтăрĕсене Хĕрлĕ Чутайсемпе Патăрьелсем те йышăнчĕç. Мĕншĕн шăпах вĕсем-ха? «Культура территорийĕ» ята кăçал шăпах вĕсем тивĕçнĕ.

Кинофестиваль малтанхи çулсенчи пекех К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче хупăнчĕ.

Палăртса хăварар: кинофестиваль президенчĕ - Раççей халăх артисчĕ, «Мосфильм» генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров. Карен Георгиевич темиçе çул ĕнтĕ пирĕн кинофестивале ертсе пырать. Паллах, кашни çул Шупашкара килсе çÿреме май çук унăн. Кăçал вара кинофестиваль ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ, пресс-конференци ирттерчĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕ. Фестивале хутшăнакансен ячĕпе тунă видеочĕнÿре çак шухăша палăртнă кино çăлтăр: «Шупашкарта иртнĕ халăхсен хушшинчи çиччĕмĕш кинофестиваль - Чăваш Ен кун-çулĕшĕн çеç мар, Раççей культура пурнăçĕшĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи фестиваль тата та сулмаклăрах, пĕлтерĕшлĕрех, çакă чи малтанах унта тĕлĕнмелле чаплă режиссер Глеб Панфилов тата вырăссен паллă актриси Инна Чурикова жюри членĕсем пулма килĕшнипе çыхăннă. Фестивалĕн çĕнĕ шая çĕкленмелли саманчĕ çитрĕ».

Хăнасемпе уява хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та саламларĕ. «Тавах кинематографсене пире çамрăклăха çĕнĕрен тавăрнăшăн, тахçан киленсе пăхнă фильмсемпе тепĕр хут тĕл пултарнăшăн. Чăваш халăхĕ кÿршĕре пурăнакансемпе авалтанпах туслă çыхăну тытнă. Республикăра хальхи вăхăтра 127 халăх представителĕ тата сакăр этника ушкăнĕн çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ. Культурăна аталантарасси, ăс-хакăл енĕпе пĕр-пĕрне пуянлатса пыма условисем туса парасси, обществăн кăмăл-сипет никĕсне çирĕплетесси - Чăваш Республикин Правительствин чи малта тăракан тĕллевĕ. Чăваш Енре хуçаланакан ырăлăх витĕмĕ киноискусствăпа çыхăннă çынсене пысăк пахалăхлă произведенисем хатĕрлеме хавхалантартăр», - терĕ Михаил Игнатьев.

Михаил Васильевич киноискусствăра гражданлăх тата патриотизм темине тивĕçлĕ çутатнăшăн хăйĕн ятарлă парнипе «Волчий след в истории России» фильм режиссерне Мария Исаковăна наградăларĕ. Савăнăçлă тепĕр самант - «Мосфильм» киноконцернăн халăхсен хушшинчи çыхăнусен пайĕн консультанчĕ - Шупашкар кинофестивалĕн программа директорĕ Сергей Лаврентьев «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçни. Сергей Александрович çак тивĕçе темиçе çул пĕр улшăнми пурнăçласа пырать, ăна Шупашкарта хамăр çын пекех йышăнма пуçларĕç.

Шупашкарта иртекен çиччĕмĕш фестивалĕн хăй евĕрлĕхĕ çакă: кăçал харăсах икĕ конкурс программи хатĕрленĕ - наци киностудийĕсен тата илемлĕ фильмсен конкурсĕсем. Вĕсене жюрин икĕ йышĕ пахаларĕ. Илемлĕ фильмсенне Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Глеб Панфилов ертсе пычĕ, теприне - Елена Стишова киновед.

Наци фильмĕсен хушшинчи çĕнтерÿçĕсем «Чи лайăх оператор» ятшăн Анне статуэткине «Булаг» фильм операторĕ Дмитрий Ильков тивĕçрĕ. «Чи лайăх фильм» ятшăн, паллах, пурте ăнтăлнă, анчах хальхинче Якут Республикинчен килнĕ Марина Калинина ÿкернĕ «Семенчик» илемлĕ фильма çитекенни пулмарĕ. «Чи лайăх сценари» номинацире Айнур Аскаров /Пушкăртстан/ «Горький мед» фильмшăн палăрчĕ.

«Актерсен чи лайăх ĕçĕ» номинацире «Подснежники» фильмри тĕп роле калăплакан Геннадий Турантаев /Якут Республики/ çĕнтерчĕ. Асăннă фильм çавăн пекех «Чи лайăх режиссура» енĕпе те мала тухрĕ. «Белый день» фильм операторĕ Иннокентий Амосов вилнĕ хыççăн жюри дипломне тивĕçрĕ. Пирĕн «Нарспи» режиссерĕн Андрей Васильевăн - жюрин ятарлă парни.

Илемлĕ фильмсен хушшинчи ĕç-пуç çакнашкал:

«Куравçăсем килĕштернĕ фильм» - «Полет. Три дня после катастрофы» /режиссерĕ Андрей Гончуков/. Журналистсен парнине Таисия Игуменцева ÿкернĕ «Отдать концы» илчĕ.

«Фестивалĕн чи лайăх режиссерĕ» ята Дмитрий Тюрин /«Жажда»/ тивĕçрĕ. «Хĕрарăм сăнарне чи лайăх калăплаканĕ» номинацире «Она» фильмра ÿкерĕннĕ Нилюфар Файзиева палăрчĕ. «Арçын сăнарне чи лайăх калăплаканĕ» ята харăсах тăватă актера - Владимир Меньшов, Евгений Стычкин, Алексей Маслодудов, Сергей Овчинников - пачĕç. Вĕсем Ирина Волковăн «Диалоги» фильмĕнче ÿкерĕннĕ.

«Иккĕмĕш планри рольпе» Игорь Лях /«Жажда»/ çĕнтерчĕ.

Кинофестивалĕн гран-прине жюри Ульрика Бенгтс /Финлянди/ ÿкернĕ «Ученик» илемлĕ фильма парас тенĕ. Сăмах май, финсен режиссерĕсем пĕр хут мар ĕнтĕ хăйсен çĕр-шывне пирĕн Анне статуэткине илсе каяççĕ. Хальхинче ăна çĕнтерÿçĕ патне Финляндин Раççейри посольствинче культура енĕпе ĕçлекен атташе Алла Богомолова илсе çитерĕ.

Кăçал интернет-блогерсем те хăйсен парнине хатĕрленĕ. Вĕсем Дмитрий Тюринăн «Жажда» фильмне палăртса хăварчĕç. Жюри дипломĕпе Сергей Кузнецовăн «Деливеранс» тата Валерий Харченкăн «Летящие по ветру листья» ĕçĕсене наградăларĕç.

Илемлĕ фильмсен конкурс программинче «Диалоги» фильм сценарисчĕсем Константин Стешек тата Ирина Волкова «Чи лайăх сценаришĕн» парнеллĕ пулчĕç. «Чи лайăх оператор» хальхинче - «Стыд» фильм операторĕ Юрий Михайлишин.

 

Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем. ФОТОРЕПОРТАЖ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.