Килти мультифрукт
Мультифрукт — тĕрлĕ çимĕçрен хатĕрленĕ сĕткен. Ăна килте те тума пулать. Виçĕ литрлă банка валли 2 пан улми, 2 персик [ун вырăнне нектаринка е абрикос юрать , пĕр ывăç иçĕм çырли, çур апельсин, 300 грамм сахăр кирлĕ.
Çимĕçсене çумалла. Персикпе пан улмине чĕллĕн-чĕллĕн турамалла, апельсина çавракан касмалла. Çимĕçсене банкăна хумалла та унта вĕри шыв ямалла. 10 минут лартнă хыççăн шывне кастрюле ямалла та сахăр хушмалла. 5-7 минут вĕретмелле те банкăна ямалла, тимĕр хупăпа хупмалла. Компота лимон чĕлли ярсан тутлăрах пулать.