Комментари хушас

5 Jul, 2018 | Тантăш | Спорт | Ташă

Шупашкарти 61-мĕш шкулта вĕренекен Даниил Федотов çитĕнсен кам пулассине халех палăртнă. 4-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕскер тĕрлĕ мероприятие хутшăнса сцена çине тухмассерен 1-мĕш вырăн йышăннă. Пуçламăш класранах ташлама тытăннă арçын ачана çитĕнĕвĕсем хавхалантараççĕ, сцена çине тухас кăмăлне çĕклеççĕ.
Федотовсем малтан Шăмăршăра пурăннă. Даниил унта 1-мĕш класа çÿренĕ. Сăпайлă арçын ача ташă кружокне кăмăлланă, уроксем хыççăн хаваспах унта чупнă. Шупашкара куçсан çĕнĕ шкулта хăнăхма йывăртарах та пулнă пуль — 2-мĕш класра вĕренÿ çине тимлĕх уйăрнă. Даниил ашшĕ-амăшне каллех ташлас кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Виççĕмĕш класра амăшĕ Татьяна Федоровна ăна «Салют» культура керменне илсе кайнă. Еленăпа Сергей Яруткинсем ертсе пыракан «Дуэт» спортпа балет ташă клубне çырăннă вĕсем.
— Малтанах чи кĕçĕннисемпе ташларĕ вăл. Балет хусканăвĕсем çăмăлах мар. Çавăнпа тар нумай тăкмалла. Ертÿçĕсем ывăлăмăн çитĕнĕвĕсене кура ăна тепĕр çултан тантăшĕсем патне куçарчĕç. Даниил çакăншăн çав тери савăнчĕ. Хăйĕнпе пĕр çултисене туххăмрах хăваласа çитрĕ-çке вăл, — каласа кăтартрĕ Татьяна Федотова.
Арçын ача сăпайлă та вăтанчăк. Сцена çине тухса малти вырăнсене йышăнсан та сăмса каçăртман вăл. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыраканскертен класри ачасем малтанхи вăхăтра «арçын ача ташлама çÿрет» тесе кулма та пăхнă. Республика шайĕнче иртнĕ «Восходящие звезды» ташă конкурсĕнче хăйĕн ÿсĕмĕнчисен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнсан, Йошкар-Олари «Кубок Максимум» турнирта та малти вырăна çĕнсе илсен класри ачасем те хисеплеме тытăннă. Татьяна Федоровна каласа кăтартнă тăрăх, ашшĕ Даниила ташă клубне янăшăн кăмăлсăр пулнă. Арçын ача валли мар тесе шухăшланă пулинех. Халĕ ывăлĕн çитĕнĕвĕсемпе мухтанать.
Даниил Федотов Пĕтĕм Раççейри ташă спорчĕн тата акробатика рок-н-ролĕн спортсменĕсен йышĕнче. Вăл спортсменăн квалификаци кĕнекнине тивĕçнĕ.
— Эрнере икĕ кун çÿретĕп клуба. 3-мĕш класра шкулта иккĕмĕш сменăра вĕренеттĕм. Уроксем хыççăн ташлама каймашкăн пурпĕрех ĕлкĕреттĕм. Елена Васильевнăпа Сергей Игоревич мана пĕр çул ташланă хыççăн тепĕр çулне сиктерсе хампа тантăшсем патне куçарчĕç. Хусканусене лайăх вĕренсе пынине палăртрĕç. Куншăн питĕ савăнтăм. Малтанах вăтанаттăм. Халĕ хăнăхрăм, — хăйĕнпе паллаштарчĕ пĕчĕк ташă ăсти Даниил.
Арçын ача пушă вăхăтра конструкторпа аппаланма кăмăллать. Шкулта математикăна уйрăмах юратса вĕренет, олимпиадăсене те хаваспах хутшăнать. Даниилăн диплом, медаль пухмачĕ пуянланма тытăннă та ĕнтĕ. Унăн паянхи тĕллевĕ — çĕршывăн тĕп хулинче ташă тренерĕнче вăй хурасси.
Ташă — çыннăн чунĕн вăрттăн чĕлхи. Ташлакан çыншăн унпа пĕтĕм тĕнче ташланăн туйăнать ахăр. Çапла пултăр та.
Елена ЛУКИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.