Комментари хушас

6 Утă, 2018

Пурнăç илемлĕ… Пурăнма пĕлсен кăна

Ĕмĕр ирттересси хир урлă каçасси мар
Паян редакци тĕпелне йыхравланă Рудаковсен кун-çулĕ те тĕрлĕрен пулнă. Савăнмалли те, хурланмалли те, йывăрлăхĕ те сахал мар ура хунă. Апла пулин те парăнман. Ольга Валерьевнăпа Евгений Станиславович çемье лавне 26 çул пĕрле туртаççĕ.
— Вăтăр çул каялла паллашнă эпир. Пĕррехинче хайхискер юлташĕсемпе пирĕн çурт картишне /Рудаковсем иккĕшĕ те Шупашкарта çуралса ÿснĕ. — Авт./ килнĕ. Мана вăл эп под±ездран тухнă чухне асăрханă. Паллашма чупса пычĕ. Яхăнне те ямарăм, — çамрăклăхне куç умне кăларчĕ пирĕн паянхи хăна Ольга Валерьевна. — Чылай вăхăт каччăпа сăмах пуçарма килĕшмесĕр пурăнтăм.
Анчах Евгений алă сулакан йышши мар. Кăмăлне кайнă хĕрпе туслашассишĕн вăл темĕн те туса пăхнă — кăлăхах. Çапах та каярахпа майне тупнă. Ольгăн йăмăкĕнчен пĕр стакан хĕвел çаврăнăш вăррилле килти телефон номерне ыйтса илнĕ. Юлашкинчен вара хĕр куллен шăнкăравлакан каччăпа тĕл пулма килĕшнĕ. Туслăх майĕпен юратăва куçнă. Тăватă çултан çамрăксем пĕрлешнĕ.
Рудаковсен çемье карапĕ пурнăçăн анлă тинĕсне иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ишеве тухнă. Çав тапхăрăн йывăрлăхĕсене пурте ас тăваççĕ ĕнтĕ. Çамрăк çемьесене çав çулсенче ура çине тăма вара пушшех те кăткăс пулнă.
— Йывăр самант пурнăçра питĕ нумай. Турă пулăшса пынипе вĕсене çĕнтерсе пыратпăр. Паллах, атте-анне те пирĕншĕн яланах тĕрев пулнă. Вĕсем питĕ лайăх çынсемччĕ, çемйисем çирĕпчĕ. Аттене аса илетĕп те… Мĕн тери ырă çынччĕ вăл. Эпир унран тĕслĕх илнĕ. Халĕ манăн анне кăна пурăнать. Малтан вăл пире пулăшнă, халĕ эпир ăна пăхатпăр. Мăшăрăн ашшĕ-амăшĕ чылай çул каяллах çĕре кĕнĕ, — каласа кăтартрĕ Ольга Валерьевна.
Аслă ăру ăс панине Ольгăпа Евгений яланах хисепленĕ, вĕсен сĕнÿ-канашне тĕпе хунă. Хăйсем те ывăлĕсене мăшăрсен хутшăнăвĕсене хисеплеме, упрама вĕрентсе пыраççĕ. Ăрусен çыхăнăвĕн çирĕплĕхĕ Рудаковсене пурнăçра пулăшса, чăрмавсене сирме вăй-хăват парса пырать. Тĕрĕссипе, мăшăр йывăрлăхсем çинчен калаçма юратмасть. «Кун-çула вĕсем кăсăклăх çеç кĕртеççĕ», — терĕ кĕскен кил хуçи Евгений.
Йышлă çемье — пысăк пуянлăх
Рудаковсем тăватă ывăл çуратса ÿстернĕ. Ольга Валерьевна каланă тăрăх — кун чухлĕ ача пуласси пирки вăл нихăçан та шухăшламан.
— Пĕри те ытлашши мар, пурте кĕтнĕскерсем, юратура çуралнăскерсем, — калаçăва малалла тăсрĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. — Халь шухăшлатăп та: пĕр Коля кăна пулнă пулсан мĕнле пурăнăттăмччĕ-ши? Сывлăх çитсен тата пиллĕкĕшне çуратнă пулăттăм. Пысăк çемьере пурăнма питĕ интереслĕ. Нумай ачапа йывăр тени тĕрĕс мар. Пачах тепĕр майлă. Йышпа ÿснĕ чухне ача хăйшĕн çеç тăрăшмасть, ыттисем пирки те шухăшлама хăнăхать, пулăшма вĕренет. Пĕр ачана пурнăçра пушшех йывăр килет. Калăпăр, çемьери йывăрлăх, инкек-синкек ун çине йăтăнса ансан пĕччен чăтса ирттерме пĕрре те çăмăл мар. Çынна телейлĕ пулма нумай кирлĕ мар. Пуян пурнăç этеме пăсать кăна. Пурнăç ырлăхĕсене йăлтах пĕр харăс ытама ярса илекен ача пăсăлать, вăл малашлăх пирки шухăшлама, ăнтăлма пăрахать.
Рудаковсем ывăлĕсене çак чăнлăха тĕпе хурса воспитани панă. Ачисем ашшĕ-амăшĕн сăмахĕсене чĕрере тытни куç кĕрет. Асли Коля И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра инженер специальноçне алла илнĕ, халĕ Мускавра ĕçлет. Иккĕмĕшĕ Станислав Калининградра çар институтне пĕтернĕ хыççăн Раççей чиккисене хураллама тухса кайнă. Миша университетра 1-мĕш курс пĕтернĕ. Çуллахи вăхăтра вĕренсе пысăк автомашинăсемпе çÿреме ирĕк паракан документа илнĕ хыççăн çар ретне тăма хатĕрленет. Кĕçĕнни Костя кулинари училищинче вĕренет. Професси илсен вăл хăйĕн фирмине уçма хатĕрленет. «Кун пирки вĕсем кукамăшĕпе пĕрле ĕмĕтленеççĕ, предприятие «Семикоста» — Сережа, Миша, Костя, Стас — ят пама шухăшлаççĕ», — ывăлĕн вăрттăнлăхĕсене уçрĕ амăшĕ.
Çав вăхăтрах амăшĕ ывăлĕсене хăй енне «туртасшăн»: вăл вĕсене юрлаттарасшăн. Ольга Валерьевна музыка пĕлĕвĕ илнĕ, Шупашкарти ачасен 1-мĕш искусство шкулĕнче теори дисциплинисене вĕрентет. Ачисем фортепиано, гитара, балалайка калама, параппан çапма пĕлеççĕ. «Хальлĕхе ниепле те вĕсене хам енне çавăраймастăп-ха, — шÿтлерех калаçать Ольга Валерьевна. — Çын умĕнче юрлама вăтанаççĕ».
Йăмăкĕн хĕрĕсене вара вăл юрă-кĕвĕ тĕнчине илсе кĕнĕ. Вĕсен «Былинушка» ансамбльне хулара çеç мар, çĕршывра та лайăх пĕлеççĕ. Тĕнче шайĕнчи конкурссенче те вĕсем юрласа пĕр хутчен çеç мар гран-при çĕнсе илнĕ.
Хĕрарăм телейĕ мĕнре-ши?
— Пурте килте пулсан чунра лăпкă. Ачасем, мăшăр пĕрле чухне манран телейли тата кам пур-ши? — ансат мар çак ыйтăвăн хуравĕ ансат пулнине систерсе пĕлтерет Ольга Валерьевна. — Хăв çак тĕнчере пĕччен маррине туйса тăни телей парать. Чăнах та, çывăх çынсем сана кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕррине пĕлнинчен лайăххи тата мĕн пултăр? Мăшăрпа иксĕмĕр яланах пĕр-пĕрне тĕрев пама тăрăшатпăр. Çемье пурнăçĕнче чи кирли вăл — çамрăк чĕресенче çуралнă юратăва ватлăх çулĕсем çитичченех упраса хăварма пултарни. Кун-çул тăршшĕнче тĕрлĕ йывăрлăх витĕр тухма тивет. Çакăнпа кăсăклă та ĕнтĕ вăл этем пурнăçĕ.
Ача çуратса ÿстересси — хĕрарăмшăн чи пысăк телей, ырă ĕç. Амăшĕ хăй кун çути кăтартнă тĕпренчĕкшĕн ĕмĕр яваплă. Çавăнпа кашни ачамшăн ырлăх ыйтса кĕлĕ вулатăп. Хам та атте-аннен пилне яланах туйса тăнă. Анне кĕлли тинĕс тĕпĕнчен кăларнă теççĕ. Йывăр вăхăтра амăшĕсене ачисемшĕн кĕлĕ вулама сĕнетĕп.
Шел те, юлашки вăхăтра питĕ нумай çемье арканать. Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне каçарма пĕлмеççĕ. Çакă мăшăрсем уйрăлнин тĕп сăлтавĕ пулса тăрать те ĕнтĕ.
26 çул çемье вучахне тирпейлĕ упракан мăшăрăн, тăватă ывăл çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă амăшĕн, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывакан, ачасене юрă тĕнчин хăйне евĕрлĕхне туйма вĕрентекен Ольга Рудаковăн калаçăвĕнче чăнлăх çук мар… Кашнинех шухăшлаттарма тивĕç сăмахсем вĕсем…
Валентина БАГАДЕРОВА.
Çемье архивĕнчи
сăн ÿкерчĕк

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.